Видео

Информаци плакачĕсене кăларнă

Республика суйлава хатĕрленет. Сасăлав вырăнĕ мĕнле пулмаллине саккунра палăртнă.

Чăваш наци телевиденийĕ

Çул çинчи киревсĕрлĕх тата 4-мĕш гимнази

Ашшĕ-амăшĕ пĕлÿ кунне хăйсен тĕпренчĕкĕпе ирттерме тăрăшать. Анчах аслисем тепĕр чухне ыттисен умне йывăрлăхсем кăларса тăратни пирки пач шутламаççĕ тейĕн.

Чăваш наци телевиденийĕ

Хальхи истори архивĕ 80 çулта

Чăваш республикинчи чи пысăк архивсенчен пĕри 80 çул тултарчĕ. Çавна май регионсем хушшинчи ăслăлăхпа-практика конференцийĕ архив ĕçченĕсене пĕрле пуçтарчĕ. Пухăннисем çак тытăмри çĕнĕлĕхсем тата малашлăх çинчен калаçрĕç.

Чăваш наци телевиденийĕ

Ачана пăшалпа перса амантнă

Ĕнер Шупашкарта 12 çулхи арçын ачана пăшалпа пĕрсе куçне амантнă. Раççей следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн следователĕсем кĕске вăхăтра айăплă çынна тытса чарнă.

Чăваш наци телевиденийĕ

Шупашкарсем хула кунне уявларĕç

Шупашкар йĕркеленнĕренпе 546 çул çитрĕ. Вăл промышленноç, экономика хули. Тăван халăх культурине, йăла-йĕркине те кунта пурăнакасем çирĕп упраççĕ. Спортпа та туслă вĕсем. Çавăнпа шупашкарсем хула кунне те питĕ анлăн уявлаççĕ.

Чăваш наци телевиденийĕ

Чи тутлă пулă шÿрпи конкурс-курав иртрĕ

Чи лайăх шашлăк тата пулă шÿрпи курав-конкурса республикăри 10 предприятири поварсем хутшăнчĕç. Тутлăран та тутлă пулă шÿрпине тутанса пăхма феситивале хамăр республикăра пурăнакансем çеç мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă.

Чăваш наци телевиденийĕ

М. Спиридонов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă курав

Ÿкерессине ăсталăх шайне çĕкленĕ Моисей Спиридонов çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче паллă портретçăн, живописецăн, ĕлĕкхи тĕрĕсене пухаканăн, чăваш орнаменчĕн тĕпчевçин куравĕ уçăлчĕ.

Чăваш наци телевиденийĕ

Канашра пушарпа кĕрешекенсен скверне уçрĕç

Канаш хулинче халĕ пушарпа кĕрешекенсен скверĕ те пур. Ăна МЧС ветеранĕ Василий Нягинпа Александр Бараматов çăлавçă тăрăшнипе уçнă. Вĕсем иккĕшĕ те хулана пушартан сыхлас тĕлĕшпе чылай çул тăрăшнă

Чăваш наци телевиденийĕ

Шупашкарта каçхи велочупу иртрĕ

Шупашкар хула кунне халалласа тĕп хуламăрта велочупу иртрĕ. Унта 550 яхăн çын хутшăнчĕ. Вĕсем каçхи хула тăрăх 6 километр ытла тăсăлакан маршрута çăмăллăнах парăнтарчĕç.

Чăваш наци телевиденийĕ

Физкультурăпа спорта юратакансем - пурнăçа илтерсе пыракансем

Çак кунсенче Чăваш Енре Физкультура тата спорт кунне кашни районта, хулара паллă турĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ «Олимпиский» стадиона çитсе курчĕ.

Чăваш наци телевиденийĕ

Pages