Юнпа, чунпа çывăх халăхсем
Хальхи вăхăтра тĕнчере тĕрĕк чĕлхипе 164 миллион çын калаçать. Камсем-ха вĕсем? Турккăсем, азербайджансем, казахсем, кăркăссем, туркменсем, узбексем, каракалпаксем, уйгурсем, тутарсем, пушкăртсем, чăвашсем, кумыксем, хакассем, якутсем тата ыттисем.
Раççей патшалăх халăх пултарулăхĕн çурчĕн Раççейри халăхсен культура центрĕн, Раççей Культура министерствин пуçарăвĕпе тата Шупашкар хула администрацийĕпе ЧР Культура министерстви пулăшнипе Шупашкарта «Раççей тĕрĕкĕсем» Пĕтĕм Раççейри фестивальне ирттерме тĕв тытнă. Вăл шăпах Хула кунĕ умĕн çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче уçăлчĕ. Парксенче, урамсенче, концерт лапамĕсенче тĕрĕксен ремеслипе, наци çи-пуçĕпе, йăли- йĕркипе, кĕрешĕвĕпе паллаштара-кан хĕвел тухăç ярмăрккисем ĕçлерĕç.
Фестиваль хăнисене тĕп хулан чи илемлĕ лапамĕ те — Хĕрлĕ тÿрем — йышăнчĕ. Вăл уçăличчен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ тăванăмăрсемпе паллашас терĕмĕр. Акă Челябинск облаçĕнчи Комсомольск поселокĕнчи Мурат Муканов вырăнти казахсен «Жулдыз» /Çăлтăр/ квар-тетне илсе килнĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — вĕсен ялĕ Казахстан чиккинче вырнаçнă, унта тĕрĕк халăхĕсен фестивалĕ çулленех иртет-мĕн.
Удмурт Республикинчи Юнда ялĕнчи «Азвесь крезь» ансамбле бесермянсем çÿреççĕ. Ара, унашкал халăх тахçантанпах çук-çке теме пăхĕ хăшĕ-пĕри. Тĕрĕс, çырав вăхăтĕнче те вĕсен йышне шута илмен, анчах авалхи пăлхарсен тăхăмĕсем шутланнă халăх ачисем çĕр çинчен çухалса пĕтмен иккен-ха. Ансамбльте юрлакансем палăртнă тăрăх — вĕсен хутлăхĕнче икĕ пине яхăн бесермян пурăнать. Шкулта асăннă чĕлхене вĕрентмеççĕ, çавăнпа вĕсен çырулăхĕ упранса юлман. Культура, йăла-йĕрке аслисенчен çамрăксене сăмах вĕççĕн куçса пырать. Несĕлĕсенчен юлнă арчасенчен кăларнă, хастарсем хăйсен вăйĕпе çĕлеттернĕ çи-пуç анатри чăвашсенне аса илтерет. Тен, çавăнпа-и хăнасене малтанласа чăвашла сывлăх сунтăмăр.
Чи çывăх йăхташсем те пулчĕç фестивальте, вĕсем — Самар облаçĕнчи Исаклă районĕнчи Аслă Микушкелти Надежда Савельева ертсе пыракан «Çăл куç» пикисем. Надежда Михайловнăпа хăй вăхăтĕнче вĕсен патĕнче 2003 çулта иртнĕ Акатуйра паллашма тÿр килнĕччĕ. Хăйсем те Шупашкарта темиçе те пулнă. «Шурă Шупашкара яланах чун туртать», — терĕ вăл.
Çак кун Чăваш Ен тата ытти коллектива та — Астрахань облаçĕнчи ногай-каракашсен, Пушкăртстанри, Тутарстанри, Мордва Республикинчи тутар, Омск хулинчи тутар-пушкăрт, Калмăк Республикинчи калмăк, Липецк хулинчи тата ытти, пурĕ 11 ансамбле — йышăнчĕ. Шел, йыхрав тунă хăнасене — Кавказ тăрăхĕнчи юнпа çывăх тăвансене — кĕтсе илеймерĕмĕр.
Икĕ кун юхрĕ савăк юрă Атăл çийĕн. Вырсарникун гала-концерт иртрĕ. Унта РФ Президенчĕ çумĕнчи Нацисен хутшăнăвĕсен енĕпе ĕçлекен канашĕн президиумĕн членĕ, Раççей ăслăлăх академийĕн этнологипе антропологи институчĕн директорĕн заместителĕ Владимир Зорин, РФ Президенчĕн çумĕнчи Нацисен хутшăнăвĕсен енĕпе ĕçлекен канашĕн президиумĕн членĕ, наци ыйтăвĕсемпе çыра-кан журналистсен гильдийĕн председателĕ Маргарита Лянге, Раççей патшалăх халăх пултарулăхĕн çурчĕн Раççей халăхĕсен культурин центрĕн ертÿçи Мери Русанова, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Владимиров, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов хутшăнчĕç. Малалла вулас...
Комментари хушас