«Вăрмантан кăларса ярсан артиста каятăп»

8 Чÿк, 2017

«Вут та пăрăç», — теме пулать ун пирки. Арçынсен хушшинче ĕçленĕрен пулĕ — вăл çав тери çирĕп кăмăллă. Сăмахăм вăрман хуçалăхĕнче 42 çул вăй хуракан Галина Кузнецова пирки. Нумаях пулмасть Галина Павловнăна «Раççей Федерацийĕн вăрман хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа чысланă. Маларах вăл ытти наградăна та чылай тивĕçнĕ.

Анкарти хыçĕнчи юмана пула

«Мĕншĕн вăрманçă пулнă тетĕр-и? Эпĕ Вăрнар районĕнчи Анаткас Хапăсра 8 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Атте ĕмĕрĕпех платникре ĕçленĕ, платниксен бригадирĕ пулнă. Анне колхозра вăй хунă. Пичче Иван Сĕнтĕрвăрри техникумĕнче вĕреннĕ, вăрман енĕпе тăрăшнă. Астăватăп-ха: пĕрмай аттепе çÿреттĕм. «Аттен юратнă хĕрĕ» пулнă эпĕ. Вăл купăс, баян калама ăстаччĕ. Эпĕ вара ташлаттăм, юрлаттăм. Эпир унпа Салука вăрманне мăйăра, кăмпана тăтăшах каяттăмăр. Пирĕн анкарти хыçĕнче пысăк юман ÿсетчĕ. Ăна питĕ юрататтăм. Каярахпа килтисем ăна касса çĕнĕ хапха турĕç. Анкарти хыçĕнче вĕренепе çĕмĕрт те пурччĕ. Кĕркунне-çуркунне вĕсен илемĕпе киленеттĕм. Аякранах курăнакан Йăрар тăвайкки илĕртетчĕ… Çут çанталăка, тăван тăрăха, вăрмана юратнăран шкул хыççăн Сĕнтĕрвăррине вăрманçа вĕренме кайрăм. Техникума хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн мана Йошкар-Олари вăрман институтне /халĕ университет. — Авт./ ярасшăнччĕ. Анчах аттепе аннен пенсийĕ пĕчĕкчĕ, аякра укçа-тенкĕсĕр епле пурăнăн? Пĕр ушкăнрисем Пермь облаçне каяссине пĕлтĕм те вĕсенчен юлмарăм. Унта вăрман мастерĕнче çулталăк çурă ĕçлерĕм», — калаçăва çапла пуçларĕ Галина Павловна.

