Юсанă медицина учрежденине çÿремешкĕн кăмăллă

Шупашкарти хула клиника центрĕн Чернышевский урамĕнче вырнаçнă Хĕрарăмсен консультацийĕн çуртне çĕкленĕренпе хальччен пĕртте тĕпрен юсаман. Кăçал вара республика бюджетĕнчен çакăн валли ятарласа укçа-тенкĕ уйăрнă та ĕçе пикеннĕ. Чылай вăхăт юсава пула пациентсене йышăнайман медицина учрежденийĕ, халĕ ĕнтĕ самай хăтлăрах та илемлĕрех курăнаканскер, хăйĕн алăкĕсене çĕнĕрен уçрĕ.

Асăннă çуртра мĕнлерех улшăнусем пулса иртнипе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та вырăна тухса кăсăкланчĕ.

Хĕрарăмсен консультацийĕ темиçе блокран тăрать: çакă мĕн пур лаптăкпа витĕмлĕ усă курма май парать. Медицина-психологи пулăшăвĕн, администраци-хуçалăх, манипуляцисемпе кăнтăрлахи стационар пайĕсем пĕр-пĕринпе çума-çумăн вырнаçни пациентсемшĕн те меллĕ.

Раççей Президенчĕ В. Путин кăçалхи Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсенчен пĕри — ача-пăча сиплев учрежденийĕсемпе хĕрарăмсен консультацийĕсене тĕпрен юсасси. Палăртнă ĕçе Чăваш Енре пурнăçлассипе пăр вырăнтан тапраннă ĕнтĕ. Кăçал республикăра пурĕ 38 сыватмăша тĕпрен юсама палăртаççĕ.

Карина КИРГИЗОВА, 24 çулта:

— Чернышевский урамĕнчи 3-мĕш çуртра вырнаçнă хĕрарăмсен консультацине пропискăпа килĕшÿллĕн çÿретĕп. Çие юлнăранпа ман сывлăха аслă категориллĕ тухтăр Татьяна Молоствова сăнаса тăрать. Ăста гинеколог патне йышăнăва тăтăш çÿретĕп. Халĕ вара, сиплев çуртне çапла хăтлăлатнă хыççăн, кунта килме пушшех кăмăллă пулĕ. Ман кăна мар, кунта çÿрекен мĕн пур пулас амăшĕн чунĕ савăнĕ кунта кĕмессерен!

Ирина ИВАНОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас