ЧĔРЕНЕ МĔНЛЕ АПАТ КИЛĔШЕТ?

30 Ноя, 2016

1. Олива çăвĕ. Апата кашни кун 1 апат кашăкĕ олива çăвĕ хушни артери юн пусăмне чакарма пулăшать — çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă итали ăсчахĕсем. Олива çăвне кăмăллакансен юн пусăмĕ чылай анать, хĕвелçаврăнăш çăвĕпе усă куракансен вара нимĕнле улшăну та пулмасть.

2. Хывăх /ыраш, сĕлĕ/, шултра авăртнă çăнăхран пĕçернĕ çăкăр, пăтă чĕре чирлĕ тата гипертонипе аптракан çынсен сĕтелĕ çинче яланах пулмалла. Вĕсем холестерина, юн пусăмне, юнри сахăр шайне чакараççĕ, ыйха йĕркене кĕртеççĕ, нервсене лăплантараççĕ. Куна пăтăран пуçласан, каçхи апата пĕр стакан ăшă шыва е кефира хывăх ярса çисен лайăх.

3. Кăвак, хура тĕслĕ çырласем: иçĕм çырли, хура хурлăхан, йĕплĕ хăмла çырли, кашкăр çырли /жимолость/, хура çырла /черника/. Вĕсенче антоциансем — чĕре ĕçне ырă витĕм кÿрекен тата инсульт хăрушлăхне чакаракан япаласем — пур. Çак çырласене рациона тăтăшрах кĕртекен çынсем инфарктпа тата инсультпа вĕсене çимен çынсенчен 2-3 хут сахалрах аптраççĕ.

4. Томат — чĕре чирлĕ çынсен тусĕ. Пĕрремĕшĕнчен, помидорта кали нумай. Иккĕмĕшĕнчен, томат сĕткенĕ юн пусăмне антарма пултарать. Виççĕмĕшĕнчен, унри ликопин клеткăсене сиенленесрен хÿтĕлекен хăватлă антиоксидант шутланать. Тăвттăмĕшĕнчен, томат атеросклероз аталанас хăрушлăха чакарать. Анчах помидор парникра е теплицăра ÿстерни пулмалла мар. Унăн сезонĕ çитиччен апатра томат пастипе усă курмалла, усăллă япала унра та нумай.

5. Çĕрулми. Çак пахча çимĕç чĕре чирлĕ çынсене уйрăмах кирлĕ. Унра чĕре мышцине çирĕплетекен, организмран ытлашши шĕвеке кăларакан калипе магни нумай. Духовкăра е кăвайт кĕлĕнче пĕçернĕ çĕрулми питĕ усăллă.

6. Курагапа иçĕм. Кали виçипе вĕсем те — чемпион. “Чĕре пăтти” хатĕрлеме пулать. Пĕр виçепе илнĕ курагана, иçĕме, хура сливăна, аçтăрхан мăйăрне, вăррине кăларнă лимона хуппипех аш арманĕпе авăртмалла. Кăштах пыл, катăркас /боярышник/ настойки тата шăлан çырлин сиропĕ хушмалла. Çак “пăтă” атеросклерозран хÿтĕлет.

Сăмах май, юнри япăх холестерин шайне чакарма 3 эрне кашни кун 300-шер грамм пĕçернĕ шалча пăрçи /фасоль/ çимелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.