Видео

Авариллĕ çуртçйĕртен куçармалли программа мĕнле пурнăçланать?

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе ирттерекен видеоконференцире çынсене авариллĕ çурт-йĕртен куçармалли программа мĕнле пурнăçланнине тишкерчĕç.

Çунатлă, вутлă чунлă поэт пултарулăхне пуç тайса!

«Хастарлă хыт утăмлă пулăр, çĕр-шывăн хастар ачисем. Хыт утăмлă пулăр ан юлăр, ан юлăр кун-çул уттинчен!» Çеçпĕл Мишши тăван халăх кун-çулĕнче кăварлă сăввисемпе кăна мар, тĕрĕслĕх шыракан вĕри чĕреллĕ, çивĕч чĕлхеллĕ публицист пек палăрса юлчĕ. Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 115 çул çитет. Çак куна халалласа Шупашкарти Çепĕл Мишши скверĕнче вилĕмсĕр поэтăн пултарулăхне юратакансем, хисеплекенсем савăнăçлă митинга пухăнчĕç.

Вырăс драма театрĕнче - «Кăн-кăвак юхан-шыв» спектаклĕн премьери

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Вырăс драма театрĕнче черетлĕ Премьера!. Сцена çине Борис Вахтинăн «Кăн-кăвак юхан-шыв» пьеси тăрăх лартнă çĕнĕ спектакль тухрĕ. Ăна театр коллективĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă.

Чăваш Ен символĕ - симĕс хăмла

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Çĕр-шыври регионсен симĕс символĕсене суйласа илес тĕллевпе йĕркеленĕ «Раççей аллеи» акци вĕçленчĕ. Пирĕн облаçсемпе республикăсенче пурăнакансем тăватă уйăх хушшинче хăйсен тăрăхĕсене сăнлакан паллăна интернет тата урамри ыйтăм тăрăх çирĕплетме тăрăшрĕç.

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ Шупашкарта

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Шупашкарта - Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче — митингсем иртрĕç, хĕрес йăтса утрĕç тата сцена çине çăлтăрсем тухрĕç. Календарьте вăл нумаях пулмасть хĕрлĕ Кун пулса тăчĕ. Анчах та çак уявăн историйĕ Пуян, унăн ĕмĕрĕ вăрăм.

Пĕрлĕхре пирĕн вăй!

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

«Раççей халăхĕн пĕрлехи çемйи» - çакăн пек ятпа халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче Чăваш Енре чаплă фестиваль иртрĕ. Çак кун Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикинче пурăнакан тĕрлĕ наци халăхĕн элчисем пуçтарăнчĕç.

Чăваш Ене Раççей Правительстви 165 миллион тенкĕ ытла парнелет

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Раççей Правительстви Чăваш Ене 165 миллион та 59 пин тенкĕ премипе хавхалантарма йышăннă. Республикăри влаç органĕсем тухăçлă ĕçленине çапла майпа хакланă. Пĕтĕмĕшле çĕр-шыври регионсем валли 3 миллиард та 484 миллион тенкĕлĕх грант уйăрнă.

 

Чăвашра ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 36 пин çын ĕç тупнă

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Кăçал республикăри ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 36 пин çын ĕç тупнă, ку пулăшу ыйтма килнисен 80 проценчĕ. Чăваш Ен ку кăтартупа Раççей регионĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнать. Республикăра ĕçсĕрлĕхе пĕтересси мĕнлерех пурнăçланнине

Аделина Сотникова Шупашкара килсе курасшăн

Шупашкарта иртекен «Раççей — спорт çĕршывĕ» форума спорт тытăмĕнчи тÿре-шара çеç мар, тĕнче шайĕнчи ăмăрту, олимпиада çĕнтерÿçисем, вĕсене хатĕрлекен тренерсем килсе çитĕç. Сочири Олимпиада чемпионĕ Аделина Сотникова та акă нумай çулхи тăхтав хыççăн Шупашкара килсе курма ĕмĕтленет. Кун пирки вăл пирĕн пултарулăх ушкăнне каласа пачĕ.

"Чăваш наци телевиденийĕ"

Pages