Пĕр-пĕрне кураймаççĕ, кĕвĕçеççĕ...

12 Фев, 2015

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем кашни кун тенĕ пекех шăнкăрав сассинчен шарт сикеççĕ. Унта ырă хыпар пĕлтерессишĕн шăнкăравламаççĕ. Каллех пушар алхасать, каллех темĕн çунать... Пушарнăйсем пĕр тăхтамасăр вырăна вĕçтереççĕ. «Хĕрлĕ автан» ташшинче кашни минут, кашни çеккунт пĕлтерĕшлĕ. Унта çын пурнăçĕ те татăлма пултарать. Пушар тимсĕрлĕхе каçармасть. Ытларах чухне электроприборсене çутса хăварнине пула çулăм тухать. Анчах пĕлтĕр Чăваш Енре ятарласа чĕртсе çунтарнă тĕслĕх йышланнине палăртаççĕ йĕрке хуралçисем. Ав 2014 çулхи 9 уйăхра кунашкал 41 тĕслĕхе шута илнĕ. Ытларахăшĕ Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пулнă. 2013 çулхи çак тапхăрта кунашкал 23 преступлени пулнă. Пĕтĕмпе пĕлтĕр ятарласа çунтарнă 90 тĕслĕх пулнă /2013 çулта - 67/. Вĕсенчен 22-шне çеç уçăмлатнă. Палăртмалла: нумай чухне хăрушă çак ĕçе ÿсĕр çын тăвать. «Хаяр» шĕвек ĕçсен тинĕс те чĕркуççи таран çеç, йĕплĕ карта карнă тĕрме те хăратмасть.

Пĕр-пĕрне курайманни, кĕвĕçни, тавăрма шухăшлани... ЧР ШĔМĕн пресс-службин инспекторĕ Ольга Павлова каланă тăрăх, шăпах çак сăлтавсене пула çурта, пурлăха çунтарса яраççĕ. Теприсем преступлени йĕрне хăварас мар тесе шăрпăк çутаççĕ. Хăшĕ-пĕри ют çын пурлăхне ятарласа тĕп тăвасшăн... Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.