Ашшĕпе амăшĕн тĕслĕхне ачисем те ăша хывччăр

9 Окт, 2015

Çемье династийĕ республикăри кашни ялтах пур. Ывăлĕ - ашшĕн, хĕрĕ амăшĕн пурнăç сукмакне такăрлатма кăмăл туни ăнсăртран мар. Кĕçĕннисем çывăх çыннисен ĕçĕпе, професси вăрттăнлăхĕсемпе мĕн пĕчĕкрен паллашса ÿсеççĕ кăна мар, ăсталăха çулсерен туптаса çитĕннисемпе тан вăй хума хăнăхаççĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн производствăна вырнаçма хирĕç пулмĕччĕç, анчах документ çук. Мĕн тетĕр? Кăмăлĕ юратнă ĕç патне туртăннăран пурăна-киле ăна алла илеççех вĕсем. Тăрăшуллисем ят-сумлă, пысăк опытлă специалист пулса тăраççĕ.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Н.И.Лисаев хресчен-фермер хуçалăхĕнче механизаторта вăй хуракан Георгий Судаковшăн та шăпа çавнашкал пулнă. Ашшĕ тăван хуçалăх уй-хирĕнче тырă вырсах ĕмĕрленĕ. Геннадий Семенович техникăна чунтан парăннă ывăлне хăйĕн çумĕнчен хăваламан, ури çине пуснăшăн савăннă çеç. Гера 6-мĕш класа куçнă çул вырмара ашшĕн пулăшаканĕ пулса хир карапне пăхăнтарма вăй çитернĕ. Пĕвĕпе хăйĕнчен аслăрах ÿсĕмрисемпе танах пулнăран ăна никам та ку ача 12 çулта çеç-ха теме пултарайман.

- Куратăр пулĕ, халĕ те пĕчĕк мар, - куçне тулли савăнăçпа çиçкентерсе Георгий Геннадьевич шÿтлесе ура çине тăчĕ. - Эпĕ 184 сантиметр çÿллĕш.

Килĕшетĕп: çÿллĕ çын ача чухне те пысăк пулнă ĕнтĕ.

- Питĕ шел, атте 1984 çулхи августăн 7-мĕшĕнче, ун чухне вăл 46-ра кăна пулнă-ха, чире пула пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ. Эпĕ пĕве кĕнĕччĕ ĕнтĕ, анчах вĕренсе тракторист-машинист правине илейменччĕ-ха. Апла пулин те хуçалăх ертÿçисем ирĕк панипе вырмана хам тĕллĕнех вĕçлерĕм. Вăл вăхăтра техникăна ытти механизаторпа танах пĕлеттĕм. Çитменнине, аслă классенче тракторпа çÿреме, юсама вĕрентрĕç. Занятисене юратса çÿрерĕм, - аса илчĕ иртнĕ çулсене Георгий Геннадьевич. - ДОСААФра - водителе, район центрĕнче йĕркеленĕ 3 уйăхлăх курсра механизатора вĕрентĕм. Кунта атте ача чухне панă пĕлÿ питĕ пулăшрĕ. Çар хĕсмечĕ хыççăн пĕр вăхăт автомашина çÿретрĕм, кайран трактор çине куçрăм - чунăм уй-хиршĕн тунсăхлатчĕ. Вырмара яланах штурвал умне ларнă. Хуçалăх саланса кайсан Николай Иванович фермер патĕнче ĕçлеме пуçларăм. Водитель, механизатор, экскаваторщик, слесарь-юсавçă... Кам кăна пулмарăм-ши? Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.