Çамрăк ăру сывă çитĕнтĕр

30 Чÿк, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвне ирттерчĕ. Канашлура çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, çитес тапхăр тĕллевĕсене палăртрĕç.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — республикăра наркоманипе чирлекенсен шучĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах чакнă. Чăваш Ен кăтартăвĕсем федерацин Атăлçи округĕнче тата Раççейре лайăххисен шутĕнче. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçал наркоманипе чирлекенсен шучĕ 12,1 процент чакнă. Михаил Васильевич ку енĕпе республикăри яваплă ведомствăсем тухăçлă ĕçленине палăртрĕ. Вĕсем ирттерекен профилактика мероприятийĕсем çынсене спортпа тата физкультурăпа туслашма, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хавхалантараççĕ. Апла пулин те наркомани ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ чакмасть-ха. Çавна май Михаил Васильевич наркоманипе кĕрешес ĕç-хĕле çирĕп йĕркепе туса пымаллине палăртрĕ.

Юлашки вăхăтра çамрăксемпе ачасен хушшинче наркотиксемпе, психотроплă хутăшсемпе усă курасран сыхланас тĕлĕшпе пурнăçланă ĕç-хĕл çинчен вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев, сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова каласа кăтартрĕç.

Юрий Исаев палăртнă тăрăх — республикăри вĕрентÿ организацийĕсенче наркотиксемпе çирĕп йĕркене пăхăнса кĕрешеççĕ. Шкулсемпе вузсенче çамрăксене право пĕлĕвĕ тата воспитанийĕ парас, преступлени çулĕ çине тăрасран сыхлас енĕпе тĕрлĕ проект пурнăçланать, ашшĕ-амăшĕн сехечĕсем, право ыйтăвĕсемпе конкурссем, ытти мероприяти иртеççĕ, профилактика канашĕсем ĕçлеççĕ. «Ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерме майсем туса пани наркотиксемпе кĕрешес ĕçре уйрăмах тухăçлă», — терĕ министр. Республикăри ачасен 62 проценчĕ хушма пĕлÿ паракан учрежденисене çÿрет, ăсталăхне ÿстерет, пултарулăхне аталантарать. Çавна май çак ушкăнри çамрăксем тÿрĕ çултан пăрăнмĕç.

Наркотиксемпе тата психотроплă хатĕрсемпе усă курнине тупса палăртас тĕллевпе юлашки çулсенче вĕрентÿ организацийĕсенче тест йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Кăçал çапла майпа Чăваш Енри 19 пин ытла шкул ачине тĕрĕсленĕ. Хăрушлăх пур ушкăна 102 ача лекнĕ. Вĕсемпе медицина организацийĕсенче психиатр-наркологсем профилактика консультацийĕсем ирттереççĕ. Тест кăтартăвĕсем Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра пурăнакан çамрăксем наркотиксен серепине лекес хăрушлăх пысăккине палăртнă.

Республикăри наркологи службин специалисчĕсем те çамрăксене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарас ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ. Алла Самойлова министр пĕлтернĕ тăрăх — вĕсем ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене, наркотик ыйтăвĕсемпе çыхăннă конференцисемпе семинарсене час-часах хутшăнаççĕ, çул çитменнисен хушшинче профилактика мероприятийĕсене йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра наркотиксемпе усă куракан 26 ача тата психоактивлă хутăшсен «тыткăнĕнчи» 33 ача медицина организацийĕсенче шутра тăрать.

Телее, наркотиксен серепинчен хăтăлма хевте çитернисем те пур. «Сывă наци» общество организацийĕн ертÿçи Кирил Лукин пĕлтернĕ тăрăх — пĕрлĕх йĕркеленĕ ятарлă проектсене хутшăнса сакăр ачапа çамрăк сывалнă. Вĕсем хальхи вăхăтра ăнăçлă вĕренеççĕ, ĕçлеççĕ. Михаил Игнатьев хăйсене алла илме пултарнă çамрăксемпе обществăна паллаштарма сĕнчĕ. «Тĕлпулусене чĕнĕр, хăйсем çинчен каласа кăтартчăр. Вĕсен тĕслĕхĕ ыттисене те усал çак чиртен хăтăлма хавхалантарĕ», — терĕ Михаил Васильевич.

Наркотикрен сипленнисене обществăна тавăрас тĕлĕшпе те республикăра тĕрлĕ ĕç-хĕл пурнăçланать. ЧР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп психиатр-наркологĕ Ирина Булыгина медицина тата социаллă реабилитаци тĕрĕс çултан пăрăннă нумай çынна пурнăçне йĕркелесе яма май панине палăртрĕ. Тĕслĕхрен, 178 пациента ĕçе вырнаçма пулăшнă. ЧР Наркологи служби тата «Сывă наци» организаци пĕрле пурнăçлакан «Пурнăç пусăмĕсем» проект ачасемпе çул çитменнисене наркотик çын организмне кÿрекен сиен калăпăшне ăнланса илме нумай пулăшать. Проекта ку таранччен 80 ытла ачапа вĕсен ашшĕ-амăшĕ хутшăннă.

Михаил Игнатьев 2017 çул Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине шута илсе çемье хаклăхĕсене хисеплеме вĕрентес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеме, ятарлă мероприятисен планне тума сĕнчĕ. «Уйрăмах çамрăксемпе ĕçлемелле. Çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассине тĕпе хумалла», — терĕ Михаил Васильевич.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.