Татьяна Ларина, Михаил Кутузов... утаççĕ Шупашкар урамĕпе

12 Фев, 2015

Психологсемпе астрологсем çирĕплетнĕ тăрăх, пепкен шăпи ăна еплерех ят панинчен чылай килет. Тĕрлĕ сериал куракан ашшĕ-амăшĕ пĕр вăхăт тĕпренчĕкĕсене Кармелита, Ефросинья хучĕç. Юлашки вăхăтра ĕлĕкхи ятсем модăна кĕни куçкĕрет: урамра Лука, Матвей, Тимофей, Ульяна, Варвара, Ярослава чупса çÿреме тытăнчĕç. «Буратино» мультфильмри кăвак çÿçлĕ Мальвинăна килĕштернĕрен хĕрачасене çавнашкал ятпа çыртарма пуçларĕç. Хăюллă та патвар Добрыня Никитичсем те тупăнчĕç. Паллах, малтанах унашкаллине илтсен тĕлĕннине пытараймастăн. Апла-и, капла-и - мухтавлă пăхаттире халалласа хунă ят мăнаçлă çеç мар, илемлĕ те янăрать. Сăвăллă юмахри çеç мар, илемлĕ литературăри ытти произведени сăнарĕсем, тĕнчипех паллă çынсем пирĕн хушăра тата та пур. Ят еплерех пулни вĕсене пурнăçра çăмăллăх кÿрет-и? Хăйсенчен ыйтса пĕлер. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.