Мухтанмастăп, кĕвĕçместĕп, хапсăнмастăп...

9 Окт, 2015

Стас Владимиров 25 çул тăван халăха пултарулăхĕпе савăнтарать: юрлать, ташлать, сăнарсем калăплать

...Калаçнă чухне çын çапла сăнран улшăннине, чăнах калатăп, халиччен асăрхаман. Тĕрĕсмарлăх çинчен сăмах пуçарсан унăн пит-куçĕ тарăхупа тулать. Калаçу çăмхи ырри, лайăххи патне «сÿтĕлсе» çитсен сăнĕ ялтăр! çуталать. Чунри кăмăл-туйăма ирĕке çапла шăратса кăларма чăн-чăн артист кăна пултарать. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕпе Стас Владимировпа калаçнă май çак шухăш патне пырса тухрăм. Ăна «Хыпар» тĕпелне чĕнни ăнсăртран мар. Кăçалхи çул уншăн - «çавра» паллăллă çулталăк. Май уйăхĕнче артист тата юрăç 50 çулхи юбилейне уявларĕ. Çавăн пекех Стас Владимиров театр сцени çине тухнăранпа кăçал - 25 çул, эстрада авăрне кĕрсе кайнăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ.

- Ачалăх çунатлă теççĕ. Сцена пирки ача чухне ĕмĕтленнĕ-и?

- Пĕчĕк чухне пурте ĕмĕтленеççĕ. Кам врач, кам летчик, кам космонавт, кам артист пуласшăн. Эпĕ ун пекех ĕмĕтленнине астумастăп. Телевизорпа артистсене курсан питĕ ташлас-юрлас килетчĕ. Купăс калама та хам тĕллĕнех вĕреннĕ. Сăмах май, пирĕн киле купăс ăнсăртран çакланнă. Аппа /иккĕн вĕсем манăн/ çуралнă кунне паллă тума киле çамрăксене чĕннĕ. Клубран пухăнса килнĕ вĕсем, купăсне те пĕрле çаклатса килнĕ. Купăсăн пускăчне ăнсăртран çĕмĕрнĕ-ши е сывлăш кăларнă-ши? «Сирĕн патра çĕмрĕлнĕ - эсир тÿлетĕр», - тесе Ял канашĕ вăйпах ăна пире туянтарчĕ. Килте выртаканскер илĕртнĕ ĕнтĕ мана.

Шкулта вĕреннĕ чухне «Самоцветы» ушкăн йĕркелесе янăччĕ. Икĕ купăс, тăватă кашăк, бубен пулнă пирĕн... Мĕнпур юрра юрлама, ташша ташлама пултарнă. Хусканусене хамах шухăшласа тупнă. Юрăсене радиопа итлесе астуса юлаттăмччĕ. Кĕввине тÿрех тытаттăмччĕ. Мĕнле çĕнĕ юрă илтнĕ - урамра выляса юрласа ларнă.

Пирĕн вăхăтра кÿршĕ ялсене концертпа каясси йăлана кĕнĕччĕ. Ытларах хĕлле çÿренĕ, лашапа, çил-тăман витĕр... Мана шартлама сивĕсенче кĕрĕкпе, утиялпа чĕркесе улăм ăшне лартса хуратчĕç. Шăнтас мар тенĕ ĕнтĕ. Купăса çакса ярса сцена çине тухаттăмччĕ. Халĕ те пысăк çынах мар та, ун чухне пушшех пĕчĕк пулнă. Купăс тăрринчен куçсем кăна курăннă. Хам, эх, юрлаттăмччĕ. Çынсем питĕ хытă алă çупатчĕç. Те интереслĕ пулнă вĕсене, те хам кулăшла курăннă?

Пĕчĕк чухнех питĕ хăюллă пулнă эпĕ. Тĕрĕслĕх, тÿрĕлĕх йышши ăнлавсене питĕ туйнă. Çав характер паянхи куна та сыхланса юлнă. Анчах халĕ никама та ним те ĕнентермелле маррине лайăх пĕлетĕп. Çын ăнланмасть-тĕк, ăна ăнлантарма та кирлĕ мар. Кашни вак-тĕвеке шута илекен, пур-çукшăн вĕчĕрхенекен çынсем те пулаççĕ вĕт. Ман чунра кĕвĕçÿ нихăçан та пулман. Пуянлăха тата темскере нихăçан та хапсăнман.

