ĂНСĂРТРАН НИМĔН ТЕ...
Ирхине сăн-пите лайăх сăнаса пăхăр. Мĕнле те пулин улшăну пурри сывлăх тĕлĕшпе пĕр-пĕр кăлтăк пуррине асăрхаттарма пултарать.
Тута çуркаланнă. Тута çуркаланнипе пĕрлех кĕтесĕсенчи мышцăсем вăйсăрланнине, тимлĕх чакнине туйсан, çÿç хытă тăкăнсан организма В2 витамин çитмест. Пăсăлнă шайлашăва тавăрма сĕт çимĕçĕсем, çăмарта, арахис, персик, соя, груша, томат, тĕслĕ купăста пулăшаççĕ.
Чĕлхе çинче шурă сий. Нумай вăхăт выçă тытса сипленекенсен е шăнса чирленĕ çынсен пулать. Анчах шурă сийпе пĕрлех чĕлхе хĕррисем хĕрелнĕ пулсан гастрит пулма пултарать.
Чĕлхе шурăрах сăрă сийпе витĕннĕ. Ку вар-хырăм ĕçĕ пăсăлнине систерет. Çав вăхăтрах тута тăртанни, ÿт типни организма тимĕр çитменнине систерет. Хура кофе, чей сахалрах ĕçмелле, петрушка, пĕвер, пулă, шурă кăмпа, панулми, цитрус ытларах çимелле.
Çăварта типĕ тăрать. Стресс, пăшăрханмалли сăлтавсем хыççăн пулать. Типни чылайччен иртмесен, çакăнпа пĕрлех вĕчĕрхенÿлĕх аталансан В3 витамин /никотин йÿçекĕ/ çитмест. Вăл кайăк-кĕшĕк какайĕнче, мăйăрта, ĕне ашĕнче нумай. Тепĕр чухне çăвар типни сĕлеке парĕсем шыçнин, сахăр диабечĕн пуçламăш палли пулать.
Ÿт виселенет. Час-часах ку А тата В2 витаминсем çитменнине систерет. Тутлăхлă апатланни ÿте хăвăртах йĕркене кĕртет. Ÿт виселенет кăна мар, хытă кĕçĕтет те пулсан дерматолог патне каймалла — кăмпа чирĕ аталанас хăрушлăх пур.
Куç хупанкисем тăртаннă. Организм пÿре сывах маррине час-часах çапла систерет, уйрăмах тата пĕтĕмĕшле вăй çук, ÿт сивĕ, шуранка пулсан.
Лимфа тĕввисем пысăкланнă. Организмра шыçă процесĕ пырать: шăнса пăсăлнинчен пуçласа кăткăсрах чир таранах. Тухтăр патне каймалла.
Сăмсаран час-часах юн каять. Юн пусăмне тăтăшрах виçмелле.
Шăк тĕксĕм тĕслĕ. Шĕвек сахал ĕçетĕр пулас. Анчах çак паллăсăр пуçне температура пысăк, вăй çук пулсан ку шăк-арлăх чирĕсем пуррине пĕлтерме пултарать.
Куç шурри улшăннă, куç айĕ кăвакарнă, тĕксĕмленнĕ, куç шурри хĕрелнĕ пулсан юн пусăмне виçмелле — вăл ÿсме пултарнă. Сарални пĕверте билирубин нумаййи, унăн ĕçĕ пăсăлни çинчен калать. Куç айĕ кăвакарни, тĕксĕмленни час-часах ывăнсан, çывăрса тăранмасан пулать. Çапах та чĕрене тĕрĕслеттермелле.
Çамка çине, çÿç айне шатра-пÿрлешке тухнă. Апат хуранĕ паллă парать. Мĕн тумалла? Çăмăл апат кунĕ /эрнере пĕр хут та пулин/ ирттермелле. Çак çимĕçсенчен пĕрне суйласа илĕр: кефир, сĕткен, хуратул, рис, хăяр е кирек хăш улма-çырла. Вĕсене кунĕпех кирек мĕн чухлĕ çиме юрать.
Çурăм çине шатра-пÿрлешке тухнă. Хул калаккисем çинче, çурăм шăмми тăрăх хĕрлĕ шатрасем пурри çурăм шăмми чирлине пĕлтерет. Вĕсемех айăк пĕрчисем тăрăх вырнаçни — мышца невралгийĕн палли.
Комментировать