Вĕренÿ эвакуацийĕ – усăллă мероприяти

Чăваш Енре хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ пырать. Унпа килĕшÿллĕн шкулсенче вĕренÿ эвакуацийĕсем, ятарлă уроксем иртеççĕ. Нумай пулмасть çакăн пек хăйне евĕрлĕ тренировка Шупашкарти 11-мĕш шкулта та пулчĕ.

Вĕренекенсемпе шкул ĕçченĕсем экстремаллă лару-тăрура хăйсене еплерех тытнине тĕрĕслеме Раççей МЧСĕн республикăри тĕп тытăмĕн Шупашкарти ĕç-пуçа тĕрĕслекен пай инспекторĕ Евгений Андреевич Ушмарин, Пĕтĕм Раççейри пушара хирĕç хăйсен ирĕкĕпе кĕрешекенсен ушкăнĕн Чăваш уйрăмĕн аслă инспекторĕ Татьяна Васильевна Дергунова килсе çитрĕç.

Пушар сигнализацийĕ янăрасан вĕрентекенсемпе ачасем пĕрин хыççăн тепри шкултан васкаса тухма тытăнчĕç. Урамра линейкăна йĕркеленсе тăнă хыççăн кашни класс ертÿçи отчет пачĕ. Шкултан миçе çын тухнине ОБЖпа физкультура учителĕ Виталий Павлович Петров ятарлă журнала çырса пычĕ. Виççĕр виçĕ çын виçĕ минут та çирĕм çеккунтра эвакуациленчĕ. Евгений Андреевич ку кăтартăва вăтам паллăпа хакларĕ.

- Пĕтĕмĕшле илсен вĕренÿ эвакуцийĕ начар мар иртрĕ. Ачасем те, учительсем те хăйсене лăпкăн тытрĕç, тивĕçлипех кăтартрĕç. Çак йышши лару-тăрура чи кирли - çухалса кайманни, - терĕ инспектор.

- Ку мероприятие вĕренекенсем кирек мĕнле инкек-синкекре хăйсене тĕрĕс тытма пĕлччĕр тесе йĕркелерĕмĕр. Вăл уйрăмах кĕçĕннисемшĕн усăллă. Вĕренÿ эвакуацийĕ пирĕн шкулта çулсеренех иртет. Унсăр пуçне МЧС музейне экскурсие çÿретпĕр, пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен те чылай калаçатпăр, - çирĕплетрĕ директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен замес-тителĕ Наталия Борисовна Васильева.

Эвакуаци вĕçленсен ачасем классене саланчĕç. Пĕрремĕш «а» тата «б» класра вĕренекенсем вара акт залĕнче пухăнчĕç. Татьяна Васильевна вĕсемпе ятарлă урок ирттерчĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен калакан тĕрлĕ сăвă, тупмалли юмах вуларĕ. Ачасем ăна кăсăклансах итлерĕç, ыйтусене те тĕрĕс хуравларĕç, конкурса хастар хутшăнса парнесем çĕнсе илчĕç. Паян вĕсем пушар тухнин сăлтавĕсене, çăлав мелĕсене, мĕнле сыхланмаллине тата нумай çĕннине пĕлчĕç, çав вăхăтрах хальччен пĕлнине те çирĕплетрĕç.

Нина ЦАРЫГИНА.

Нина ЦАРЫГИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.