Вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвне сÿтсе яврĕç

Паян, Раççей наука кунĕнче, Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн /РАНХиГС/ Шупашкарти филиалĕнче Пĕтĕм Раççейри X ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. «Вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвĕн хальхи чĕнĕвĕсемпе туртăмĕсем» ятпа йĕркеленĕскерне Шупашкар хулине туса хунăранпа 550 çул çитнине халалланă.

Конференцие патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсем, ученăйсемпе экспертсем, Чăваш Республикинчи, Самар тата Тюмень облаçĕсенчи, Хабаровск, Чулхула, Мускав хулисенчи аслă шкулсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Мероприятие килнисене РАНХиГСăн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Игорь Голышев Наука кунĕпе саламларĕ. Шупашкар Атăлçири çeç мар, çĕршыври чи аслă та хитре хуласенчен пĕри пулнине палăртрĕ, конференци темине ахальтен мар унăн юбилейне халалланине пĕлтерчĕ. "Эпир пурте хамăрăн юратнă хулан тата тăван кĕтесĕн патриочĕсем", - терĕ Игорь Голышев.

Конференцие хутшăнакансене Шупашкар хулин пуçлăхĕн — Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Виктор Горбунов тата хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - аппарат ертÿçи Алексей Маклыгин тухăçлă ĕçлеме ăнăçу сунчĕç.

Ăслăлăх-практика конференцийĕнче вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвĕн тĕрлĕ аспектне, регионсен тата муниципалитетсен управленине реформăлассин çулĕсене сÿтсе яврĕç. Пленарлă лару хыççăн мероприятие килнисем «Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче коррупципе кĕрешмелли политикăна пурнăçласси» тата «Шупашкар иртнĕлĕхре, халĕ тата малашлăхра» ăслăлăх-практика семинарĕсене, «Территорисен тăнăçлă аталанăвĕн финанспа экономика механизмĕсем» ятпа йĕркеленĕ «çавра сĕтел» ĕçне хутшăнчĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас