- Чăвашла верси
- Русская версия
«Эпĕ вăй-хăват чăмакки... Çĕнететпĕр çĕре»
Пурнăç çулĕ - аслă çул. Çирĕм урлă кăшт каçнă Аркадий Айдак çĕр аллă киллĕ Чурпай çыннисене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн вырăс-чăваш уйрăмĕнче чип-чипер вĕренекен каччă кĕтмен çĕртен ВЛКСМ Чăваш обкомĕн çамрăксен пайĕн инструкторĕнче ĕçлеме тытăнать.
Яла та килсе çÿрет, пуçне каçăртмасть, пуçаруллă та сăпайлă, ватти-вĕттипе калаçать. 1961 çулта институтра куçăн мар майпа вĕренсе диплом илет те ăна партин Етĕрне райкомĕн пропагандистĕнче ĕçлеме шанаççĕ. Унтан вăл ВЛКСМ Етĕрне райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçлет. 1962 çулта А.П. Айдак «Ленинская искра» колхозри пуçламăш парторганизаци секретарĕ.
Çĕнĕ парторг урамра кирек кама тĕл пулсан та сывлăх сунса иртет. Çемье пирки ыйтса пĕлет, ăшшăн калаçать. Кашни кун клуба, шкула, лавккана кĕрсе тухать. Фермăсенче пулать, уй-хире тухать, ялан халăх хушшинче. Хăйне лăпкă тытать. Нумай вулать, çĕнĕ кĕнекесем туянать. Ытларах ялхуçалăх ыйтăвĕсемпе çырнă кĕнекесемпе кăсăкланать.
Пурăнан пурнăç пăрăнăçсăр пулмасть. Аркадий Павлович куллен кун кĕнеки çырса пырать. Акă кивĕ тетрадьрен илнĕ темиçе йĕрке:
1963 çул, майăн 15-мĕшĕ. Курăпăр-ха, шанма юрать-и сана теççĕ.
Мана шанмасан урăх кама шанмалла-ши? Эпĕ - вăй-хăват чăмакки вĕт...
Майăн 16-мĕшĕ. Эпĕ кунти ĕçсене мĕнешкел çавăрттарăттăм, анчах манăн алăсене çыхса хунă...
Декабрĕн 29-мĕшĕ. Ирхине 7 сехетренпе ĕçре. Халĕ çул - Аслă Шĕмĕртене. Унтан тÿрех Етĕрнене çитмелле. Ĕçе япăхтарнă тесе мана парткомран кăларчĕç.
Декабрĕн 30-мĕшĕ. Кайăк евĕр ирĕкре.
1964 çул, январĕн 1-2-мĕшĕ. Ĕçсĕр ларатăп.
Январĕн 3-мĕшĕ. Партком ларăвĕ. Л.П.Понятов килнĕ. Мана секретарьте хăварчĕç. Фермăсене пăхса çаврăнтăм...
Вун-вун тетрадьрен вĕтĕ те хитре почеркпа çырнă темиçе йĕрке çеç илтĕм. Мĕн тери Элменле кĕскен те тÿррĕн пĕлтерет вăл хăйĕн шухăшне, хăюллă, чăн-чăн Çеçпĕлле кăмăл-туйăм вĕрет унăн канăçсăр чĕринче!
Ашшĕнчен виçĕ уйăхра юлнă. Ăна, граждан вăрçи витĕр тухнă хĕрлĕ командира, «халăх тăшманĕ» тесе çемьерен уйăрнă. Вăл текех киле таврăнайман. Амăшĕ шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Аркадий аппăшĕпе ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкрен çутçанталăк илемĕпе, кайăксен савăк юррипе киленнĕ. Кÿршĕри юлташĕпе лаша витине çÿренĕ. Лаша çине утлантарсан, хăйне хĕрлĕ командир пекех туйнă: «Эх, урхамахăм - телейлĕ ачалăхăн савăнăç сăпки»...
Вунă класс пĕтернĕ хыççăн алла аттестат илет. Пĕрле вĕреннисенчен пĕри те тăван колхозра ĕçлеме юлмасть. Аркадий Айдак вĕренме кайма лайăхрах тумланас тесе хăйсен ялĕнче Андрей Петрович Воробьев ăстаçăпа пĕрле çулталăк хушши пĕренерен хăма çурать. Йывăр ĕç. Хăнăхать, çав тери ывăннине те чăтса ирттерет. Тепĕр çулхине çу вĕçĕнче Шупашкарти пединститута вĕренме кĕрет. Студент чухне вăл хăйĕн пулас пурнăçĕ пирки тĕплĕн шухăшлать, Етĕрне тăрăхĕнче колхоз председателĕнче ĕçлеме ĕмĕтленет.
1964 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче «Ленинская искра» колхозри уполномоченнăйсен пĕрлехи пухăвĕ пуçланать. Пухăва 230 çын хутшăнать. Кун йĕркинче виçĕ ыйту: колхоз председательне суйласси, колхоз правленийĕн йышне суйласси, колхозăн ревизи комиссине суйласси.
