Ырă кăмăл ылтăн-кĕмĕлрен хаклăрах

25 Пуш, 2015

Чăваш АССР халăх артисчĕ, РСФСР искусство тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, К.Станиславский ячĕллĕ РСФСР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Леонид Родионов çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çавна май К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче асăну кунĕ иртрĕ.

Леонид Никанорович Самар облаçĕнчи Сергиевск районĕнчи Кивĕ Якаль ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх театр училищине пĕтернĕ хыççăн тепĕр 4 çултан А.В. Луначарский ячĕллĕ патшалăх театр искусствин институтĕнчен вĕренсе тухнă.

Чăваш театрĕн профессиллĕ режиссерĕсенчен пĕри пулнăскер классика хайлавĕсене те лартнă. Вăл тăрăшнипе А.Островскин «Айăпсăр айăплисем», «Вăрман», М. Горькин «Старик», «Мещенсем», Л. Толстойăн «Тĕттĕмлĕх тытăмĕ», Çемен Элкерĕн «Хĕн-хур айĕнче», К.Ивановăн «Нарспи», М. Шолоховăн «Уçнă çерем», Ч. Айтматовăн «Манăн хĕрлĕ тутăрлă тополь», В. Шекспирăн «Отелло», Н. Гоголĕн «Ревизор» пьесисем сцена çине тухнă. Çав вăхăтрах хăй те хайлавсем çырнă. Вăл - 5 кĕнеке авторĕ. Унсăр пуçне Леонид Родионов вунă ытла пьеса шăрçаланă. Пĕрремĕшне, «Колхоз хĕрĕсем» ятлине, Алексей Афанасьевпа пĕрле хайланă. Унăн «Юратнă хĕр», «Кăвак кÿлĕ», «Чĕре çунать, мĕн тăвас?» пьесисене куракан кăмăлланă.

Акă еплерех асăнаççĕ, хаклаççĕ ăна ĕçтешĕсем, пĕлĕш-юлташĕсем:

Вера Кузьмина, СССР халăх артистки:

- Леонид Никаноровича 1947 çултанпа пĕлетĕп. Эпир, çамрăк артистсем, ГИТИСран вĕренсе килтĕмĕр. Пире театр фойинче кĕтсе илчĕç. Пĕр рет - çамрăк артистсем, тепĕр рет театр артисчĕсем ларса тухрăмăр. Тин килнĕскерсен вăй-хăват вĕресе тăратчĕ, темĕн те тума пултарнăн туйăнатчĕ. Анчах пурнăç хăй вырăннех лартать çав. Пилĕк çул массовкăсенче çÿренĕ хыççăн çеç пĕчĕк рольсем шанса пама пуçларĕç.

Леонид Никанорович хăйĕн ĕçне питĕ тĕплĕ пурнăçлатчĕ. М. Горькин «Старик» пьесинче эпĕ хĕр рольне вылярăм. Старике Борис Алексеев калăпларĕ. Сцена çине тухсанах халăха тыткăна илетчĕ. Режиссер унпа вăйлă ĕçлерĕ. Ку пьесăпа Самар тăрăхне те çитрĕмĕр.

Хăй вăхăтĕнче мана пысăк рольсем шанса панăшăн Леонид Никаноровича тав тăватăп. Суйнине чăтма пултараймастчĕ вăл. Чунра тĕрĕслĕхшĕн çунни ăна сăнарсене тивĕçлĕ калăплама пулăшатчĕ. Халăха юратмалли пьесăсем çыратчĕ. Хам унпа юнашар ĕçленишĕн савăнатăп.

Николай Григорьев, РСФСР халăх артисчĕ:

- 1969 çулта эпĕ директор курсĕнчен вĕренсе килтĕм, театр директорĕнче вăй хума тытăнтăм. Нумаях та ĕçлеймерĕм Леонид Никанорович мана: «Николай Терентьевăн «Хумсем çырана çапаççĕ» пьесине вуланă-и? - терĕ. - Çитес çул Ленин çуралнăранпа 100 çул çитет. Çавна май сана Ленин сăнарне шанса паратăп». Эпĕ малтанах аптрарăм. Ара, вăл вăхăтра Ленин турăш вырăнĕнче пулнă-çке.

Пуçларăмăр ĕçлеме. Пурте вĕрентеççĕ, анчах ĕç каймасть. Ун чухне Ленин рольне калăплама Мускав çирĕплететчĕ. Тĕп хуларан килсе сăнÿкерчĕç, тĕрĕслерĕç. Мана тĕп роле выляма ирĕк пачĕç. Пьесăна сцена çине кăлариччен ăна Мускав комиссийĕ йышăнмалла. Килчĕç, эпир чĕтретпĕр. Йышăннине пĕлтерсен питĕ савăнтăмăр. Пьесăна куракан та хакларĕ. Çавна май преми илме тăрататпăр терĕç. Культура министерствин Мускавран ирĕк илмелле. Ятарлă комисси тĕп хуларан тепĕр хут килчĕ. Каярахпа вара К.Станиславский ячĕллĕ РСФСР Патшалăх премине илме йышăну тухрĕ. Пире пилĕк çынна Мускава чĕнсе илсе чысларĕç.

