Комментировать

12 Фев, 2015

Юратнăран пурнăçа çутă тĕслĕ куратпăр

Сăваплă Валентин - юратакансен хÿтĕлевçи. Шăпах ăна сума суса уява нумай çул каяллах паллă тума тытăннă. Савнă çынна туйăмсене уçса панипе пĕрлех, паллах, Валентинпа Валентинăсене те саламлатпăр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине кăçал илме тивĕçнĕ списокра - тăватă Валентина. Паян сире вĕсенчен пĕринпе - ЧПУн Патăрьелти филиалĕнче экономика вăрттăнлăхĕсене тĕшмĕртекен Валентина Горбуновăпа - çывăхрах паллаштаратпăр.

Пĕрре курнипех ăсĕпе, тирпейлĕхĕпе, илемĕпе кăмăла çавăрчĕ Валентина. Хитре хĕрсем мăнкăмăллă пулаканччĕ, сарă çÿçлисен айванлăхĕ çинчен те чылай шÿт çÿрет. Çук, ку хĕр пĕртте апла мар - çирĕп йышшисенчен. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.