Çар хĕсмечĕ - пурнăç шкулĕ

9 Юпа, 2015

Çак ăнлавăн чăнлăхĕ халĕ те пĕтмен

Кĕрхи призыв пуçланчĕ: Тăван çĕршыва чунтан парăннисен, кăмăлпа çирĕпписен çĕр çинче, тинĕсре, тÿпере хăюлăхпа паттăрлăх кăтартма, халăх умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлама хатĕррисен тепĕр ăрăвĕ октябрь уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен çар ретне тăрать. Алла хăватлă хĕç-пăшал тытса çĕршыва сыхлакансен çар тумĕ тăхăнмалли тапхăр, декабрĕн 30-мĕшĕнче вĕçленет.

Хĕсмете каякансен хисепĕ хальхинче çурхи призывринчен чылай сахалрах. Ун чухне çĕршыв умĕнчи таса тивĕçне пурнăçлама çар подразделенийĕсене 1750 ентеш тухса кайнă пулсан, кĕрхинче - 1220 çамрăк. Çулталăк каялла çак вăхăтра 1970 каччă алла хĕç-пăшал тытнăччĕ. Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви пĕлтернĕ тăрăх - çара каякансен шучĕ федерацин шайĕнче те палăрмаллах чакать: 3 пин çынна яхăн.

Чăваш Республикин çар комиссариачĕн хĕсмете тăма хатĕрлекен тата çар чаçĕсене ăсатакан пайĕн ертÿçи Сергей Козюра полковник çакăн темиçе сăлтавне асăнчĕ. Пĕрремĕшĕ, тĕпри - Раççей çар доктринине виçеллĕ тума палăртнă, унпа килĕшÿллĕн контрактпа ытларах илеççĕ. Çарăн ятарлă техникин водителĕсене, кăткăс электрон оборудованипе ĕçлеме пултаракан специалистсене, çыхăнăвăн автоматизациленĕ тытăмĕсен операторĕсене - ку тата ытти хăшпĕр должноçа халĕ ятарлă çынсене çирĕплетеççĕ. Салтак вăхăтне çулталăка хăварни те, çамрăксен шутне призывран призыва чакарса пыни те çакăнпах сăлтавланать. Унччен, тĕпрен илсен, яшсен сывлăхне тĕпе хунă пулсан, халĕ унăн пĕлĕвĕ "мала тухнă".

Çакă пĕлтерĕшлĕ пулнине кă-çалхи кĕрхи призыв та ĕненмелле çирĕплетрĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта çара ăсатнисенчен 18: аслă пĕлÿллĕ пулнă, 2015 çулхи çуркуннехинче çамрăксен 20: ытла - дипломлă. Хальхинче Чăваш Ен призывникĕсен 22,3: аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн каять çара. Вĕсем хĕсметре ытларах режимлă çар чаçĕсенче /космос тата авиаци, сывлăшран тапăнассинчен хÿтĕлекен çарсенче, шывай киммисем çинче.../ çар тивĕçне пурнăçлĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.