Вырăнти влаç бизнеса ан чăрмантартăр

25 Apr, 2017

«Муниципалитет влаçĕн бизнеса аталанма пулăшса пымалла, ăна чăрмантармалла мар», — шăпах çак шухăш тĕпре пулчĕ районсемпе хуласен тата вĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ «çавра сĕтелте».

Мероприятие уçнă май ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев бизнеспа влаç пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени муниципалитетсене çеç мар, пĕтĕм республикăна ăнăçлă аталанма май панине палăртрĕ. «Çавра сĕтеле» хутшăннисем муниципалитетсенче бизнес процедурисене çăмăллатмалли меслетсене ĕçе кĕртессипе çыхăннă «çул-йĕр карттисем» тата РФ субъекчĕсен инвестици илĕртÿлĕхне ÿстересси мĕнле пурнăçланса пынине сÿтсе яврĕç. Малалла вулас...

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.