Видео

Çĕнĕ Шупашкарти «Чĕкеç» шăпăрлансене йышăнма хатĕр

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Çĕнĕ Шупашкарта «Юраково» микрорайонта çĕнĕ ача сачĕ уçăлчĕ. Ку ахаль ача пахчи çеç мар, çĕнĕ çуртра аталану центрĕ те вырнаçнă. Строительсем ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçланă-и, ачасем валли садикре условисем çителĕклĕ-и? Шкул умĕнхи Çĕнĕ вĕренÿ учрежденине республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хакларĕ.

Чăваш енри коммерциллĕ мар организацисен 1-мĕш форумĕ

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Чăваш Енре коммерциллĕ мар организацисен 1 -мĕш форумĕ ĕçлеме пуçларĕ. Тĕллевĕ - граждан обществин институчĕсен, влаç оранĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен тата бизнесăн граждансен интересĕсене, вĕсен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлес тĕлĕшпе тăвакан пĕрлехи ĕç-хĕлне йĕркелесси.

Правительство ларăвĕнче малашлăх пирки калаçрĕç

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Бюджет тытăмĕнче централизациленĕ Бухгалтерисем пулмалла, сывлăхлă пулас тесен вара ачасене мĕн пĕчĕкрен спорта явăçтармалла. Çакăн пирки паян Чăваш Ен правительствин ларăвĕнче калаçрĕç. Ăна республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Çĕрпÿре хÿтĕлев дамбин строительстви вĕçленнĕ

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Халăх хуçалăхĕпе экономика объекчĕсене çурхи ейÿрен хÿтĕлес тĕллевпе Çĕрпÿ хули çывăхĕнче хÿтĕлев дамбисене тума тытăннăччĕ. Нумаях пулмасть Çавал юхан шывĕнче строительство ĕçĕсем вĕçленчĕç. Çĕнĕ объектпа Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та паллашрĕ.

Пуçламăш фермерсен программăн усси пур-и?

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Республикăра пин ытла хресчен хуçалăхĕ аталанса пырать. Чăваш хресченĕсем виççĕмĕш çул «Ĕçе пуçăнакан фермера пулăшмалли» программăпа усă кураççĕ. Патшалăх вĕсене 159 миллион тенкĕ уйăрнă. Паян Шупашкарта вĕсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç.

Нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕп юсав ĕçĕсем ирттерме укçа пухаççĕ

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Çитес çултан нумай хваттерлĕ çуртсенче - авариллĕ тесе палăртманнисенче - пурăнакансем иккĕмĕш квитанци илĕç. Пĕр тăваткал метршăн 5 тенкĕ те 20 пус тÿлесе капиталлă юсав ĕçĕсене ирттерме пухаççĕ çак укçана.

Çапла пултăр! Выпуск 29.11.2014

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Тема: «О чем поет чувашская эстрада?»

Автор проекта Татьяна Ильина приглашает телезрителей к обсуждению насущных проблем нашего общества.

Каçхи тĕл пулу. Выпуск 07.09.2013

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Мобильлĕ ача сачĕ

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Чăваш Енре ача сачĕсем тĕлĕшпе часах ыйту пуçĕпех татăлмалла - мĕн пур шăпăрлана вырăнпа тивĕçтермелле. Çавăнпа ăна хăвăрт татса пама тĕрлĕ мелсем шырама тивет.Хăш-пĕр регион опычĕпе усă курса Шупашкарта мобильлĕ ача сачĕсем йĕркелесси пирки шутлаççĕ.

Чăваш ен Наци телевиденийĕ Çĕмĕрлере

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Раççейри чи пысăк телекоммуникаци команийĕсенчен республикăри уйрăмĕ Чăваш Наци телерадиокомпанин инçекурăм хыпарĕсене халăх патне çитерме интернет каналсем уйăрса панă. Çакă Чăваш Республикинче пурăнакансене телехыпарсемпе тата телевиденин ытти программисемпе паллашма май парать.

Pages