Культура çулталăкĕ юрласа-ташласа иртсе кайрĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвне çак ĕçшĕн яваплă çынсем тăвĕç-ха. Паллах, пысăк ÿсĕмсем тунине палăртĕç. Чуна ыраттаракан ыйтусем вара яланхиллех юлĕç...
Амăшĕн капиталĕнчен алла 20 пин тенкĕ параççĕ текен сас-хура çÿрет. Тĕрĕсех-и? Тĕрĕс пулсан ку ыйтупа ăçта каймалла?
Марина Степанова. Кÿкеç.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ çапла пĕлтерет:
- Хальлĕхе ниçта та каймалла мар. Амăшĕн капиталĕнчен çемье нуши валли укçа уйрассине малтан саккунпа çирĕплетмелле. Хальхи вăхăтра ку шухăш проект шайĕнче кăна-ха, ăна сÿтсе явас ĕç пырать. Саккуна йышăнсанах çакăн çинчен çийĕнчех республикăра пурăнакансене пĕлтерĕпĕр.
Юлашки уйăхсенче апат-çимĕç хакĕсем палăрмаллах пысăкланни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çак лару-тăрура влаçсем ĕç-пуçа куçран вĕçертменни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна çирĕплетес тĕллевпе-тĕр республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер тĕп хулари суту-илÿ предприятийĕсенче пулчĕ.
«Предприниматель» сăмаха словарьте «ĕç пуçаруçи, харпăр хăй укçи-тенкипе суту-илÿ е производство йĕркелекен» тесе куçарнă. Çавăнпа хăшĕ-пĕри çак сăмаха «туян та сут» шайне кăна лартнипе пĕрре те килĕшес килмест. 10-15 çул каялла çеç-ха, акă, вĕсене «спекулянт» тесе кÿрентеретчĕç. Ман шухăшпа, сăмах каличчен вĕсен çăкăрĕн тутине пĕлмелле: пылак-и вăл е йÿçĕ-и? Ытларах чухне пылаках мар çав - тăварлă. Ырлăх-пурлăха тар тăкса ĕçлемесĕр тума çук.
Чĕрĕк ĕмĕрте агропромра пысăк улшăну пулса иртрĕ. Унччен колхоз-совхоз, патшалăхăн вĕренÿ-производство хуçалăхĕсем, вăрлăх хатĕрлекен, хăмла çитĕнтерекен, ăратлă выльăх ĕрчетекен предприятийĕсем тĕпреччĕ. 1990 çулсенче тĕрлĕ харпăрлăх организацийĕсем вăй илчĕç. Ял мĕнле çулпа кайрĕ-ха?
Чăваш Республикине хĕрĕх çула яхăн ертсе пынă тĕлĕнмелле пысăк чунлă, ăслă, анлă тавракурăмлă Семен Матвеевич Ислюков çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Тăван халăхăмăрăн 20-мĕш ĕмĕрĕн историйĕнче вăл питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
- Йывăçăн чунĕ пурах тетĕп. Атту çын кăмăлне ăçтан систĕр-ха вăл? Юмана пырса ыталасан вăй кĕрсе каять. Çăка çынна лăпкăлăх кÿрет. Лаштра йăмра вара чуна лăплантарать. Ăвăспа тирек айĕнче ним çукран ăш вăркама пуçлать. Эпĕ йăмраран тĕлĕнсе пĕтерейместĕп.
Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнче çуралса халĕ те кунтах пурăнакан Вагиз Камалетдинова мĕн ачаранпах сăрă-кăранташпа çуралакан илем илĕртнĕ. Вичкĕн куçлăскер çавăн чухнех, "йывăçсем пысăккăн курăннă" вăхăтсенчех, ытти тантăшĕ асăрхаманнине сăнанă, шурă хут çине куçарнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче студентсен строитель отрячĕсем кĕрлесе кăна тăратчĕç. Самана улшăннă май çак юхăм хисепне çухатрĕ. Юлашки çулсенче, акă, студентсен ĕç отрячĕсем çинчен çĕнĕрен калаçма пуçларĕç. Апла тăк çак юхăм вуçех пĕтсе ларман? Ăна çĕнĕрен аталантарса яма пултарнă?