Пайтаçă çăкăрĕ мĕн тути?

6 Фев, 2015

«Предприниматель» сăмаха словарьте «ĕç пуçаруçи, харпăр хăй укçи-тенкипе суту-илÿ е производство йĕркелекен» тесе куçарнă. Çавăнпа хăшĕ-пĕри çак сăмаха «туян та сут» шайне кăна лартнипе пĕрре те килĕшес килмест. 10-15 çул каялла çеç-ха, акă, вĕсене «спекулянт» тесе кÿрентеретчĕç. Ман шухăшпа, сăмах каличчен вĕсен çăкăрĕн тутине пĕлмелле: пылак-и вăл е йÿçĕ-и? Ытларах чухне пылаках мар çав - тăварлă. Ырлăх-пурлăха тар тăкса ĕçлемесĕр тума çук.

Юлашки çулсенче районти вуншар çын пайтаçă ĕçне пуçăнса пăхрĕ, анчах ăнтараймасăр, йывăрлăхсене тÿсеймесĕр алă сулчĕ. Чи пултаруллисемпе çирĕпписем çеç аталанса вăй илчĕç. Шел те, вĕсен хушшинче çĕнĕ производство йĕркелесе çынсем валли ĕç вырăнĕ тунисем ытла та сахал.

Шăмăршă районĕн администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Эльвира Жамкова пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн тăрăхра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 288 субъекчĕ шутланнă: 41 пĕчĕк предприятипе 247 уйрăм çын.

Вулакансенчен хăшĕ-пĕри фермер та усламçă пулнине пĕлмест пулĕ. Вĕсем районта утмăликкĕн. «Ĕç пуçаруçи» тени шăпах фермера пырса тивет. Унăн хуçалăхĕ ĕлĕкхи пĕчĕк колхоз пекех: çĕр ĕçĕпе те, выльăх-чĕрлĕхпе те тăрăшмалла, çĕнĕ техника туянассишĕн тапаçланмалла...

Паянхи кун пирĕн тăрăхра Олег Хрюкин, Сергей Данилов, Геннадий Макаров, Валерий Симурзин, Андрей Юнкеров, Василий Павлов, Александр Сатеев, Михаил Алексеев тата ытти те ура çине çирĕп тăчĕç. Паллах, вĕсене те çăмăл мар-ха. Тĕрĕссипе, хресчен пурнăçĕ хăçан пыл та çу пулнă?

Пĕлтĕр районта пайтаçăсен йышне 39 çын хушăннă, 26-шĕ ку ĕçе пăрахнă. Йывăр та канăçсăр ĕçе тытса пыма пурте пултараймасть çав. Уйрăмах юлашки вăхăтри кăткăсланса пыракан саманара.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассишĕн патшалăх тăрăшмасть мар. Кредит уйăрни те - витĕмлĕ пулăшу. Анчах та шел, парăмпа татăлма çăмăл мар. Çавăнпа пайтаçăсенчен чылайăшĕ кивçене кĕресшĕнех мар, хăйсен вăйне шанма тăрăшаççĕ.

Йывăрлăхĕ, кăткăслăхĕ самаях пулсан та паянхи кун районти çак тытăмра 1151 çын вăй хурать. 2014 çулхи 9 уйăхра пĕчĕк предприятисем 111,4 млн тенкĕлĕх тавар туса кăларнăччĕ, 2013 çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан ку 6,2% пысăкрах пулнă.

Иван САЛАНДАЕВ,

Шăмăршă районĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.