Кĕрлет, шавлать пуху. Калаçакансем пурте чуна ыраттаракан ыйтусем çĕклеççĕ. Гектар тухăçĕ - çичĕ-сакăр центнер тĕш тырă. Кашни ĕнерен çулталăкра сакăрçĕр килограмм сĕт суса илеççĕ. Çак кăтартусем районта чи пĕчĕккисем шутланаççĕ. Мĕнле пурăнмалла?
Пуху хытăрах та хытăрах шавлать. Пĕрисем сурчăк сирпĕтсе, аллисемпе сулкалашса ятлаçаççĕ. Теприсем шÿтлеме те хăтланаççĕ. Анчах унашкаллисене тÿрех вырăна лартаççĕ. Бригадирсем ялти колхозниксем, çемйисене тăрантарса пурăнмалăх ĕçлесе илес тесе, Самар, Саратов, Волгоград облаçĕсене кайса ĕçлени çинчен ятран асăнса ÿпкелешеççĕ. Нумайăшĕ ялсене кĕрсе тухма çул çуккишĕн тарăхать: çу каçа пылчăк типмест-çке-ха. Колхоз председателĕнче ĕçлекен Федор Яковлевич Муравьева сăмах уçма памасăр хирĕçеççĕ тата.
Пухури шăв-шав кăштах лăпланнă вăхăтра колхозри ĕçпе вăрçă ветеранĕ Василий Емельянович Руссков сăмах илет. Вăл колхоз председателĕ пулма Аркадий Айдак кандидатурине сĕнет. «Вăл пирĕн хуçалăхра колхоз председателĕнчен нумай хут ытларах ĕçлет. Пĕтĕм йĕркесĕрлĕхпе кĕрешме пултарать. Çамрăк, вăйпитти, ăслă-тăнлă», - çирĕплетет вăл. - Эпир ăна пур енчен те пулăшма сăмах паратпăр...
Пуху малтанхинчен те вăйлăрах кĕрлеме тытăнать. Сăмах калакансен сасси те илтĕнмест ĕнтĕ. Юлашкинчен сцена çинчен: «Тăхтав! Тăхтав!» - тесе пĕлтереççĕ.
- Çак пуху паянхи кунчченех куç умĕнче, - аса илет Аркадий Айдакăн юратнă мăшăрĕ Людмила Андреевна. - Ун чухне эпĕ Хучаш вăтам шкулĕнче тăххăрмĕш класра вĕренеттĕм. Каникул кунĕсенче колхозри ĕçсене хастар хутшăнаттăм. Уроксем хыççăн яла таврăнсан эпĕ те тантăшпа пĕрле клуба, колхозниксен пухăвне кайрăм.
Мĕн тери хĕрÿ калаçу кунта! Кун пирки нихçан та шутламан. Ял çыннисем пуçлăхсене пĕрин хыççăн теприне пĕçерккĕ параççĕ. Тĕлĕнмелле. Ĕçри çитменлĕхсене асăрхаман пуçлăхран ăна пăхăнакан çынсем куç умĕнчех кулаççĕ-çке. Пуçлăх ячĕ-сумĕ - ĕçе пĕлнинче. Ялхуçалăх ĕçне чăннипех хресченле юратмалла теççĕ.
Виçĕ сехете яхăн канашланă хыççăн тăхтав пулчĕ. Пăхатпăр та çамрăк парторг сцена çинче питĕ шухăшлăн уткаласа çÿрет. Унтан пĕр кĕтесе тăчĕ те пирус мăкăрлантарса ячĕ. Питĕ хумханать пулас. Эпĕ ăна унччен те, кайран та ĕмĕр тăршшĕпе туртнине урăх курман...
Чăн та, Аркадий Павлович çак самантра нихçанхинчен хытăрах, çурăлса каясла пăшăрханнă. Пухура ларакансенчен çурри ытла ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, Анат Атăл тăрăхĕпе Чулхула облаçĕнче ĕçлесе курнă çынсем те пур. Пурте тенĕ пекех хĕн-хур айĕнче асапланнă вĕсем, халĕ те нушаланаççĕ. «Тăван колхоз çĕрне тĕпрен çĕнетме мана шанмасан кама шанмалла-ха вĕсен? - клуб алăкĕнчен кĕрекен халăха тинкерет вăл. - Ĕненетĕр вĕт. Эпĕ чăннипех вăй-хăват чăмакки».
Уполномоченнăйсен пухăвĕ тепĕр кунхине - февралĕн 23-мĕшĕнче те ĕçлет. Колхоз правленийĕн йышăнăвĕпе çак кунран пуçласа Аркадий Айдак «Ленинская искра» колхоза ертсе пырать.