Пĕчĕк кăна пÿ-силлĕ, çинçешке хĕр вăрман кастарнă, йывăç ларттарнă. Чăваш Ене килсен юлташ хĕрĕ Зина качча тухнă, Галина та Пермь облаçне тек кайман. Шупашкар лесничествине ĕçе вырнаçнă. Вăрман мастерĕнче, вăрман фондне хÿтĕлекен инженерта вăй хунă. Галина Кузнецовăн пуçарăвĕпе Шупашкар лесничествинче 963 гектар вăрман лартнă, вăрман пушарĕсен лаптăкĕ вă-тамран 0,2 гектара яхăн чакнă. 1997 çултанпа ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин вăрман фондне сыхлакан тата упракан секторта тĕп эксперт специалистра вăй хурать. «Пирĕн секторăн тĕллевĕ — вăрмана хурт-кăпшанкăран тата пушартан хÿтĕлесси. Ĕçĕ нумай. 1972 çулта — 46 пин гектар, 2010 çулта 11 пин гектар вăрман çунчĕ. Ытларах пайĕ — Атăл леш енче, Йĕпреç тăрăхĕнчи Киряра, Улатăрта вут-çулăм алхаснăччĕ. Атăл леш енчи пушар пирĕн пата Мари Республикинчен килнĕччĕ. Шурлăхлă вырăнтан каçрĕ те çÿлелле хăпарса кайрĕ. Çÿле хăпарнă пушара сÿнтерме питĕ кансĕр. Пĕрех сÿнтертĕмĕр. Вăрмана питĕ шел пулчĕ, мĕншĕн тесен унта эпĕ ларттарнă хыр лаптăкĕсем те пурччĕ. Ĕçе питĕ юрататтăм. Профессие ун пек юратма юрамасть, çемьепе те пурăнмалла. Манăн 2 ача. Шăматкун-и, вырсарникун-и — ачасене пăрахса тухса каяттăм. Çемьепе 7 çул Атăл леш енчи вăрманта, Пролетарски поселокĕнче, пурăнтăмăр. Упăшка та ĕçлетчĕ. Ачасем килте хăйсемех юлатчĕç. 1984 çулта мăшăра хваттер пачĕç те Шупашкара куçрăмăр. Техникумра вĕреннĕ чухне эпĕ культорг та пултăм. Юрлама, ташлама юрататтăм, тĕрлĕ кружока çÿреттĕм. «Галя, эсĕ вăрманта ĕçлейместĕн», — тетчĕç мана хĕр тусăмсем. Ун пек калаканнисем вăрмантан тахçанах кайнă. Халĕ эпĕ кăна вăрманта. «Вăрман-тан кăларса ярсан тÿрех артиста каятăп», — шÿтлетĕп паян. Шел те, çамрăксем хăйсем ăçта пурăннине ăнлансах пĕтереймеççĕ. Вăрмана кайсан темĕн те пăрахаççĕ, тавралăха варалаççĕ, кăвайта сÿнтермесĕр хăвараççĕ. Йывăç лартасшăн мар. Çут çанталăкран илмелле кăна мар, памалла та. «Вилсен çăтмаха каясчĕ», — теççĕ ваттисем. Эпир халĕ пурăнакан вырăн шăпах çăтмах. Чаплă вырăнта пурăнатпăр: шывĕ те, çĕрĕ те пур. Африкăра ав шывсăр нушаланаççĕ. Чăваш Республикин пĕрре виççĕмĕш пайне вăрман йышăнать», — хавхаланса калаçрĕ хисеплĕ вăрманçă.

«Çыннăн йĕп хуçăкне те илмелле мар»

— Юхан шывсем çултан-çул пĕчĕкленсе, çăл куçсем тарса пыраççĕ. Халăх çакна вăрмансем пĕтсе пынипе çыхăнтарать. Галина Павловна, калăр-ха: чăнах та çавăн пек-и?

— Тĕрĕс сăмах. Вăрман 2010 çулта тип шара пула çав тери аптăрарĕ. Ун чухне сывлăшра та, çĕр çинче те типĕччĕ. Йывăçсем нушаланчĕç. Юрать, хăрса пĕтмерĕç. Шыв пуласси йывăçсенчен килет. Шыв вăрмана хÿтĕлет, вăрман шыв парать. Вăрман пĕтсен шыв та пĕтет. Шыв пĕтсен вара пурнăç пĕтет.

Пурнăç çулне тепĕр хут суйлама май килнĕ тĕк çав çулпах утнă пулăттăр-и?

— Паллах, вăрманçах пулаттăм. Унта вăрмана юратман çын ĕçлеймест. Укçа сахал параççĕ тесе паян яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ку тытăмра вăй хурасшăн мар. «Сахалли те çитет, нумаййи те пĕтет», — теессĕм килет манăн вĕсене. «Çын япали йытă каяшĕнчен те шăршлă, йĕп хуçăкне те илмелле мар», — тетчĕ пире анне. Вăрмантан эпĕ çак тарана çитсе йĕп хуçăкне те илмен. Сунарçăсемпе браконьерсене сивлетĕп. Атăл леш енче Варламовка текен вырăн пур. Слетсене пурте çавăнта ирттересшĕн. «Тархасшăн, урăх вырăн тупăр», — тетĕп яланах. Вĕçĕм таптанăран вăрман типсе пырать. Пĕр гектар çинче 8 çынран ытла пулмалла мар. 8 çын вăрмана сиен кÿмест. Слетсене вара нумай-нумай çын хутшăнать.