- Артист профессине суйланăшăн аçăр-аннĕр ÿпкелешмен-и?

- Çу-у-ук! Сивлесе пĕр сăмах та каламан. Тĕрĕссипе, артист пулас шухăш, сценăна юратасси ман чунра кайран çуралнă. Драма артисчĕ пулатăп тесе пачах та шутламан. Йăлтах ăнсăртран пулса тухрĕ. 10-мĕш класс пĕтернĕ чухне питĕ вăйлă чирлерĕм. Сап-сарăччĕ, хам çине пăхма хăрушăччĕ, больницăра сипленме тиврĕ. Икĕ экзамен тытрăм, ыттисене чĕрĕке мĕнле вĕçленине кура лартса пачĕç. Шупашкара вĕренме кĕмелли экзаменсенчен те тăрса юлтăм. Хулана килтĕм те ниçта кайма аптăрарăм. Музыка училищи пирки тĕлленмен те. Шкулта «ку ачан артист пулмалла» тетчĕç-ха. Анчах «ăçта кайса мĕнле пулмаллине» никам та каламан. Хаçатра Пуканесен театрĕн пĕлтерĕвне вуларăм. Тен, çавăнта кайса пăхмалла тетĕп. Яла каялла таврăнма аван мар. Çын куçĕнчен пăхасси маншăн ют, веçех хамăн вăйпа тума юрататăп. Пукане театрне техник-радиста вырнаçрăм. Кайран рольсем пачĕç. «Свадьба в Малиновке» спектакльпе виçĕ уйăх гастрольте те пулнăччĕ.

Салтакран килсенех шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташ Ялхуçалăх академине илсе кайрĕ. Агронома вĕренме пуçларăм. Анчах чун выртманнипе-ши тепĕр виçĕ уйăхран вĕренме пăрахрăм. Агрегат заводне ĕçе вырнаçрăм. Шалу лайăх тÿлеççĕ. Анчах пĕри хушать, тепри хушать... Тин çартан килнĕ çын ахаль те приказпа пурăнса йăлăхнă. «Кунта каллех - приказ. Кун пек япала ман кăмăла каймасть-ха», - шухăшлатăп. Çур çул ĕçлерĕм çапах та унта.

Пĕррехинче троллейбусра Маргарита Турингене тĕл пултăм. «Салтакран таврăннă-çке эсĕ, - тет. - Юрлатăн, ташлатăн. Музыка училищи сан пек пултаруллă ачасене пухать». Тÿрех килĕшмерĕм-ха, турткалашрăм. Салтак хыççăн шухăшсем те улшăннă. Тата комплекс тени пур ман. Ун чухне пичче те пĕрлеччĕ, вăл та кайса пăхма сĕнчĕ.

Килĕшрĕм вара. Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине çитрĕмĕр. Шаккаттарса, юрлаттарса пăхрĕç. Педагог: «Ку ачана çухатмалла мар. Илетпĕр, ыранах документсене илсе килтĕр», - терĕ. Эпĕ халь вĕренме кĕтĕм-и? Хам илтнине хам ĕненмесĕр тухса кайрăм. Çав педагог Станислав Алексеевич Кондратьев пулнă. Ун патĕнче вĕреннисенчен чылайăшĕ - Слава Христофоров, Алина Федорова, Валера Клементьев, Костя Ефремов, Мария Еланова, эпĕ те çав шутра... - хальхи вăхăтра паллă юрăçсем пулса тăчĕç.

Музыка училищинче РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Зоя Ярдыкова актер ăсталăхне вĕрентетчĕ. Ун патне лекрĕм. Вăл мана артист çулĕ çине тăратрĕ: 1990 çулта Çамрăксен театрне çаклантăм. Зоя Дмитриевнăпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме пуçларăмăр. Педагогран нумай килет. Вăл питĕ вăйлă психологчĕ, кашнин чунне туйма пултаратчĕ. Куçран пăхсах ăшри шухăша пĕлетчĕ. Пирĕн пĕр пек енсем нумайччĕ. «Ку - ман ывăл», - тетчĕ час-часах. Вăл маншăн иккĕмĕш анне вырăнĕнчехчĕ.

- Вăхăт питĕ хăвăрт шăвать. Пĕрремĕш хут сцена çине тухнăранпа 25 çул иртрĕ. Çак тапхăрта чуна çывăх роле вылянă-и?