Владимир Мазанов ÿнерçĕпе питĕ килĕштерсе ĕçлетчĕ Леонид Никанорович. Çавăнпа ĕç кăтартăвĕ те палăратчĕ.

Леонид Родионов театршăн нумай тăрăшрĕ. Вăл яланах пирĕн асăмăрта юлĕ.

Нина Григорьева, РСФСР халăх артистки:

- Леонид Никанорович мана пурнăçри çула тупма пулăшрĕ. Пирĕн яла артистсем спектакльпе килнĕччĕ. Вĕсем пирĕн пата та кĕчĕç. Мана сывлăх суннă май Леонид Родионов Мускава артиста вĕренме кайма ушкăн пухнине пĕлтерчĕ. Хăй çавăнтах сасса, пултарулăха тĕрĕслерĕ, пыма хушрĕ. Анчах атте-анне хирĕç пулчĕ, мана вĕренме ямарĕ. Эпĕ колхозра ĕçлеме пуçларăм. Çу та иртрĕ, кĕркунне çитрĕ. Артиста вĕренме кайма хушма ушкăн пуçтарнине илтсен Шупашкара васкарăм. Театр таврашĕнче Леонид Никанорович тепĕр çынпа утнине асăрхарăм. Чĕнес - ятне-шывне пĕлместĕп. «Эй, эй», - терĕм аннене асаилсе. Вăл та тепĕр чухне аттене çапла чĕнетчĕ.

Калаçрăмăр, вăл мана тÿрех палласа илчĕ. Эпĕ чиперех вĕренме кĕтĕм. Мускавран килсен сăнарсем пĕчĕккĕн пухăнма пуçларĕç. Спектакльсемпе республика тулашĕсенче çÿреттĕмĕр. «Айгуль çĕршывĕ» спектакле курма Мустай Карим хăй Шупашкара килнĕччĕ. Эпĕ унта 16-17 çулти хĕр рольне калăплаттăм. Хам вара - 35-36 çултаччĕ. Пĕррехинче Леонид Никанорович мана Нарспи рольне сĕнчĕ. «Эпĕ çамрăк мар-çке», - терĕм хирĕçлесе.

Роле калăплама чылай пулăшрĕ. Ку спектакль сцена çинче нумай «пурăнчĕ». Пурнăçри çул-йĕре тупма пулăшнăшăн эпĕ ăна тав тăватăп.

Порфирий Афанасьев, Чăваш халăх поэчĕ:

- Маттур, ăслă, пултаруллă çынччĕ вăл, Леонид Никанорович. Никампа та харкашнине курман. Мăшăрĕпе Наталья Афанасьевнăпа килĕштерсе пурăнатчĕç. Пушă вăхăтра çырла-кăмпана çÿреме кăмăллатчĕç. Эпир те мăшăрпа пĕрле вĕсемпе час-часах вăрмана çÿренĕ. Вĕсен килĕнче те пĕрре мар пулнă. Вăл мартăн 8-мĕшĕнче çуралнăран малтан хĕрарăмсене чечек çыххипе саламлаттăмăр, каярахпа хамăр «хаяррине» астиветтĕмĕр.

Эпĕ Л. Леоновăн «Нашествие» пьесине куçартăм. Сцена çине вăл «Тăшман тапăнсан» ятпа тухрĕ, халăх лайăх йышăнчĕ ăна.

Леонид Никанорович писательсен пĕрлĕхĕнче драма секцине ертсе пыратчĕ. Çамрăк драматургсене ĕçе явăçтарас тĕлĕшпе тăрăшатчĕ.

Пултаруллă çынна манмалла мар. Фаина Романова ĕçне малалла тăсса ун çинчен çырмалла та çырмалла.

Валерий Яковлев, режиссер, СССР тата РСФСР халăх артисчĕ:

- Ун пурнăçĕнче çемье тата театр çеçчĕ. Наталья Афанасьевна мăшăрне упрама тăрăшатчĕ. Вăл та театра юрататчĕ.

Çĕр ĕçне кăмăллатчĕ Леонид Никанорович. Ĕç хыççăн тÿрех дачăна çул тытатчĕ. Вăл унта ĕçлесе канатчĕ. «Хура çăкăр» пьесăпа чылай ĕçлерĕм эпĕ. Ывăннине туйса Леонид Никанорович мана дача тупса пама пулчĕ. Чăн та, каярахпа тупса пачĕ.

Асăну кунне Леонид Родионовăн ывăлĕ Валерий те хутшăнчĕ. Вăл халĕ çемйипе Мускав çывăхĕнче пурăнать. Валерий Леонидович ачалăхне, ашшĕ-амăшне, хăш-пĕр артист пултарулăхне куç умне кăларчĕ. Вăл ашшĕ патне театра час-часах çÿренĕ-çке. «Килен-каян хăнана атте хăйĕн ачи пекех йышăнатчĕ», - терĕ вăл иртнине асаилсе. Ашшĕне манманшăн театр ĕçченĕсене тав турĕ.

Валентина МАКСИМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.