«Хресчен пурнăçĕ йывăр, анчах пуç усмастпăр»
Пĕр-пĕрне ăнланса, яваплăха туйса ĕçлекен специалистсен ушкăнĕ пулмасан ялхуçалăх предприятийĕн шăпи "тĕтреллĕ". "Çакна ĕнентерекен тĕслĕхсем хамăр таврара та сахал мар", - тет Вăрнар районĕнчи "Янгорчино" ЯХПК ертÿçи Геннадий Васильевич Романов. Çамрăк инженера халăх хуçалăх лавне вăхăтра туртса пыма шанман пулсан, тен, "Янгорчино" пирки те паян çавнах калама тÿр килетчĕ. Кашнинченех чăн хуçа пиçеймест. Геннадий Васильевич хуçалăха çĕршыв экономики йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ тапхăрта ?1993 çулта% ертсе пыма тытăннă. Çăмăл килмен, малтанах шикленни те пулнă-тăр.