- Пытармастăп: Çамрăксен театрĕнче хамăн вăй-хала туллин кăтартаймарăм. Характерлă рольсене питĕ выляс килет, сăнарсем тума юрататăп. Шел, çавăн пеккисем ман алла лекеймерĕç.

Халăх кама юратать? Карчăксемпе стариксене, кулăшла сăнарсене. Музыка училищинче вĕреннĕ чухне Н.Арбанăн «Çуллахи каç» пьесинчи Старике вылянăччĕ. Ялсенче çÿреттĕмĕрччĕ. Халăх эпĕ тухасса кĕтсе тăратчĕ. Старике курма лăк! тулли карчăк пухăнатчĕ. Халăх умне çамрăк ача тухса тăрсан ĕненместчĕç, пырса тытса пăхатчĕç. Зоя Дмитриевна шÿтлесе, сăмах вылятса манпа паллаштаратчĕ. Çакă режиссер куракан патне çул тупма, çав çынсен ÿсĕмĕ валли Старике тĕрĕс выляттарма пĕлнине кăтартать.

- Апла артист шăпи режиссертан нумай килет?

- Паллах. Лайăх режиссер артиста çул кăтартать, ăста педагог пек вĕрентсе пырать. Юлашкинчен роле хăв шăратса кăларнă пекех туйăнса каять. Режиссерăн психолог та, постановщик те пулмалла. Кашнинпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пĕлмелле. Артист мĕн тума пултарнине витĕр курса тăмалла, ăшра пытаннă пултарулăхне туртса кăларма пĕлмелле. Çакна пурте пултараймаççĕ. Ун пек режиссерсем шутлă.

Хăш чухне артист хăй вăйлă та вылямасть. Пьесăра çырса пани - вылявлă сăмахсем, сăнар характерĕ, пăтăрмахлă лару-тăру - туртса кăларать ăна. Çавăн пек чухне «ку роле мана панă пулсан мĕн кăна тунă пулăттăм» текен шухăш çавăрса илет.

Манăн психологи тĕлĕшĕнчен пуян роль нумай пулнă. Хальхи куçпа пăхсан вĕсене пачах урăхла, вирлĕрех выльăттăмччĕ тесе шухăшлатăп. Тен, ун чухне режиссерсем те асăрхасах кайман. Çакă тепĕр чухне канăç памасть. Хамăн кăлтăксене аякранах куратăп. Сисĕнет вăл. Хама хам питĕ вăйлă критиклетĕп. Çавă та чăрмантарать тепĕр чухне, ал-урана çыхать. Тĕрлĕ рольте вылянă, анчах халиччен чуна çывăххи пулман-ха.

- Халăх сире артист пек мар, ытларах юрăç пек пĕлнĕн туйăнать. Эстрадăна мĕнле майпа лекрĕр?

- Тĕлĕнмеллерех пуль те, анчах паянхи кун эпĕ театрта ĕçленине пĕлмен çынсем те пур. «Шупашкарти савни» спектакльте нумай юрламаллаччĕ. Эпĕ çак ăсталăха вĕреннĕ. В.Молодцыгин хăй сцена çине тухман чухне халăх хушшинче пăхса, итлесе çÿретчĕ. Кам мĕн калаçать? Пĕррехинче хайхискер: «Ахаль артист мар, телекурав хорĕнчен чĕнсе илнĕ çын юрлать тесе калаççĕ», - тет. Те шÿтленĕ ĕнтĕ вăл, те чăнласах каланă.

Тепрехинче Типшĕм Сашук пычĕ ман пата: «Çак юрăпа сире «Ритмы Чувашии» конкурса хутшăнма сĕнесшĕн», - тет. Юррине итлеттерчĕ. Килĕшрĕ. Вăл вăхăтра çак конкурс çинчен пĕлмен те эпĕ. Хăйнеевĕрлĕ сăнар туса юрларăм. Çавăнтан пуçланчĕ манăн эстрадăри пурнăçăм.

Халăхра «Эсĕ, эсĕ» юрăпа паллă пулса кайрăм. А.Пăртта çырса панă «Ним пирки те урăх кулянмастăп» юрă вăйлă сарăлчĕ. Ялсем тăрăх чăваш эстрадине пропагандăлама тухса çÿреме пуçларăмăр. Тÿлевсĕр юрланă. Халăх йышăннипе савăннă та - пире çитнĕ. Çавăн пек пĕчĕккĕн халăхра ят сарăлса пычĕ. Хам пирки чаплă юрăç тесе каламастăп. Ахăртнех, вăтам юрăçсен шутĕнче, «ман пеккисем мăй таран».

