Вут-çулăм алхасать

Канмалли кунсенче республикăра 4 мунча çуннă.

Нарăсăн 9-мĕшĕнче кăнтăрла иртни 3 сехетре Шупашкарти Луговая урамри кирпĕчрен тунă пĕр мунча çинче хĕрлĕ автан ташлама тытăннă, çапăнмалли тата çăвăнмалли пÿлĕмсене сиен кÿнĕ. Инкек сăлтавĕ — кăмака хутнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни. Тепĕр 3 сехетрен Улатăр хулинчи пĕр хуçалăхра йывăç мунча çуннă. Çулăм маччана тата пăлтăра шал енчен сиен кÿнĕ.

Çурçĕр иртсен Шупашкар районĕнчи Лапсар ялĕнче тепĕр мунча çуннă. Малтанах палăртнă тăрăх, пушар сăлтавĕ — кăмака йĕркеллĕ ĕçлеменни. Вырсарникун каçхине вут-çулăм Шăмăршă салинчи мунча тăррине тĕп тунă. Лару-тăрăва уçăмлатас енĕпе ĕçсем пыраççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 133 хут вут-çулăм алхаснă, 7 миллион ытла тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ. 14 çын пурнăçĕ татăлнă, тепĕр 7-ĕн аманнă, 16 çынна çăлма май килнĕ.
 

Вера ШУМИЛОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас