Йĕпреçре çĕнĕ кĕпер хывнă
Йĕпреç поселокĕнчи Кошлаушка юхан шыв урлă çĕнĕ кĕпер хывнă.
— Йывăç кĕпер юхăнсах çитнĕччĕ. Юсасан та вăхăтлăха кăна пулчĕ — юхан шыв сарăлнăран пĕренесем çырманалла куçма тытăнчĕç. Ун урлă каçса çÿреме йывăрланчĕ. Çуркунне çывхарнă май ыйту тата çивĕчленчĕ: ейÿ кĕпере юхтарса каяс хăрушлăх тухса тăчĕ. Унпа вара ачасем те, аслисем те усă кураççĕ. Сакăр урамра пурăнакансемшĕн ĕçе, шкула çитмелли чи çывăх çул вăл. Çавăнпа шыр-шур пуçланиччен çине тăрса кĕпере çĕнетрĕмĕр. Тимĕртен ăсталанăскер вырăнти бюджета 90 пин тенке кайса ларчĕ. Тирпей-илем кÿртме çынсем те хутшăнчĕç, — каласа пачĕ Йĕпреç хула тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Фадеев.
Халĕ Йĕпреçре пурăнакансем Кошлаушка юхан шыв урлă тепĕр кĕпер хывма ыйтаççĕ-мĕн. Хальхинче вара çынсем ырă пуçарăва хăйсем те хутшăнасшăн — укçа пуçтарса парасшăн.
Комментари хушас