- Сире чăваш эстрадин «шурсухалĕсен» шутне кĕртни ытлашши пулас çук. Пуян ăс-хакăлпа, тиркевлĕ куçпа пăхса хальхи вăхăтри чăваш эстардине мĕнле хак панă пулăттăр?

- Чун макăрать: савăнмаллине нимĕн те курмастăп. Хама тата хам вăхăтри ачасене те мухтас килмест. Эстрадăна пуçарса яраканни - Николай Казаков. Çырма та, туйма та пултарать. Вăл маншăн пур енĕпе те тĕслĕх. Чăваш эстрадине çĕнĕ сывлăшпа хăватлантарса янăччĕ. Интереслĕччĕ çав çулсенче, концертсене халăх йăтăнса çÿретчĕ. Ун чухне чăваш эстради аталанса кăна пыратчĕ. Шел, паянхи кун та аталансах çитеймен-ха... Çав вăхăтрах тăрăшакансем те çук мар. Пурне те пĕр шая лартмастăп. Анчах çав «сăрă ушкăн» пысăкрах, лайăххисене хăйĕн авăрне туртса илет.

Халĕ конкуренци пысăк, пурте юрлаççĕ, никам та ĕçлесшĕн мар. Юрласа лайăх укçа ĕçлесе илесшĕн. Пултарать-и, çук-и, анчах юрлать. Вăрçса каламастăп, анчах хамăрăн шая пĕлмелле.

«Стас, сана билет сутса паратăп, хăвăн концертунта юрлаттар-ха?» - тесе ыйтакансем те тупăнаççĕ. Халĕ вырăс юррисемпе сцена çине тухма хăнăхрĕç. Авторсен ятне кала хăть. Çук, «Хамăн», - теççĕ. Паллă юрăçсемех çавăн пек хăтланаççĕ. Эпĕ те икĕ-виçĕ юрă тунă ун пеккине. Анчах «манăн» тесе çÿреместĕп. Автор прависем çинчен мантăмăр. Юрăçсене сцена çине кăлариччен малтан ала витĕр суйламалла.

Эпир юрлама пуçăннă вăхăтра пире тутар юрăçисем ăмсанса тăратчĕç. Халь мĕн кăтартатпăр? Акă, ЮТВ мĕн кăна ÿкермест-ши? Ку канала Чăваш Республикинче сахалăн кураççĕ. Тутар Республикинче, ытти çĕрте вара пăхаççĕ. Вĕсен мĕнле шухăш çуралать? Çавăнтан курăнмасть-и-ха пирĕн культура шайĕ?

- Çамрăксен хушшинче шанăç пара­каннисем пур-и?

- Лайăх сасăллисем пур. Анчах хăвăрт «çăлтăрланса» каяççĕ, çавă пĕтерет. Мăнаçланса, хăпартланса çÿреççĕ. Телее, çамрăксене вĕрентекенсем те пур. Пирĕн пулман. Хамăр мĕнле шухăшланă, мĕнле курнă - çавăн пек ĕçленĕ. Телекурав нумай вĕрентет, ют çĕршыв, вырăс эстрадисенчен тĕслĕх илеççĕ. Анчах çакă 100 проценчĕпех евĕрлемеллине пĕлтермест.

Сцена çинче, эстрадăра 25 çул тытăнса тăтăм. Ыттисене те çавнах сунатăп. Нимшĕн те кулянмастăп: пушă залпа ĕçлесе курман, халăх концертсене çÿрет. Пĕлетĕп: маларах-и, каярах-и, анчах çав вăхăт чаксах пырать. Эпĕ халăха йăлăхтарма тăрăшмастăп. Мĕн юрлама пуçланăранпа çулталăкра икĕ хутчен - çуркунне тата кĕркунне - концерт лартатăп. Йăлăхтарас мар тесен яланах çĕнĕлĕх шырамалла. Тума та улăштармалла, репертуара та çĕнетмелле. Çакă çăмăлах мар. Теприсем çав самантпа усă курса юлма тăрăшаççĕ. Пуясси, укçа ĕçлесе илесси - маншăн иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнта.

- Сире ыттисенчен уйăрса тăракан тепĕр паллă пур: юрра илемлĕ ташăпа пуянлататăр...

