Архив - 12 Фев, 2015

12 Фев, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 5 (6046) № 12.02.2015

Психика тĕлĕшĕнчен сывă мар хĕрарăм 88 çулти кинемее пуртăпа каснă.

Иртнĕ çул çын пурлăхне ятарласа çунтарнă 90 тĕслĕх пулнă, вĕсенчен 22-шне çеç уçса панă.

Саша Арсентьев микрофона алăран ÿкерсен питĕ хăранă.

«Эпир аннене аса илместпĕр... Те пур вăл çĕр çинче, те çук?»

Шупашкарта пурăнакан Наташа Ростова Лев Толстой хăйĕн романĕнче ун пирки çырнă тесе шухăшланă.

Тухтăрсем кирлĕ чухлĕ канманшăн чирлĕ çынсем айăплă-им?

«Исаев Мĕтри вилнине пĕлсен тăван пиччене тепĕр хут çухатнă пек туйăнчĕ».

12 Фев, 2015

Юратнăран пурнăçа çутă тĕслĕ куратпăр

Сăваплă Валентин - юратакансен хÿтĕлевçи. Шăпах ăна сума суса уява нумай çул каяллах паллă тума тытăннă. Савнă çынна туйăмсене уçса панипе пĕрлех, паллах, Валентинпа Валентинăсене те саламлатпăр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине кăçал илме тивĕçнĕ списокра - тăватă Валентина.

12 Фев, 2015

Валентин кунĕнче качча тухма ыйтнă

Февралĕн 14-мĕшĕнче Китайра хунарсен кунĕ пулсан Болгарире хĕрлĕ эрех тăвакансем хăйсен праçникне паллă тăваççĕ. Раççейре тата ытти чылай çĕршывра вара - Çветтуй Валентин кунĕ. Юратупа романтика, чечек çыххипе шăккалат канфечĕн уявĕ.

12 Фев, 2015

Ямурсавар салтакĕ Мускаври парада та хутшăннă

«Ветеранĕ ăçта? Вырăнпах выртать-и?» - Канаш районĕнчи Ямурсаварти Спиридоновсем патне кĕнĕ май кăсăклантăм кил хуçисенчен. Мана хирĕç утакан арçын 90-ри Петр Спиридонович пулнине тавçăраймарăм та. Ÿсĕмне тата хура-шурне сахал мар тÿсме тивнине шута хурсан питĕ маттуррăн курăнать вăл.

12 Фев, 2015

Пĕр-пĕрне кураймаççĕ, кĕвĕçеççĕ...

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем кашни кун тенĕ пекех шăнкăрав сассинчен шарт сикеççĕ. Унта ырă хыпар пĕлтерессишĕн шăнкăравламаççĕ. Каллех пушар алхасать, каллех темĕн çунать... Пушарнăйсем пĕр тăхтамасăр вырăна вĕçтереççĕ. «Хĕрлĕ автан» ташшинче кашни минут, кашни çеккунт пĕлтерĕшлĕ. Унта çын пурнăçĕ те татăлма пултарать. Пушар тимсĕрлĕхе каçармасть. Ытларах чухне электроприборсене çутса хăварнине пула çулăм тухать. Анчах пĕлтĕр Чăваш Енре ятарласа чĕртсе çунтарнă тĕслĕх йышланнине палăртаççĕ йĕрке хуралçисем. Ав 2014 çулхи 9 уйăхра кунашкал 41 тĕслĕхе шута илнĕ.

12 Фев, 2015

“Эпĕ юрăç пулнăшăн атте савăнать”

Çамрăк чухне пирĕн умра пин çул! Хăшне суйлас тетĕн, çавна суйла. Пĕлсе суйланă кашни çул - телейлĕ! Профессие хамăр тĕллĕн тупма пĕлеймесен пире аслисем хăйсен ăслă та малашлăха витĕр куракан сĕнĕвĕсемпе пулăшаççĕ.

12 Фев, 2015

Куккук, тухмасть-ши сан куççуль?

Çемье алкоголизмĕ чăваш ялĕсенче те анлă сарăлчĕ. Çынсем ăс-тăнран кăларакан хаяр шĕвеке намăс-симĕсе уямасăр, вилĕмрен хăрамасăр кÿпеççĕ... Этем сăн-сăпатне çухатнă, ĕç тĕлне манса кунĕн-çĕрĕн эрех лĕрккекенсем ялсеренех пур. Çакăншăн ачасем шар курмасан ку ыйту çине куçа хупма та пулĕччĕ-и тен?

12 Фев, 2015

Татьяна Ларина, Михаил Кутузов... утаççĕ Шупашкар урамĕпе

Психологсемпе астрологсем çирĕплетнĕ тăрăх, пепкен шăпи ăна еплерех ят панинчен чылай килет. Тĕрлĕ сериал куракан ашшĕ-амăшĕ пĕр вăхăт тĕпренчĕкĕсене Кармелита, Ефросинья хучĕç. Юлашки вăхăтра ĕлĕкхи ятсем модăна кĕни куçкĕрет: урамра Лука, Матвей, Тимофей, Ульяна, Варвара, Ярослава чупса çÿреме тытăнчĕç. «Буратино» мультфильмри кăвак çÿçлĕ Мальвинăна килĕштернĕрен хĕрачасене çавнашкал ятпа çыртарма пуçларĕç. Хăюллă та патвар Добрыня Никитичсем те тупăнчĕç. Паллах, малтанах унашкаллине илтсен тĕлĕннине пытараймастăн.

12 Фев, 2015

Тухтăр канманшăн чирлисем айăплă-и?

Юрăç пулнă май хальччен халăхпа ытларах чухне концертсенче, тĕрлĕ уявра тÿрремĕн калаçнă пулсан, хальхинче мана кун-çул хăйне тепĕр енчен кăтартрĕ. Больницăра выртма тиврĕ. Çĕнĕ Шупашкарти çак больницăра виçĕм çул - Ватăсен кунне, пĕлтĕр вара унта ĕçленĕ тата ĕçлекен амăшĕсем валли илемлĕ концерт йĕркеленĕччĕ. Çак уявра чуна уçса юрлани çывăхлатрĕ пире. Чи малтанах хамăн ентеше, лор-тухтăра Генрих Федорович Артемьева чунран тав сăмахĕ калас килет. Вăл çын сывлăхĕшĕн чăннипех тăрăшать, мана та чирпе аптăранă вăхăтра самаях пулăшрĕ.

12 Фев, 2015

Пĕрремĕш редакторăн йывăр шăпи

Исаев Мĕтрин арăмĕ 23 çул тултаричченех пĕчĕк ачапа тăлăха юлнă

"Çамрăксен хаçачĕшĕн" кăçал - пĕлтерĕшлĕ çулталăк. Чăваш каччисемпе хĕрĕсем валли уйрăм кăларăм тухма тытăннăранпа 90 çул çитет. Совет влаçĕ "Çамрăк хресчен" хаçат редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă вăхăтра Вăрмар районĕнче кун çути курса терт-нушине сахал мар астивнĕ Исаев Мĕтри 20-ре кăна пулнă. Шел, чылайăшĕ ăна чăваш çыравçи, критикĕ пек кăна пĕлет, вăл вара хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче икĕ хаçатпа пĕр журнал редакторĕ те пулнă. Паянхи вулакансене манăн чăваш çамрăкĕсен пирвайхи хаçачĕн редакторĕн пултарулăхĕпе кăна мар, унăн асаплă шăпипе те паллаштарас килет.

Страницы