Ун чухне хуçалăх Тури Ачак, Анат Ачак, Яракасси тата Мăн Шĕмĕртен ялĕсене пĕрлештерсе тăнă.
1972 çулхи декабрьте хуçалăх çумне «Борец» колхоз, 1973 çулхи октябрьте «Вперед» тата «Правда» колхозсем пĕрлешеççĕ. Ку хуçалăхсенче те ĕçсен тытăмне тĕпрен çĕнетсе улăштарнă. Уй-хир цехĕнче механизациленĕ 4 бригада туса хунă. Пысăклатнă колхозăн сухалакан çĕрсем 4500 гектар ытла. Икĕ пин гектара яхăн тĕштырă йышăнать, çавăн чухлех нумай çул ÿсекен курăксем. Икĕ çул çеç иртет, ĕçсем пур çĕрте те кал-кал пулса пыма пуçлаççĕ. Колхозри кашни çемье çырмасем тăрăх 100-200 тĕп йывăç лартать. Пилĕк çул хушши çав йывăçсене тимлĕ пăхса тăрать. Вăрман лартнипе пĕрлех тайлăмсене люцерна акса çирĕплетеççĕ. Гектартан 30-40 центнертан кая мар паха утă тухать. Люцерна çуллен ăнса пулнипе колхоз выльăх-чĕрлĕх апачĕ ытлăн-çитлĕн хатĕрлет. Хуçалăхра выльăх тытакан колхозниксен çемйисем икĕ тоннăран кая мар утă пухса кĕртеççĕ. Çав шутра Аркадий Павлович та хăйне уйăрса панă лаптăк çинче килти выльăх валли утă çулса типĕтет.
Колхоз çĕрĕ çинчи пĕчĕк юханшывсен çыранĕсене те хăвасем лартса çирĕплетнĕ. Çырмасенче çăлкуçсем тапаççĕ, ăçта пăхнă унта пĕвесем çуталса выртаççĕ. Пулăçсем курăнкалаççĕ. Çамрăк вăрмансенче - пăлансем, пăшисем, хир сыснисем, мулкачсем, пурăшсем, ăсансем, тăманасем, улатаккасем, кăсăясем, хир чăххисем, инçе те мар куккук сасси илтĕнет. Тĕкĕлтурасемпе сăпсасем йышлă. Йĕри-тавра чечексем: шурри, кĕренни, хĕрли, сарри, кăвакки...
«Ленинская искра» колхозра наркăмăшлă им-çампа иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсенченех усă курмаççĕ. Гербицитсемпе тĕрлĕ препаратсене уй-хире сапасси кунта асра та çук. Аркадий Павлович Ачакпа Элешкушкăнь варринчи пĕр уйра ларакан хăрăк хурăна пире кăтартнăччĕ.
- Ку - асаилтерÿ палăкĕ, - терĕ вăл шухăшлăн. - Самолет им-çам сапнă хыççăн вăл текех çулçă çурмарĕ. Ял çыннисене çак хурăн хими мĕн патне çитернине кăтартать.
«Ленинская искра» колхоз председателĕн экологи енĕпе ĕçлекен заместителĕ Николай Сапожников сăвăç ăна халалласа «Хурăн» сăвă çырнă:
Аслă хир варринче хăрăк хурăн
Тунсăхланă, ларать пуç усса.
Туйăнать вăл мана инкек курнăн,
Хуп-хура тутăр янă уртса.
- Каласамччĕ, шурă хурăн, мĕн пулчĕ?
Мана сансăр уйра пит кичем.
Иксĕлми юратун чунри вучĕ
Тен хăтарĕ амак аллинчен.
- Çук, тăванăм, мана эс çăлаймăн,
Им-çам çирĕ çап-çамрăк пуçа.
Урасем пулмасассăн тараймăн, –
Тĕнчере халь этем вĕт хуçа.
Аслă хир варринче хăрчĕ хурăн,
Хĕрхенмесĕр кам пăхтăр ăна?
Халăхсен асĕнче ĕмĕр пурăн,
Ман чĕре варринче эс кăна.
26.06.79 ç.
Çĕнетрĕ, чечеклентерчĕ тăван колхозăн çĕрне Аркадий Павлович Айдак. Колхоз председательне те суйланчĕ, шанман çынсен шанăçне те тÿрре кăларчĕ. Курманнине курчĕ, илтменнине илтрĕ, пĕлменнине пĕлчĕ. Пĕтĕм çĕршыв умĕнче хăйĕн чаплă ятне кулленхи ырми-канми ĕçĕпе çÿле-çÿле çĕклерĕ. Вăл никĕсленĕ, ят панă «Хресчен сасси» хаçат вулакансен аллине çитсех тăрать. Пăшал йĕтри те витереймерĕ сана, мухтавлă Етĕрне чăвашĕ: чăвашлăх пурăннă, пурăнать те. Сан валли кашни хресчен чĕринче хăтлă вырăн пур!
Герман Желтухин.
Комментировать