- Манччен эстрадăра ташласа юрлаканни никамах та пулман. Ăшри туйăма хусканусемпе кăтартса: «Мана тем пек йывăр пулсан та эпĕ савăнатăп, пурăнатăп», - тесе каласшăн. Ку вăл хăйнеевĕрлĕ философи.

- Эсир хăвăр та юрăсем çыратăр. Хăш самантра çуралаççĕ вĕсем? Шутне пĕлетĕр-и?

- Пулаççĕ çавăн пек самантсем. Юрă вăл интереслĕ çуралать. Ятарласа çырас тенипе çырсассăн юрă ăнмасть. Чунран хăйне хăй тухсан аван пулать. Халăх хăш юрра килĕштерессине пĕлместĕн. Тепĕр чухне альбома тултарма кирлĕрен çыратăн, йывăррăн шутласа тупатăн ăна. Хăвна килĕшмест, халăх вара юратса пăрахать.

Кĕвĕсем пуçа пырса кĕнисем тахçанах пулнă. Малтанхи вăхăтра шутламан ун пек: кун пек çинчен. Кайран, вĕренсессĕн, нотăсем çине куçарса хам юрăсем кĕвĕлеме пуçларăм. Юрăсене шутламан.

- Театр тата эстрада. Пĕрне пĕри чăрмантармаççĕ-и?

- Чăрмантарма та пултараймасть. Юрлани кăштах ĕçре кансĕрлет-тĕр. Юрăçа унта-кунта юрлама чĕнеççĕ. Театрта вара - е репетици, е спектакль.

Эстрада мана тăрантарать. Театр нервăна пĕтерет. Шалуне 17 пин тенкĕ параççĕ. Нервăна «117» пинлĕх çиеççĕ. Кĕвĕçÿ, курайманлăх хуçаланать. Манăн эстрадăра ят пурри чылайăшне вĕчĕрхентерет. Мĕншĕн çав артистăн унта юрламалла? Пирĕн кунта лармалла? Тархасшăн, юрлăр! Сире кам чарать. Анчах ун пек каланине артисчĕсем те, пуçлăхĕсем те илтесшĕн мар. «Стас паян репетицире çук», - наччас пуçлăх патне элек çитереççĕ. Яланах ыйтса, асăрхаттарса каятăп пулин те.

Пурнăç çăмăл мар. Никамăн та. Хама шеллесе каламастăп. Йывăрлăхсем урлă каçса, аçа-çиçĕм витĕр тухса, тен, пушшех те çынсене курма, туйма, хăвăн çине айккинчен пăхма вĕренетĕн. Çав çынсене тав сăмахĕ кăна калатăп. Тĕрĕссипе, тăшман вĕрентсе пырать. Хирĕçсе, вăрçса çÿрекен çын мар эп. Хама тапăнсан пĕрре чăтатăп, тепре, нумай хут чăтма пултаратăп. Тулса тăкăнсан вара /ун пек самантсем манăн театрта пулнă/ пăхса тăмастăп - мĕн шухăшланине каласа тăкма пултаратăп.

Эстрадăра сан ят пур. Кирек ăçта кайсан та хăвна хисепленине туятăн. Театрта вара эсĕ çÿпĕ вырăнĕнче. Сана студентсенчен те, анчах ĕçлеме килнĕ артистсенчен те аяла антарса лартаççĕ. Çакнашкал лару-тăрăва чăтаймасăр манпа пĕрле ĕçленĕ С.Кувшинов, С.Григорьева, С.Павлов тухса кайрĕç. Эпĕ чăтрăм. Телее, ман хута кĕрекен çынсем те пулчĕç. Тавах вĕсене.

- Мĕн тытса тăрать вара сире çакнашкал «тамăкра»?

- Театра юратни, хăнăхни. Эпĕ театра чуна панă. Çынна пĕтерме питĕ çăмăл. Малтан мораль тĕлĕшĕнчен тĕп тумалла. Кайран вăл хăех пĕтет. Юрать, ман чун хавалĕ çирĕп. Çутçанталăк пани тата манпа юнашар Турă пур. Эпĕ яланах Турăпа калаçатăп. Çав усалсем çынна хăш вăхăтра амантсан пĕтессине аван чухлаççĕ. Эпĕ çавсене хирĕç тăма вăй çитерсе театртах юлтăм. Тата пĕр çĕртен каятăн, тепĕр çĕртен... Кун пек пĕтесси часах. Чăтмалла. Чăт, Стас, чăт теттĕмччĕ.