— Хăш йывăçа ытларах юрататăр?

— Пихтăна кăмăллатăп. Анчах кунта ÿсмест вăл, Мари енче кăшт пур. Хурăна юрататăп. Çуркунне çĕр типсен хурăнсем венчет кĕпи тăхăннă пикесем пек шап-шурă лараççĕ. Вĕсем çине пăхсан чун савăнать. Эпир пĕчĕк пÿлĕмсенче ларса çут çанталăкран уйрăлса каятпăр. Этемĕн вара яланах çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнмалла. Эпир — чĕрĕ çут çанталăкăн турачĕсем. Пĕлетĕп: вăй пĕтсен юмана ыталамалла, чирлесен ăвăс айне тăмалла. Вăл амака туртса илет. Хăть те мĕнле вăрман та — çулçăллă-и, лăсăллă-и — хăйне май илемлĕ. Кашни йывăçăн хăйĕн ĕлккенлĕхĕ пур. Тĕрĕссипе, ытларах хăшне юратнине калама та çук. Анчах астăвăр: чăрăша пÿрт çумне лартмалла мар. Литературăра «хура вăрман» тени пур. Чăрăш вăрманĕ аякран хура курăнать. Халĕ эпир Чăваш Енре лиственница ÿстеретпĕр. Çав тери çирĕп йывăç вăл. Юпасене унран тумалла. Хăшĕсем кедр та ÿстересшĕн. Анчах вăл хăйăрлă çĕре юратать. Çанталăкĕ те урăхларах кирлĕ ăна. Пирĕн патра мăйăрĕ пулсах çитĕ-ши унăн? Ăна эпир хыр çине сыпса ÿстерсе пăхрăмăр. Пĕр вăхăт çитĕнсен турачĕ йывăра тÿсеймесĕр хуçăлса ÿкетчĕ. Хырăн лăсси — икĕ, кедăрăн пилĕк йĕплĕ.

«Юман – пирĕн вăрманăн дворянĕ»

Юлашки вăхăтра юман пĕтсе пырать. Юманлăха упраса хăварма мĕн тăватăр?

— Шел те, юман ĕмĕрĕ пĕтсе пырать. Питĕ пĕтерес килмест ăна. Промышленноç аталанни, атмосфера таса мар пулни çирĕп йывăçа та шар кăтартрĕ. Юман — патриарх, пирĕн вăрмансен дворянĕ. Дворянсем япăх условисенче пурăнаймаççĕ. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи юмансем чи япăххисем. Хăй вăхăтĕнче «Химпром» наркăмăшĕ Сĕнтĕрвăрри юманлăхне йăлтах сиенленĕ. Йывăçсен те иммун тытăмĕ пур. Вăл хавшасан йывăçа чир-чĕр çулăхать, хурт-кăпшанкă ерет. Анчах юман хăй те пурăнасшăн. Унăн «çывăракан» папкасем пур. Хурт-кăпшанкă малтанхи çулçăсене çисе ярсан çĕннисем тухаççĕ. Кайранхисене çиеймеççĕ вĕсем, вăхăчĕ иртет. Сывă юмансен йĕкелĕсене пухатпăр та питомниксенче ÿстеретпĕр. Унтан куçарса лартатпăр. Вăтам Атăл тăрăхĕнчи юманлăха аталантарма тăрă-шатпăр. Ку енĕпе çармăссем те ĕçлеççĕ. Юмансем пирĕн патра анчах пĕтмеççĕ. Раççейĕпех лару-тăру çавăн пек. Вунă çул каялла юмана упраса хăварас енĕпе Чăваш Енре семинар йĕркеленĕччĕ. «Сирĕн юманлăх аптăрамасть-ха», — тенĕччĕ ун чухне пире хăнасем. «Чăваш Ен юманлăхĕ» кĕнеке те кăларнă эпĕ. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.