Юратакансен тата шанчăклисен кунĕ иртнĕ

7 Утă, 2019

Шупашкар заливĕн ҫыранĕ ҫинчи Анне палӑкĕ умĕнчи лапама вырсарникун каҫ еннелле ҫынсем мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн, ачисемпе утаҫҫĕ. Ҫапла пулмасӑр - Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх уявĕ вĕт!

Пухӑннисене республика Пуҫлӑхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Вӑл иккĕленмест: ҫак уяв - пурне те пĕрлештерекен праҫник. "Пирĕн халӑх ҫемье йӑлисене яланах пысӑка хурса хакланӑ. Ҫакӑ пире ҫирĕп пулма, малалла ӑнтӑлма пулӑшать", - терĕ Михаил Васильевич.

Паллах, уяв наградӑсемпе сумлӑ. Вĕсем вара, наградӑсем, йышлӑ пулчĕҫ. Нумай ҫул пĕрле килĕштерсе пурӑнакан, ачисене лайӑх воспитани парса ҫитĕнтернĕ мӑшӑрсен пысӑк йышне "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" медаль парса чысларĕҫ. Шупашкар ветеранĕсем Александрпа Евгения Латвановсем, сӑмахран, 61 ҫул пĕрле тату пурӑнаҫҫĕ - ҫамрӑк мӑшӑрсемшĕн чӑн-чӑн тĕслĕх. Михаил Игнатьев хисеплĕ кашни мӑшӑра алӑ тытса тав турĕ.

Уява эстрада юрӑҫисем, сцена ӑстисем хӑйсен юрри-ташшипе илем кӳчĕҫ.

www.hypar.ru

Николай АНТОНОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари

Наши фотографии при награждении Главой Республики М.В.Игнатьевым отсутствуют. Просим внести поправки. Спасибо.

Асăрхаттарнăшăн тавах. "Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем" тенине пуссан фотосемпе паллашма май килĕ. Тен, çавăнта пуль эсир. 

Хисеплесе, "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен служби. 

Комментари хушас