- Сирĕн шутпа этем пурнăçĕнчи тĕп пуянлăх мĕн?

- Тĕп пуянлăх... Сывлăх. Юнашар ырă, ăнланакан çынсем пурри. Çемье, ачасем. Атте-анне.

- Туссем нумай-и?

- Тус нумай пулма пултараймасть. Тус шыраса çÿремен эпĕ. Чи çывăххисем - шкулта пĕрле вĕреннĕ ачасем. Халĕ те пĕр-пĕринпе çыхăну татмастпăр. Кашни çул пĕрле пухăнатпăр, шыв хĕрринче кăвайт чĕртсе ларатпăр, ирчченех юрлатпăр. Кăçал пурин те юбилейсем пулчĕç. Кашнин патне кайнă.

Пĕр çынпа кăна пĕтĕм чуна уçса калаçса ларма пулать ахăртнех. Çав çын вăл - чи шанчăклă юлташ.

- Çынна телейлĕ пулма нумай кирлĕ-и?

- Çук, пач та нумай кирлĕ мар. Питĕ-питĕ йывăр вăхăтра чуна уçса яракан пĕр ырă сăмах. Çитрĕ те çынна.

- Ку таранччен мĕн туса çитереймен пек туйăнать?

- Ку ыйтăва хама хам та темиçе хутчен те панă. Ĕмĕр иртет. Сисмерĕм те, çак çула çитрĕм. Мĕн турăм эпĕ? Çынсем республикăшăн тăрăшаççĕ, истори пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тăваççĕ. Эпĕ мĕн тăватăп? Ним те туман. Тепĕр чухне хама ыйткаласа çÿрекен пек туйса илетĕп. Артист шăпи вăл çавнашкал. Билет туянатăр-и? Концерта пыраятăр-и? Хама пулăшса тăраççĕ. Эпĕ вĕсене мĕнпе пулăшатăп? Ку таранччен те çак ыйтăва хурав параймастăп. Ним те туман пулмалла эпĕ.

- 50 çул пăнчă лартмалла тенине пĕлтермест. Малалла мĕнле тĕллевсемпе пурăнатăр?

- Тĕллевĕ мĕнре пуль? Хамăн картсене уçатăп, калас мар тенине калатăп пуль ĕнтĕ. Сцена çинчен яланах хамăрăн культурăна кăтартма тăрăшатăп. Юррăм-ташшăм урлă çынсене ырă туйăм парнелес килет. Ырă кăмăллă, ăшă туйăмлă пулăр, пĕр-пĕрне юратăр, хисеплĕр тесе калас килни мана сцена çине илсе тухать. Çак профессие суйласа илнĕ пулсан ман ĕçĕн тĕллевĕ çакăнта пулмалла. Урăхла майпа çынсене мĕнпе пулăшайăп?

- Хăвăра режиссер пек тĕрĕслесе пăхас килмест-и? Ман шутпа - пултарулăх та, ăсталăх та çитессĕн туйăнать.

- Ятарлă шоусем ирттерме пуçлас шухăш пур. Театрта ĕçлеме пăрахсан. Кунашкал тĕллев ман тахçанах пулнă. Мюзикл евĕрлĕ япала лартма хатĕрленнĕччĕ. Текстăн çуррине çырса та хунăччĕ. Пĕррехинче Валя Кузнецова: «Стас, мĕнле çĕнĕ шухăшсем пур?» - тет. Каласа патăм, хайхи мюзикла сцена çине кăларма шут тытрăмăр. Артистсене пухрăмăр, хатĕрлентĕмĕр, куракан патне çитертĕмĕр! Салтак юратăвĕпе çыхăннăччĕ вăл. Тем тĕрлĕ шухăш та пуçра явăнать, анчах вĕсене пурнăçа кĕртме çăмăл мар. Пĕччен нимĕн те тăваймастăн. Юнашар пĕр шухăшлă, пайташăн çунман çынсем кирлĕ.

- Куракансене мĕн суннă пулăттăн?

- Манăн юрăсене итлекенсене, мана кăмăллакансене, кашни концерта сиктермесĕр çÿрекенсене - мĕнпур чăваш халăхне мана хисеплесе çÿлти шая çĕкленĕшĕн чĕререн тав тăватăп.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.