Ывăлĕ те сцена çине туртăнать

26 Чÿк, 2015

Шкула çÿреме пуçличченех сцена çине тухнă, кăштахранах тĕрлĕ конкурса хутшăнса хăйĕн пултарулăхне кăтартнă пулин те Анна Кудряшова ÿссен тухтăра вĕренме ĕмĕтленнĕ. Çапах алла аттестат илсен шухăшне тăрук улăштарнă - И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнерпе графика факультетне кĕнĕ. Мĕн пĕчĕкренпех илемлĕ ÿкерекенскере, шкулта стена хаçачĕсене эрешленĕскере ÿнер кружокĕнче ăсталăха туптамасăрах вĕренме илнĕ. Анчах сценăна юратни ăна халăх умне тухма хĕтĕртсех тăнă - паян вăл: Аня Элпике, «Кăмăл» çемье ансамблĕн солистки, чăваш эстрада юрăçи. Хăй кăна мар, ывăлĕ Дионис та куракансен умне куллен тухать: амăшĕпе пĕрле, «Кăмăл» ансамбль йышĕнче. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.