Архив - Фев 2015

февраль 19th

19 Фев, 2015

Хуммана тытса та хĕненĕ, юпа çумне те çыхса хунă

«Çÿллĕ те илемлĕ, кăтра çÿçлĕ çынччĕ Çемен пичче. Тумланасса та питĕ ятуллă тумланатчĕ. Пушмакĕ ялан çап-çутăччĕ. Хăй ăслăччĕ. Питĕ тăнлă пулнăран шкулта та ăна пĕр класс аслăраххисемпе йышăннă», - пиччĕшне аса илсе çырнă Хумма Çеменĕн йăмăкĕ Полина Фомина пурăннă чухне.

19 Фев, 2015

“Чĕрĕ юлсан пурнăçа хаклама пуçларăм”

Алина МИХАЙЛОВА юрăç çинчен хаçатсенче статья тавраш йăпăр-япăр тупса вулаймăн. Çынни вăл хăй çавнашкал. Ытла сăпайлă. Именчĕклĕхĕ те пур. Журналистсем хыççăн: «Тархасшăн, ман пирки çырăр-ха», - тесе йăлăнса та йăпăлтатса çÿремест.

19 Фев, 2015

Салтакра хырăм ÿстереймĕн

Салтак тивĕçне пурнăçланă йĕкĕте ĕлĕкех сума сунă. Çĕршыв умĕнчи парăма татнă каччă киле таврăнсан ирĕклĕн сывлать. Салтак аттине тăхăнса салтак пăттине тутанни - пысăк чыс. Анчах хăшĕ-пĕри ку тивĕçрен пăрăнать, повестка килсен тарса çÿрет. Вĕсене хĕсметри йĕрке хăратать-ши? Кунашкаллисем çулсерен тупăнаççĕ. Апла-и, капла-и ф- повесткăран улăм купи хыçне тарса пытанаймăн. Паян мар пулсан ыран салтака кайма тиветех. Мĕн тути калать салтак пурнăçĕ? Мĕнле аса илеççĕ çав вăхăта çар билетне илнисем?

19 Фев, 2015

Татăлса ÿкнĕ урине те курма майĕ пулман

Пурнăç хакне пĕлекен, вăрçă тамăкĕнче çунса та çынлăхне çухатман паттăрсем пирĕн хушăрах пур. Çавнашкал çынсенчен пĕринпе, Çĕрпÿ районĕнчи Паваркассинче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Владимир Михайловпа паллаштарас килет сире.

февраль 18th

18 Фев, 2015

«Хресчен сасси» 11 /2524/ №, 18.02.2015

18 Фев, 2015

Экономика пуян ăс-хакăлпа çĕнелет

Çĕршыв экономикине çĕнетсе лайăхлатас, инноваци тытăмне вăйлăрах аталантарас ыйтусем яланах пĕлтерĕшлĕ пулнă. Хальхи вăхăтра Раççее хирĕçле йышăннă санкцисем хыççăн перекетлĕхпе, тухăçлăхпа палăракан çĕнĕ йышши производствăсене хамăр патра йĕркелесе янине, паллах, нимĕн те çитмест.

18 Фев, 2015

«Эпĕ вăй-хăват чăмакки... Çĕнететпĕр çĕре»

Пурнăç çулĕ - аслă çул. Çирĕм урлă кăшт каçнă Аркадий Айдак çĕр аллă киллĕ Чурпай çыннисене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ. И.Я.

18 Фев, 2015

Асилтерчĕ кивĕ сăнÿкерчĕк

Аслă пиччĕшĕнчен юлнă тăватă сăнÿкерчĕке час-часах тытса пăхать Марье аппа. Пĕр вĕçĕм алла илнĕрен кивелнĕ вĕсем, сарăхнă. Çапах та вĕсенчен хаклă тупра çук унăн. Сăнÿкерчĕксене пăхмассерен Иван пиччĕшне хĕрхенет. Хаяр вăрçа пула çамрăклах пуçне хунă вăл.

18 Фев, 2015

Лайăххинех çиесчĕ

Вĕçĕм çывăрас килнине, ывăннине тухтăрсем организмра микроэлементсем, витаминсем çитменнипе çыхăнтараççĕ. Пулă белокпа пуян. Хаклине пăхмасăрах туянма тăрăшатпăр ăна. Анчах вăл сиен кÿме те пултарать. Сăмахран, 2006-2007 çулсенче тинĕс продуктĕнче усă курма чарнă япаласене, çав шутра канцероген тупса палăртнă. Чăваш Ене пулă аякран илсе килеççĕ. Вырăнта ĕрчетекен те сахал мар. Анчах пулла тĕрлĕ чир-чĕр çакланма пултарать. Тĕрĕслесе тăмасан суту-илĕве усăллипе пĕрлех сиенли те çитĕ.

Страницы