Ют ачана çавăтса кайнă

Çак кунсенче Мускав районĕн полицине Шупашкарти пĕр ача садĕнчи виçĕ çулти хĕрача çухални пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ. Телее, ку истори йĕркеллех вĕçленнĕ. Ачана йăнăшпа пачах ют кинемей илсе кайнă, кайран ăна садике леçсе янă.
Шупашкарта пурăнакан çамрăках мар хĕрарăм ача садне хăйĕн мăнукĕн ачине илме пынă, унăн ятне каланă. Садикре ĕçлекен çав ятлă ачана, анчах урăххине, çавăтса тухнă. Япăхрах куракан кинемей ют ача пулнине асăрхаман, пĕчĕкскере тăхăнтартнă та илсе кайнă. Çакă та интереслĕ, шăпăрлан нăйкăшман, ют хĕрарăмпа пĕр хăрамасăрах тухса кайнă. Кинемей киле çитсен «мăнукне» апат çитернĕ, кайран йытăпа уçăлма кăларнă. Пĕчĕк хăна çăмламас ятне çеç «манса кайнисĕр» пуçне вăл карчăкăн халиччен те тытман косметика хумалли хатĕрĕпе те кăсăкланнă. Куçлăх тăхăннă хыççăн ватă хĕрарăм пачах урăх ачана курнă. Пенси карчăкĕ сисчĕвленсе ÿкнĕ, çийĕнчех такси тытнă та каялла ача садне вĕçтернĕ, вăл çитнĕ çĕре полици çине тăрсах «çухалнă» хĕрачана шыранă. Ачана хăраса ÿкнĕ амăшне тавăрса панă, вăл хĕрачи тупăннăран савăннипе йĕрке хуралçисене тĕрĕслеве чарма ыйтнă.
 

Елена АТАМАНОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас