ÇАК ЯПАЛАСЕМ ПУЛМАЛЛА МАР

30 Чÿк, 2016

Пирĕн кил — пирĕн хÿтлĕх. Анчах йĕри-таврари хăнăхнă япаласем пирки уйрăммăн асăрхаттарса калани ытлашши пулмĕ, мĕншĕн тесен кашниех усă кÿмест.

Япала. Меллĕ тапочкине, сăтăрăнса-шăтса пĕтнĕ пулсан та, пилĕк çул ĕнтĕ юратса тăхăнса çÿретĕр-и? Хăвăртрах кăларса пăрахăр. Çаплах кивĕ çи-пуçа та. Кивелнĕ япаласем кил-çурта сиенлĕ энергипе тултараççĕ. Çак япаласем пурăнма чăрмантараççĕ, пăлханулăха вăйлатаççĕ.

Савăт-сапа. Кивĕ савăт-сапана кăларса пăрахма шел. Çĕнни вара шкафра тем кĕтсе тусанланса ларать. Кашни кунах кивĕ турилккесенчен çиетпĕр, кайран пурнăç ăнманнинчен, сывлăх хавшанинчен тĕлĕнетпĕр. Катăлнă, çуркаланнă турилкке сирĕн пурнăçа япăх витĕм кÿрет. Турилкке — çителĕклĕ пурнăç, хăтлăх, çемье символĕ. Япăхнă савăт-сапапа усă курса сисмесĕрех хăвăра ура хуратăр. Пĕрре кăна пурăнатпăр вĕт, çĕнĕ савăт-сапана çÿлĕк çинче упрани вырăнсăр.

Явăнакан ÿсен-тăран. Пÿлĕмсем чечек айĕнче пулсан хăтлă, илемлĕ. Ырă шăршă, ешĕл çулçă лăплантараççĕ, ырă туйăмсем вăратаççĕ. Анчах астăвăр, пÿртре хăш-пĕр чечеке ÿстерме юрамасть. Ку явăнакан ÿсен-тăрана пырса тивет. Вĕсем чирсене магнит пек туртса илеççĕ. Явăнакан ÿсен-тăран çуртăн тулаш енче пулсан вара лайăх. Унта вăл пÿрте усал куçран, япăх витĕмрен хÿтĕлет.

Типĕтнĕ чечек. Типĕтнĕ курăксемпе чечексене те кашнинех пÿлĕмре тытмалла мар. Тĕслĕхрен, хăмăшпа кăлкан киле инкек илсе килеççĕ. Типĕ бегони чечекĕ аван, унăн энергетики кăмăла çĕклет, чиртен хăтарать. Хĕллехи уявсенче пÿрте илем кĕртекен лăсăллă туратсем вара çулталăка ырă энергипе тивĕçтереççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.