Ыйтусене татса пама пулăшĕç

17 Юпа, 2019

Халăха шывпа тивĕçтересси, газ пăрăхĕ хурасси, тасатакан сооруженисен строительстви, ачасене шкула автобуспа илсе çÿресси — çак тата ытти ыйтăва хускатрĕç паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне йышăнăва пынă çынсем. Йышăну Раççей Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче иртрĕ.

Шупашкар районĕнчи Валерий Варламов Мăнал ялĕнчи виçĕ урама шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ. Хальхи вăхăтра унта 204 çурт, тепĕр 50-шне кĕçех туса пĕтерĕç. Тимĕрçырмара шыв башни пур-ха, анчах вăл 2 ял валли пулнăран шыв пурне те çитмест, уйрăмах çуллахи тапхăрта. Михаил Игнатьев ку ыйтăва татса парас тесен проект-смета документацине тумаллине, экспертиза ирттермеллине палăртрĕ. Ĕçсене 1,5 çулта вĕçлеме май пуррине пĕлтерчĕ. Çапла вара «Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» патшалăх программине тĕпе хурса 2020 çулта — икĕ урамра, 2021 çулта виççĕмĕшĕнче пурăнакансем патне таса шыв çитĕ.

Вăрмар районĕнчи Надежда Степанова Ямпай ялĕнчи ачасен Вăрмарти шкула çуран çÿреме тивнĕшĕн пăшăрханать. Вĕсен чукун çул тата кĕпер урлă каçмалла. «Шкул автобусĕ пирĕн яла çул тăрăмĕ тивĕçтерменрен çÿреймест», — терĕ 2 ача амăшĕ. Республика Пуçлăхĕ Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Ене çĕнĕ 15 шкул автобусĕ илсе килессине каларĕ: вĕсенчен пĕри шăпах Вăрмар районĕнчи ачасене шкула илсе çÿрĕ.

Шупашкарта пурăнакан Александр Лохин хулари Хĕвеллĕ урамра пурăнакансем çурчĕсене — пĕтĕмпе 56 — паянхи кун та вутăпа хутса ăшăтнине кулянса пĕлтерчĕ. Михаил Игнатьев Хĕвеллĕ урамра газ пăрăхне хурас ĕçе тепĕр çул пуçлассине, пурте йĕркеллех пулсан çав çулах пĕтерме май пуррине пĕлтерчĕ. «Ку ыйтăва хам сăнаса тăрăп», — терĕ.

ЧР Писательсен союзĕн правленийĕн председателĕпе Лидия Филипповăпа Чăваш халăх писателĕн Анатолий Кипечĕн ыйтăвĕ çапларах пулчĕ: «Пĕрлĕхе укçа-тенкĕ енчен пулăшма çук-и?» Михаил Игнатьев общество организацийĕсен тĕрлĕ конкурса хутшăнса грантсем çĕнсе илме майсем пуррине палăртрĕ, союз та çак мелпе усă курма пултарнине каларĕ.

Йышăнăва Канаш районĕнчи Сухайкассинче пурăнакан Владислав Иванов та килнĕ. Ялта спортпа туслă çамрăк нумай. Хăйсен спорт клубĕ те пур. Сухайкассинче футбол уйĕ тунă. Халĕ унпа юнашар хальхи йышши спорт площадки тăвасшăн пулнине пĕлтерчĕ Владислав Иванов. Михаил Игнатьев Сухайкассисене пуçарулăхшăн ырларĕ, спортпа туслисене малашне те хастар пулма сĕнчĕ. «Пуçаруллă çынсене пирĕн пулăшмаллах», — терĕ.

Республика Пуçлăхĕ патне хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе 7 çын килчĕ. Михаил Игнатьев вĕсене пурне те тĕплĕ хурав пачĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас