Айхи пултарулăхĕ чикĕсĕр

11 Авăн, 2019

Паян Наци библиотекинче Чăваш халăх поэтне, Раççейри тата тĕнчери сумлă наградăсен: Андрей Белый /1987/, Петрарка /1993/, Пастернак /2000/, Францири Искусствăсемпе Литература Командорĕн /1998/ премийĕсен лауреачĕ Геннадий Айхи çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланă Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх-практика конференцийĕ ĕçлерĕ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн, Наци библиотекин вăйĕпе йĕркеленĕ «Геннадий Айхин пултарулăхĕн поэзи тата культура чикки/чикĕсĕрлĕхĕ» конференцие вырăнти, Раççейри литературоведсем, поэтсем кăна мар, чикĕ леш енчи ăсчахсемпе пултарулăх çыннисем те хутшăнчĕç.

Сăмахран, конференци сумне Германири Галле хулинчи университет профессорĕ, культурологи докторĕ, поэт, литературовед Сергей Бирюков, Италири Милан хулинче пурăнакан поэт, куçаруçă Гальвани Паоло, Японири Хоккайдо университечĕн профессорĕн ятарлă пулăшуçи Гото Масанори, Германири Трир университечĕн докторанчĕ Ангелика Шмитт тĕнче шайне çĕклеме май пачĕç.

Конференцие хутшăнакансене ЧР культура министрĕн заместителĕ Елена Чернова, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Алексей Гурьев, Геннадий Айхин йăмăкĕ Ева Лисина писатель саламларĕç. Пленарлă лару хыççăн конференци секцисене пайланса ĕçлерĕ.

Тăхтав вăхăтĕнче Наци библиотекин «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче «Геннадий Айхин тĕнчи» курав уçăлчĕ. Экспозицире — ÿнер ăстисен, паллă живописецсен, скульпторсемпе графиксен, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕсен Федор Мадуровăн, Станислав Юхтарăн, Георгий Фомиряковăн, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕн Владимир Разинăн, Светланăпа Джалиль Гайнутдиновсен, Игорь Улангинăн, Николай Дронниковăн /Франци/ произведенийĕсем.

Ыран ютран килнĕ хăнасем, поэтăн çывăх тусĕсем Геннадий Айхин тăван кĕтесне — Патăрьел районĕнчи Çĕньяла — çул тытĕç.

 

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме