Видео

Чăваш ен Наци телевиденийĕ Çĕмĕрлере

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Раççейри чи пысăк телекоммуникаци команийĕсенчен республикăри уйрăмĕ Чăваш Наци телерадиокомпанин инçекурăм хыпарĕсене халăх патне çитерме интернет каналсем уйăрса панă. Çакă Чăваш Республикинче пурăнакансене телехыпарсемпе тата телевиденин ытти программисемпе паллашма май парать.

Чăваш Наци библиотекинче «Шкулта чăваш тĕрри вĕрентесси» кĕнекен презентацийĕ иртрĕ

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Чăваш наци библиотеки тепĕр ырă пулăмпа савăнтарчĕ. Ку хыпар халăхăмăр культура пурнăçне çĕнĕ варкăш вĕрсе кĕртме тивĕç . «Шкулта чăваш тĕрри вĕрентесси» кĕнекене Чăваш халăх ал ăсти, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Евгения Жачева тата Алина Ефимова çутта кăларнă.

«Чăваш пики — 2014» çĕнтерÿçине палăртрĕç

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Шупашкарти Яккăв Ухсайĕн культура керменĕнче суйлав иртрĕ. Патшалăх ĕçĕ валли пуçлăхĕсем суйлама пуçтарăнман халăх, Чăваш Республикин чи илемлĕ пикине палăртрĕç унта.

Светлана Асамат пултарулăх каçĕ

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Культура çулталăкĕнче черетлĕ паллă пулăм: поэт, композитор, юрăçă Светлана Асамат хăйĕн пултарулăхĕн пĕр тапхăрне пĕтĕмлетет. Çав ятпа наци библиотекинчи «Мерчен» юрă-кĕвĕ тĕпелĕнче чаплă уяв каçĕ иртрĕ. Пирĕн ĕçтешсем те чăвашсен маттур хĕрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма май тупрĕç.

Чарăну вырăнĕсем чăвашла ятне тавăрчĕç

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум умĕн Шупашкарта чарăну вырăнĕсене çĕнетсе тухнăччĕ. Шел те, юсав вăхăтĕнче автотранспорт чарăнăвĕсене чăвашла ятсемсĕр хăварнă тата вырăслисенче те йăнăшсем тукаланă. Çавна май вĕсене тепĕр хут çĕнетме тивнĕ. Халĕ тинех чарăну паллисем чăвашла тухса хăйсен вырăнне йышăнчĕç.

Вĕсем ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăмаççĕ

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Çулсерен сусăр çынсен кунне халалласа Чăваш Енре çут çанталăк кÿрентернĕ çынсен хушшинче спорт фестивалĕ иртет. Унта спортăн анлă çулĕ çине тин çеç тăнă спортсменсем те, маçтăрсем те хутшăнаççĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта «Хĕвел» хута кайрĕ

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Альтернативлă энергетикăна аталантарас ĕçе Чăваш Ен те хăйĕн тÿпине хывать. Ÿсĕмсем те çук мар - çакна хĕвел модулĕсем кăларас енĕпе тăрăшакан «Хĕвел» компани те çирĕплетет. Унăн ĕç-хĕлĕпе Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашрĕ.

Министрсен Кабинечĕ укçа ыйтăвне уçăмлатрĕ

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Кăçалхи бюджетри улшăнусене тата хыснан 2015-16-мĕш çулхи проектне йышăннă. Ăна йышăнма çăмăлах пулман, мĕншĕн тесен тĕнче экономикинче тăнăçлăх çук. Суту-илÿри эмбарго, санкцисем регионсене та пырса тиврĕç. Чăваш бюджечĕ çавна пула 500 миллион тенкĕ çухатнă.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче опера фестивалĕ вĕçленчĕ

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Шупашкарта иртекен черетлĕ опера фестивальне халăх чăтăмсăррăн кĕтсе илчĕ. Раççейри чи вăйлă саслă юрăçсем пире эрнелĕхе опереттăсен серепипе тыткăнларĕç. Сиссе те ĕлкĕреймерĕмĕр, асамлă вăхăт иртсе кайрĕ. Ĕнер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче фестиваль хăйĕн алăкĕсене хупрĕ.

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Эсир хăвăр ĕçĕрпе республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хыватăр, сăмахпа мар ĕçпе хăвăра кăтартатăр — терĕ парти хастарĕсене хавхалантарса Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» черетлĕ Форумĕнче.

Pages