Пушар алхаснă

2 Юпа, 2018

Чăваш Енре талăкра 4 вырăнта пушар алхаснă. Ялти çуртсем тата ГАЗель машина çуннă. Çакăн пирки Раççей МЧСĕн Чăваш Енри пресс-служби пĕлтернĕ.

Юпан 1-мĕшĕнче ирхине 6 сехет çурăра Вăрмар районĕнчи Ямпай ялĕнче 57 çулти кил хуçин йывăç çурчĕ пушара пула шалтан сиенленнĕ.

Тунтикун Канашра 2003 çулта туса кăларнă ГАЗеле вут хыпнă. Инкек кăнтăрла Канаш урамĕнчи 75-мĕш çурт умĕнче пулнă. Сăлтавĕ — электрооборудовани юсавсăр пулнинче.

Юпан 2-мĕшĕ тĕлне çĕрле Елчĕк районĕнчи Пикшикре 66 çулти çыннăн хуçалăхĕнче çулăм алхаснă. Верандăна тата пÿрт тăррине сиен кÿнĕ. Çăлавçăсен юнашар хуралтăсене инкекрен сыхласа хăварма май килнĕ. Электрооборудовани йĕркине пăхăнманнине пула çулăм тухнă тесе палăртаççĕ.

Паян ирхине 4 сехет çурăра Канашрах Нахимов урамĕнче вырнаçнă кил-çуртра та инкек хуçаланнă. Сăлтавĕ кил хуçин 43-ри ывăлĕ пирус туртнă чухне асăрхануллă пулманни тесе шухăшлаççĕ. Арçын пушарта пурнăçран уйрăлнă. 86 çулти амăшне кÿрши çăлнă. Вăл ватă çынна чÿречерен урама илсе тухма пултанă.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА.

Теги: 

Комментари хушас