Йывăрлăхсене пăхмасăр - çĕнтерÿ патне

Шупашкарта сусăрсен Пĕтĕм Раççейри çуллахи спартакиади пуçланчĕ

Паянхи обществăра сусăрсен спорчĕ çултан-çул вăй илсех пырать. Ăна аталантарас тĕлĕшпе пирĕн çĕршывра та сахал мар ĕç тăваççĕ. Çавна май спортсменсем те хăйсен ăсталăхĕпе тата пултарулăхĕпе тĕлĕнтерсех тăраççĕ, тĕнче шайĕнчи турнирсенче мала тухса тăван çĕршыв ят-сумне çÿле çĕклеççĕ.

Иккĕмĕш хут

Кунашкал ăмăрту çĕршывра иккĕмĕш хут кăна иртет-ха. Пĕрремĕшне тăватă çул каялла Мускав йышăннă, иккĕмĕшне ирттерме Шупашкара шанчĕç. Паллах, ахальтен мар. Сусăр спортсменсем /вĕсен йышĕнче: илтменнисем, япăх куракансем, шăмă чирĕпе аптракансем/ Чăваш Ене пĕрремĕш хут килсе курмаççĕ. Пирĕн тăрăхра кашни çул тенĕ пекех тĕрлĕ чемпионат, турнир йĕркелеççĕ. Кăçал, акă, 300 ытла çăмăл атлет «Олимпийский» стадиона Раççей чемпионатне пухăнчĕ, Çĕнĕ Шупашкарти манежра вара бадминтонçăсем çĕршывра мала тухассишĕн тупăшрĕç. Çавăн пекех эпир хамăр паттăрсемпе те мухтанатпăр: Паралимп чемпионки Елена Иванова-Свиридова, Сурдлимп маттурĕсем Иван Пакинпа Андрей Андреев, Анастасия Седовăпа Алена Соболева, Артем Карповпа Михаил Ефремов.

Çак кунсенче старт илнĕ спартакиада та чи сумлă ăмăртусен йышĕнче. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă 1600 яхăн спортсмен /14-18 çулсенчи хĕрсемпе яшсем/ икĕ эрне хушшинче /августăн 17-28-мĕшĕсем/ тĕрлĕ ăмăртура вăй виçеççĕ. Ишекенсемпе çăмăл атлетсене, теннисистсемпе дзюдоистсене, голболистсемпе бочча ăстисене уйрăмах ăнăçу сунас килет. Вĕсем - спартакиадăн тĕп геройĕсем-çке. Малалла вулас...

А.МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.