Арçын сывлăхĕн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче республикăри «Арçын сывлăхĕ: 80... тĕллев çулĕ çинче» ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав министерствин репродуктивлă сывлăх енĕпе штатра тăман специалисчĕ, Н.Лопаткин ячĕллĕ урологипе интервенци радиологийĕн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорĕ, медицина наукисен докторĕ Олег Аполихин ертсе пычĕ. Сумлă элчĕсен йышĕнче — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, сывлăх сыхлавĕн тата физкультурăпа спорт министрĕсем Владимир Викторовпа Михаил Богаратов, Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Алевтина Федорова.

Чăваш Енре 2017 çулта историре пирвайхи хут çын ĕмĕрĕн тăршшĕ вăтамран 72,73 çулпа танлашнă. Çапах та ку лăплантаракан кăтарту пулман. Сăлтавĕ — хĕрарăмсеннипе танлаштарсан арçынсен кун-çулĕ чылай кĕскереххи. Хальхи вăхăтра этемлĕхĕн вăйлă çурри вăтамран 11,4 çул сахалрах пурăнать.

Çакнашкал лару-тăрăва ырă енне улăштарас тĕллевпе республикăра «Чăваш Енре арçынсен йăх тăсас сывлăхне сыхласси тата нумай пурăнаслăхăн социаллă хастарлăхĕ» проект пуçарнă. Конференцире çĕнĕлĕхĕн малтанхи утăмĕсене тишкерчĕç. Çавăн пекех пирвайхи хут «Çамрăк мăшăр сертификатне» пачĕç. Республика Пуçлăхĕ ятарлă указпа нумаях пулмасть çирĕплетнĕ документа Шупашкарти Мăшăрлану керменĕнче паян çырăннă мăшăрсем — Квасовсен, Румянцевсен, Носовсен çемйисем — тивĕçрĕç.

www.hypar.ru

Ирина ПУШКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас