Улăпсен йăхĕнчен

6 Фев, 2015

Чăваш Республикине хĕрĕх çула яхăн ертсе пынă тĕлĕнмелле пысăк чунлă, ăслă, анлă тавракурăмлă Семен Матвеевич Ислюков çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Тăван халăхăмăрăн 20-мĕш ĕмĕрĕн историйĕнче вăл питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне халăх тивлетне, унăн культурине лайăхлатас, экономикине аталантарас, çынсен шăпине телейлĕрех тăвас ĕçе панă. Акă мĕншĕн ĕнтĕ Семен Матвеевич Чăваш Республикине ертсе пынă çынсен хушшинче тивĕçлипех малти вырăнта тăрать.

Çăмăл килмен унăн пурнăçри çулĕ-йĕрĕ. Саманине кура вăл Сталин вăхăтĕнчи çулсенче партин хула комитечĕн секретарĕ, Хрущев тапхăрĕнче правительство пуçлăхĕ тата парти обкомĕн секретарĕ, Брежнев тапхăрĕнче Чăваш Республикин Аслă Канашĕн председателĕ пулнă. Кирек хăçан та тăван çĕршыв умĕнчи хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă, мĕнпур йывăрлăха хăюллăн çĕнтерсе пынă, хăйĕн çутă тĕслĕхĕпе ытти çынсене хавхалантарнă.

Тутарстанти Теччĕ районĕнчи Чăваш Таяпи ялĕнче /вăл И.Я.Яковлев çуралнă Кăнна Кушкипе юнашар/ çуралнăскер, С.М.Ислюков ачаранпах чăваш хресченĕн йывăр пурнăçне, унăн хуйхи-савăнăçне лайăх пĕлсе ÿснĕ. Çапах та хăйĕн малашлăхне вăл çĕр ĕçĕпе мар, право пĕлĕвне алла илсе обществăри йĕркелĕхе çирĕп хÿтĕлес тата çирĕплетес тĕллевпе çыхăнтарнă, çавна пурнăçлас тесе Хусанти юридици институтне питĕ лайăх паллăсемпе пĕтернĕ, каярах аспирантурăран вĕренсе тухса юридици наукисен кандидачĕ пулса тăнă. Хăйĕн вăйпитти вăхăтĕнче вара Семен Матвеевичăн çак наукăна парăнса ĕçлеме те май килмен. Кунçул шăпи ăна сайра çынсене çеç тивекен пысăк та яваплă ĕç-пуç уйăрса панă. Çав ĕç-пуç вăл - пĕтĕм ăс-хакăла, пултарулăха çынсен телейлĕ пурнăçĕшĕн парасси, Чăваш Республикин экономикипе культурине малалла аталантарасси пулса тăнă. Пархатарлă çак тивĕçе С.М.Ислюков шанчăклă юлташĕсем çине таянса, кашни çĕнĕ ĕçе пуçланă чухне ун пирки тĕплĕн шухăшласа, пĕр-пĕр çĕнĕлĕх чи малтанах халăхăн кулленхи пурнăçне мĕнле лайăхлатма пултарĕ-ши тесе пур енчен те виçсе, шайлаштарса пурнăçлама тăрăшнă. Татса памалли ыйтăвĕсем вара çĕршер те пиншер пулнă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.