Йывăрпа, çапах – малалла
30 Ноября, 2016 | Хыпар | Культура | Театр

Паянхи театр, унăн йăли-йĕрки тата çивĕч ыйтăвĕсем... Мĕнлерех вĕсем? ЧР театр ĕçченĕсен союзĕпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн искусствоведени пайĕн ĕçченĕсем асăннă ыйтусем тавра калаçу час-часах пуçараççĕ-ха. Çапах нумаях пулмасть институтра иртнĕ ăслăлăх-практика конференцийĕ йышшисем — темиçе çулта пĕрре кăна.

Ун ĕçне ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, ЧР театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи Валерий Яковлев, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн пултарулăх ертÿçи Ольга Нестерова, Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн пултарулăх ертÿçи Юрий Васильев, театрсен директорĕсем, тĕп художникĕсем, актерсем, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Театр ĕçĕ-хĕлĕнчи пĕтĕмĕшле лару-тăрупа ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов паллаштарчĕ. Театр искусствине аталантарма республикăра тĕллевлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. 2011-2015 çулсенче Чăваш Ен бюджетĕнчен 974170 пин тенкĕ уйăрнă, 2016 çулта — 229633,9 пин тенкĕ. Çавăн пекех патшалăх çĕнĕ спектакльсем лартма тата драматурги произведенийĕсем туянма та нухрат парать. Çамрăк драматургсене тупса палăртас тата наци драматургине аталантарас тĕллевпе ЧР театр ĕçченĕсен союзĕ тата ЧР Культура министерстви икĕ çулта пĕрре пьесăсен республика шайĕнчи конкурсне ирттереççĕ.

Юлашки çулсенче патшалăх театрĕсем /пурĕ улттă/ çĕршыври авторсемпе вĕсен произведенийĕсене туянма 37 килĕшÿ — 849,6 пин тенкĕлĕх — тунă.

Театрсен пурлăхпа техника базине çирĕплетесси — тĕп вырăнта. Юлашки тапхăрта кăна К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма, Вырăс патшалăх драма, Чăваш патшалăх пукане, Чăваш патшалăх сăнав драма театрĕсен çурчĕсене реконструкциленĕ. Çапла майпа 2011-2015 çулсенче театр учрежденийĕсене пурлăхпа техника базине пуянлатма, оборудование çĕнетме республика бюджетĕнчен 51629 пин тенкĕ уйăрса панă, кăçал — 23171, 7 пин тенкĕ.

Республикăра культура учрежденийĕсене, çав шутра театрсене те, грант парса пулăшасси пурнăçланса пырать. 2004 çулта культурăпа искусство тытăмĕнчи инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртме ЧР Президенчĕн гранчĕсене йĕркеленĕ. Халĕ çулленех ЧР Пуçлăхĕн 3 грантне /2,856-шар пин тенкĕ/ республикăри профессионал коллективсем тивĕçеççĕ.

Гастроль ĕç-хĕлĕ лайăхланать. Театрсем республикăри районсене кăна мар, ун тулашне те — Пушкăрт, Тутар, Удмурт, Мари, Мордва, Çурçĕр Осети-Алани, Калмăк республикисене, Ульяновск, Тула, Чулхула, Самар, Калуга, Киров облаçĕсене — çитсе килнĕ. Çапла тума çулленех уйăрса паракан субсиди пулăшать.

СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев хăйĕн салам сăмахĕнче çакнашкал тĕлпулусен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, вĕсем театрсен туслăхне çирĕплетме пулăшнине, çавăн пекех пĕрлехи вăйпа театрсен умĕнче тăракан çивĕч ыйтусене татса пама çăмăлраххине палăртрĕ. Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăхăн тĕп специалисчĕ, искусствоведени докторĕ Михаил Кондратьев театрсемпе паянхи куракан хутшăнăвĕсене, театроведени, илемлĕх ыйтăвĕсемпе çыхăннă ĕçсене тивĕçлĕ шайра йĕркелемеллине аса илтерчĕç. Юрий Исаев министр çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре театр пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк пулни пирки чарăнса тăчĕ.

Театр критикĕн, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн литература пайĕн ертÿçин Мария Митинăн доклачĕ Чăваш Енри театр искусствин паянхи аталанăвĕ çинчен пулчĕ. Вăл кашни театрăн премьерине, фестивалĕпе конкурсне тишкерчĕ, гастрольсен темине хускатрĕ. Мария Георгиевна çавăн пекех чĕнсе илнĕ режиссерсем артистсен пултарулăхне çĕнĕлле уçса пама пулăшнине палăртрĕ. Сăмахран, Вырăс патшалăх драма театрĕ темиçе çул ĕнтĕ Сергей Юнганс /Екатеринбург/ режиссерпа ĕçлет. Вăл Шупашкарта «Безымянная высота», «Птица феникс возвращается домой», «Чехов CLUB” тата ытти спектакль лартнă. Унăн ĕçĕсене ыттисеннинчен тÿрех уйăрса илме пулать: вĕсенче пластика, ташă, юрă, куракана шухăша яракан тарăн философи хуçаланать. Артистсем пысăк хавхаланупа, кăмăлпа хутшăнаççĕ çав спектакльсене.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн тĕп художникĕ Валентин Федоров режиссурăпа сценографи, музыка пĕр тĕвĕре пулмаллине палăртрĕ. Ку енĕпе хăйĕн, çавăн пекех ытти художникăн пуçтарăннă ĕç опычĕпе паллаштарчĕ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăхăн ертсе пыракан сотрудникĕ Ирина Кириллова паянхи чăваш сцени çинчи драматурги пирки чарăнса тăчĕ. Докладçă шухăшĕпе — çĕнйĕркелÿ тапхăрĕ малтан ку енĕпе ĕçленĕ сăмах ăстисене такăнтарма тытăннă. Çĕннисем, çамрăккисем вара ура çине тăрса çитеймен. Çавна май драматургсем енĕпе халĕ те лару-тăру çивĕч-ха. Театрсен ирĕксĕрех куçарнă пьесăсене ытларах лартма тивет. Апла пулин те иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче театрсен афишисенче çĕнĕ ятсем курăнма пуçланах. Вĕсем: Николай Сидоров, Борис Чиндыков, Арсений Тарасов, Иосиф Трер, Марина Карягина, Людмила Сачкова, ыттисем. Вĕсен ĕçĕсем — “Çатан карта çинчи хура хăмла çырли”, “Хÿхĕм хĕрĕн хÿхлевĕ”, “Хура чĕкеç”, “Ама кайăк çулĕпе”, “Урасмет”, “Кĕмĕл тумлă çар”, ыттисем — наци драматургине çĕнĕ варкăш илсе кĕчĕç. Çапах туса çитереймен, пурнăçа кĕртеймен ыйту та нумай-ха. Çакна шута илсех пулĕ республикăра пьесăсен конкурсне йĕркеленĕ. Унăн витĕмĕ куç умĕнчех, çĕнтерÿçĕ-ĕçсем тĕп театрсен сценисем çине тухрĕç те ĕнтĕ. Çамрăксен театрĕнче çамрăк драматургсемпе ĕçлекен лаборатори йĕркелени те — лайăх пулăм.

Докладсене сÿтсе явма Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн преподавателĕсем Лия Чернова, Лариса Родик, Владимир Поляков, Çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ Иосиф Дмитриев-Трер, Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн пултарулăх ертÿçи Юрий Васильев, ыттисем хутшăнчĕç.

Надежда СМИРНОВА

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.