Ял ĕçченне чысларĕç

18 Нарăс, 2016

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ĕç çыннин çулталăкне халалласа тĕрлĕ отрасльте тăрăшакансене çулталăкĕпех чыслама палăртнă. Нумаях пулмасть çак тĕллевпе тĕп хулара ĕçре çитĕнÿсемпе палăрнă зоотехниксем, дояркăсем, выльăх тухтăрĕсем пулса курчĕç.

Выльăх пăхакансем чи малтанах Шупашкарти 1-мĕш çăкăр заводĕнче пулчĕç, кунти ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Экскурси хыççăн ЧР ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа тĕл пулчĕç. Министр хастар дояркăсене сумлă ĕçшĕн тав турĕ. Çавăн пекех вăл выльăх-чĕрлĕхе аталантарасси, сĕт суса илекенсене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен сăмах хускатрĕ.

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ йĕркеленнĕренпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче 256 инвестпроект пурнăçа кĕнĕ, çав шутра сĕтлĕ выльăх ĕрчетекен хуçалăхра - 154. Паянхи кун республикăра сĕт-çу комплексĕсемпе фермăсене юсаса çĕнетес тата çĕнĕрен тăвас тĕлĕшпе 19 проект пурнăçланать.

Сĕтлĕ выльăха аталантарас тĕлĕшпе 2015 çулта патшалăх хыснинчен 123,4 млн тенкĕ укçа уйăрнă, кăçал вара - 232,4 млн тенкĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 82 процент нумайрах:

1 кг сутнă сĕтшĕн тивĕçекен субсиди виçи - 139,2 млн тенкĕ /пĕлтĕрхинчен 67 процент нумайрах/;

сĕтлĕ, ăратлă ĕне выльăх тытмашкăн субсиди - 38,9 млн тенкĕ /3 процент/;

выльăх-чĕрлĕх страхлавĕ валли субсиди - 4,5 млн тенкĕ /92 процент/.

Сергей Геннадьевич производство аталаннă май ял экономики çирĕпленнине, ял çыннин пурнăç шайĕ ÿснине палăртрĕ.

Правительство çуртĕнче чи маттур ĕçченсене патшалăх наградисемпе чысларĕç. Акă Зоя Филипповăпа /Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăх/ Людмила Киргизова /Патăрьел районĕнчи «Звезда» ЯХПК/ «Чăваш Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçрĕç, тепĕр 7 ĕçчен - ЧР Пуçлăхĕн Тав хутне.

Валентина МАКСИМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.