Видео

«World of Tanks» вăйăра çĕнтерекенсем

Çĕршывсем хушшинче киберспорт юхăмĕ вăйлă аталанса пырать. Польшăра иккĕмĕш çул пĕтĕм тĕнчерен пухăнннă хастар çамрăксем пуçтарăнаççĕ. Компьютер вăййинче танксемпе тупăшассипе  никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлешĕвĕн ушкăнĕ мала тухнă. Унта ăмăртакансем — 7, вĕсен йышĕнче  Чăваш Ен каччи — Максим Михеев

Чăваш наци телевиденийĕ

"Хыпар" ИÇ делегацийĕ Хусанта

Мартăн 31-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай ертсе пыракан делегаци /йышра - коллективăн пысăк пайĕ, Н.В.Никольский ентешĕсем/ Тутарстан Республикин тĕп хулине çитсе килчĕ.

Чăвашра апат-çимĕç хакне тĕрĕслесех тăраççĕ

Апат-çимĕç хакĕсене ял хуçалăх министерстви пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнчен тытăнса куçран вĕçертмесĕр тĕрĕслесе тăрать. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсемпе правительство çуртĕнчи канашлура паллаштарчĕç.

«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен»

Юр — куçа савăнтарать, анчах ал-урана чăлхантарать

Тавралăха хупланă шурă кавир çула тухакансене пысăк чăрмав кÿрет. Циклон пула çавнашкал лару-тăру сиксе тухрĕ. Юр кĕрчĕсемпе паян республикăра 190 единица ытла коммуналлă ятарлă техника кĕрешет.

Чăваш наци телевиденийĕ

Шупашкарта 13 вырăнта чăрăш сутĕç

Чылайăшĕ Уяв тĕлне кил-çурта та капăрлатма тăрăшать. Паян тем тĕрлĕ искусственнăй чăрăш сутаççĕ пулин те хăшĕ-пĕри ĕлĕкхиллех вăрмантан касса килнине лартма кăмăллать. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ кăçал ăçта тата мĕн хакпа чăрăш туянма май пуррине тĕпчерĕ.

«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен»

Шупашкар хули Çĕнĕ Çула капăрланать

Çĕнĕ Çул çывхарать. Çакă кашни утăмрах сисĕнет. Лавккасемпе тĕрлĕ учрежденисене илемлетнĕ ĕнтĕ, Шупашкар урамĕсем те тĕрлĕ çутăсемпе ялкăшаççĕ. Уяв программи те пуян пуласса шантараççĕ.

«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен»

Шкулсенче-коммуналлă хуçалăх урокĕсем

Раççейре коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче «Тĕрĕс усă куракансен шкулĕ» ятпа çĕнĕ проект хута янă. Кашни регионта вăл тĕрлĕ çул-йĕрпе ĕçлĕ. Чăваш Енри шкулсенче акă коммуналлă хуçалăх темипе уроксем ирттерме пуçланă.

«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен»

5 çулта культура тытăмĕнчи грантсем валли 40 миллион тенке яхăн уйăрнă

Министрсен кабинечĕ паян виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасене çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособи виçине çирĕплетрĕ. Çитес çул вăл 16 пин çурă пулĕ, ÿсĕм 2 пин тенке яхăн. Çавăн пекех министрсем культура тытăмĕнчи юлашки пилĕк çулти улшăнусене тишкерчĕç.

«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен»

Хаксем çыртаççĕ

Экономикăра тăнăçлăх çуккине кура вĕренÿ учрежденийĕсенче апат хакĕсем ÿсмен-и? Ачасене паха çимĕçпе тивĕçтереççĕ-и? Çакна пĕлес тĕллевпе Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсем тĕп хулари ача сачĕсене тата шкулсене пăхса çаврăнчĕç.

«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен»

Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче чиркÿ çĕкленет

Тутар Республикинче Çĕпрел ялĕнче тутарсем те, вырăссем те, чăвашсем те тĕпленнĕ. Çынсем пĕр-пĕрне ăнланса пурăнсан тĕн, культура пуянланса çеç пырать. Ялта акă халĕ чиркÿ те пур.

«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен»

Pages