Асилтерчĕ кивĕ сăнÿкерчĕк

18 Фев, 2015

Аслă пиччĕшĕнчен юлнă тăватă сăнÿкерчĕке час-часах тытса пăхать Марье аппа. Пĕр вĕçĕм алла илнĕрен кивелнĕ вĕсем, сарăхнă. Çапах та вĕсенчен хаклă тупра çук унăн. Сăнÿкерчĕксене пăхмассерен Иван пиччĕшне хĕрхенет. Хаяр вăрçа пула çамрăклах пуçне хунă вăл.

Виç кĕтеслĕ çырусене - тупăка

«Пичче çырăвĕсем чылайччĕ, - пуçларĕ калаçăвне Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнче пурăнакан Мария Ивановна Мухина. - Сăмаха çавăрса çырма ăстаччĕ вăл. Акă вăрçа кайнă чухне янă çырăвĕнче çапла пĕлтернĕччĕ: «Пирĕн пуйăс çĕлен пек авкаланса чашлатса пырать». Унсăр пуçне «нимĕç сыснисене куçпах куратпăр халĕ», «Миша юлташшăн тепĕр снаряд кăларса ятăм», «ман пурнăç питĕ лайăх» тесе çырнисене астăватăп. Виç кĕтеслĕ çырусене чăтăмсăр кĕтеттĕмĕр. Вĕсене пурне те пухса пыраттăмăр. Анне вилес умĕн вĕсене хăйпе пĕрле тупăка хурса яма ыйтрĕ. Ачи хăйпе пĕрле пултăр терĕ пулас. Паллах, унăн сĕнĕвĕнчен иртеймерĕмĕр. Салтак çырăвĕсене аннен пуç айне хурса ятăмăр».

Пиччĕшĕ шкулта лайăх вĕреннине пĕлтерчĕ Марье аппа. Çавна май тухтăр пулас ĕмĕтпе Питĕре медицина институтне кайнă. Экзаменсене лайăх паллăпа тытнă, анчах фашистсем хуланалла çывхарнă май çамрăка унта вĕренме пÿрмен. Малтанах Иван Пăрачкавра окоп чавнă çĕрте тăрăшнă, каярахпа вара унăн та салтак ячĕ тухнă. Сумăри артиллери училищинче пĕлÿ илнĕ хыççăн хаяр çапăçăва кĕнĕ. Йăмăкĕ каланă тăрăх - Иван Мухин 1944 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче Псков тăрăхĕнчи çапăçура вилнĕ.

«Çак ача салтака кайма юрăхлă пулсан юрласа юлнă пулăттăм тенĕ анне пичче çуралсан. Каярахпа ку сăмаха час-час аса илетчĕ вăл. Салтака кайнă чухне пичче аннене куççуль кăларттармарĕ, - терĕ Мария Ивановна. - Вилни çинчен хут илсен атте пĕрмаях тĕлĕкре çара уран куратчĕ ăна. Çавăнпах ĕнтĕ вăрçă чарăнсан атте пиччен вилтăпри çине кайса килчĕ. Ывăлĕ леш тĕнчере шăнса ан çÿретĕр тесе пĕр мăшăр чăлха чавса чикнĕ вăл çĕр ăшне. Пиччене тăванла масарта пытарнă».

Пĕр вăхăт Мухинсем Псков тăрăхĕнчи шкул ачисемпе те çыру çÿретнĕ. Вĕсем салтаксен вилтăприне пăхса тăнă.

«Пиччене çав тери хĕрхенетĕп, - малаллах сăмахларĕ кинемей. - Ырă пурнăç кураймарĕ. Малтан выçăллă-тутăллă çитĕнтĕмĕр, кайран вăрçă тухрĕ. Паянхи пурнăçпа савăнаймарĕ. Пирĕн асăмăрта вăл яланах çак сăнÿкерчĕкри пек юлнă».

 

Кил ăшши

Вĕсем улттăн çитĕннĕ. Ашшĕне, ултă теçеткерен иртнĕскерне, вăрçа илмен. Ăна вăрман касма янă. Марье çемьере иккĕмĕш ача пулнăран йывăрлăх ун çине тиеннĕ. Амăшĕ колхоз пăрăвĕсене пăхма илнĕ. Çавна май хĕрне шкула текех вĕренме яман. Тăрăшуллă хĕр каярахпа каçхи шкул пĕтернĕ. Вырăнти больницăра хуралçăра, регистратурăра, каярахпа çавăнтах санитаркăра тăрăшнă. 40 çул вăй хунă унта. Ĕçленĕ вăхăтрах йăмăкĕ-шăллĕсене вĕрентме пулăшнă. «Комсомольски шкулне çÿретчĕç вĕсем. Пĕр ачашăн çулталăкне 150 тенкĕ тÿлемеллеччĕ. Ун чухнехи укçапа ку самаяхчĕ», - куç умне кăларчĕ иртнине вăл.

Вăрçă вăхăтĕнче Канаш тăрăхне еврейсем, украинецсем чылай куçса килнине каларĕ. Чăвашсем вĕсене апат-çимĕçпе тивĕçтернине те пĕлтерчĕ. «Кÿршĕрех Украинăран килнĕ икĕ майра ачисемпе пурăнатчĕ. Вĕсене сĕт кайса параттăм. Мана вĕсем тутăр тĕрлесе паратчĕç. Çуркунне ял халăхĕпе пĕрле путвалта çĕрулми те суйлатчĕç. Вăрçă чарăнсан хăйсен тăрăхне кайрĕç. Ял-йышпа çыру та çÿретнĕ вĕсем».

Вăрçă хыççăнхи çулсем те халăхшăн йывăр килнĕ. «Больницăра выçăпа шыçăннă çынсем выртатчĕç. Койка çитменрен пĕр çемьене пĕр вырăн тивĕçетчĕ. Больницăн çĕр лаптăкĕ пысăкчĕ. 3 гектар çĕрулми лартатчĕç, тыр-пул çитĕнтеретчĕç. Çĕр ĕçне кунти ĕçченсем пурнăçлатчĕç. Пур ĕçе те алă вĕççĕн тунă. Чирлисене хамăр апат-çимĕçпе тăрантараттăмăр. Больница апачĕпе сывалатчĕç вĕсем. Çапах та пирĕн ялта выçăпа вилекенсем те пулчĕç», - пăшăрханса пĕлтерчĕ кинемей.

Марье аппа паян ывăлĕн çемйипе пурăнать. Тăхăр теçеткене çывхарать пулин те ĕçсĕр лармасть вăл. Алса-чăлха çыхать, çăм арлать. Кăмака хутса кулач, пÿремеч-кукăль пĕçерет. Мăнукĕсем каланă тăрăх - асламăшĕн кулачĕ пуринчен тутли, кăмака яшки вара чи сĕтекли. Унсăр пуçне чечек кăмăллать вăл. Калча тусах çитĕнтерет вĕсене. Унпа кÿршĕ-арша та тивĕçтерет.

Кăмăллă кинемее мăнукĕсем те юратаççĕ. Чи çемçе, чи тутлă апат-çимĕçпе хăналаççĕ ăна.

Почтальон хаçат валеçнине сăнасах ларать Мария Ивановна. «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене çырăнса илет вăл, кăсăклансах вулать. Çитменнине куçлăхсăрах. «Хресчен сассине» питĕ кăмăллатăп. Унти сĕнÿ-канашпа усă куратăп пурнăçра.рхенет. Хаяр вăрçа пула çамрăклах пуçне хунă вăл.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.