Вăрçă та хуçайман

15 Юпа, 2014

Вăл çырнă кĕнекесем паян та халăхпа пурăнаççĕ.   Василий Алентей 1919 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерте нумай ачаллă чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ялти, Мăнçырмари шкулсенчен вĕренсе тухсан пĕр вăхăт ял канашĕн секретарĕ пулнă, унтан ăна районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине ĕçлеме илнĕ.

1939 çулта Хĕрлĕ çара кайнă. Çĕр-шыври мирлĕ пурнăçа кĕтмен çĕртен нимĕç фашисчĕсем вăрçăпа тапăнса кĕрсе татнă. Çав вăхăтра Василий Алентей Эстони чиккинче çар службинче тăнă. Малтанхи кунсенчех Нарва хули çывăхĕнчи, Луга шывĕ патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă. Унăн отрядĕнчи разведчиксем фашистсемпе паттăррăн çапăçнă, тăшманăн çĕр-çĕр салтакне тĕп тунă, «чĕлхе» тытма та пĕрре мар кайма тивнĕ.

Пĕр хаяр çапăçура вăл питĕ йывăр аманнă. Малтан ăна Ленинградри госпитальте сипленĕ, унтан сывалма Çĕпĕре куçарнă. 1943 çулта вăл тăван яла сылтăм урисĕр таврăннă. Фронтра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Василий Степанович Алентее I, II степень Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин орденĕсемпе наградăланă.

Çĕр-шыва хĕç-пăшал тытса хÿтĕленĕ салтак, сывлăх начаррине пăхмасăр, ялта та усăллă çын пулма тăрăшнă: колхоз утарĕнче хуралта, ферма заведующийĕнче, вулав çуртĕнче ĕçленĕ.

1944 çулта ăна партин Шупашкарти пĕр çулталăклăх шкулне вĕренме янă. Ун хыççăн Василий Степанович Вăрмарти ФЗО шкулĕн директор çумĕнче ĕçлеме пуçланă.

Шкулта вĕреннĕ чухнех çырма юратаканскерне 1947 çулта районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕн ĕçне шанса панă. Тепĕр икĕ çултан вăл партин Горькири Аслă шкулне вĕренме кайнă. Редакципе типографи ĕçĕсене вăхăтлăха яваплă секретаре Г.Матвеева парса хăварнă. Герман Матвеевичпа вĕсем 1948 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа юнашар çума-çумăн ĕçленĕ. Каярахпа, 1953 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Г.Матвеев çапла çырнă: «В.С.Алентей, кăмăллă та ырă чăваш, мана тăван шăллĕне кĕтсе илнĕ пек ăшшăн йышăнчĕ. Ĕç малтанхи кунсенчех ăнса пычĕ. Редактор кашни утăмрах пулăшса тăратчĕ. Вăл кăтартса, вĕрентсе пынипе эпĕ аслă та çутă çул - совет пичечĕн чыслă та хисеплĕ çулĕ çине тăтăм. Тавтапуç çавăншăн Василий Алентее...»

Çамрăк пулнă вĕсем ун чухне. Иккĕшĕ те хура-шура тÿссе курма, пурнăç тути-масине ăнланма ĕлкĕрнĕ. Çирĕм саккăрти Василий Алентей Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен йывăр аманса таврăннă, 22 çулти Герман Матвеев Хабаровск крайĕнче ФЗО шкулĕнчен вĕренсе тухнă, Артель шахтинче 6 çул ĕçленĕ.

Пичет ĕçĕ çыхăнтарнă икĕ çын паллашнă кунсенчен пĕр-пĕрне ăнланакан, хисеплекен çывăх туссем пулса тăнă. Çав туслăх вара татăлман, ĕмĕре пынă. В.Алентей Г.Матвеев патне çырнă çырусем, саламлă открыткăсем, пĕрле ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕксем, ытти документ паян та упранаççĕ.

Василий Степанович çав тери сăпайлă, ырă кăмăллă çын пулнă. Хăйне вăл нихçан та мăнна хуман. Çавăнпа та ăна пĕрле ĕçлекенсем шутсăр хисепленĕ. «...Питех те аванччĕ, интереслĕччĕ Василий Алентейпе пĕрле ĕçлеме», - тесе çырнă хаçатăн яваплă секретарĕ Г.Матвеев. - Вăрçă инваличĕ пулсан та вăл ялсене час-часах тухса çÿретчĕ. Çĕнĕ Кавала политшкул занятийĕсене ирттерме çуранах каятчĕ. Мана та хăйĕнчен хăвармастчĕ. Хăçан канатчĕ-ши вăл? Типографие пырса паракан саккассемшĕн те вăлах яваплăччĕ. Ĕç кунĕ вĕçленсен те краççын лампи ун умĕнче çĕрĕ-çĕрĕпе сÿнместчĕ. Ун чухне сăвăсем ытларах çыратчĕ Василий Степанович. «Ушкăн-ушкăн пĕлĕт иртет» кĕнеке те шăпах Вăрмар редакцийĕнче никĕс хыврĕ».

Вăл вăхăтра редакци çурчĕ те пулман. Журналистсем, Алентейпе Матвеев типографин кивĕ те пĕчĕк çуртĕнче ĕçлесе пурăннă. Хаçат наборланă çĕртех, унти сĕтелсем çинчех выртса çывăрнă. Çуллахи вăхăтра çывăрма маччана хăпарнă. Ĕç кунĕ пуçлансан çуран е лашапа районти ялсене кайса çÿренĕ, çынсен пурнăçĕпе, ĕçĕпе тĕплĕн паллашнă, хаçат валли материалсем хатĕрленĕ.

1952 çулта Матвеева райхаçат редакторĕ пулма çирĕплетнĕ. Вăл çине тăнипе поселокра редакципе типографин çĕнĕ çуртне туса лартнă. Каярахпа, 6 çул ытла, вăл Тăвайри «Ленинец» /«Ял ĕçченĕ»/ хаçат редакци коллективне ертсе пынă. Çав вăхăтрах /1958 ç./ унти радиовещани ĕçĕсене йĕркелесе янă.

Василий Степанович фронтран йывăр аманса таврăнсан вăрçăра пуç хунă салтак арăмĕпе, пĕчĕк хĕр ачапа тăлăхă юлнă Дарья Софроновăпа, пĕрлешнĕ. Вĕсен çемйинче 4 хĕр те 3 ывăл çитĕннĕ. Шел, хальхи вăхăтра вĕсенчен 3 хĕрĕ кăна пурăнать. Асли, Антонина Васильевна, ывăлĕн çемйипе Кĕтеснерте тымар янă, Нинăпа Елизавета - Шупашкарта. Вĕсем иккĕшĕ те учитель профессине суйласа илнĕ, пурнăçне çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçе халалланă. Хăйсен ачисемпе мăнукĕсемпе ашшĕ çуралса ÿснĕ яла час-часах килсе çÿреççĕ, ашшĕпе амăшĕн вил тăприйĕсене типтерлесе тăраççĕ. Пĕр-пĕринпе çав тери туслă пурăнаççĕ.

Алентей çырнă хайлавсене пирĕн халăх яланах юратса вуланă, малалла та çаплах пулĕ. Унăн сăввисемпе композиторсем юрăсем хывнă. Вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă ентешсене - Нина Каштановăна /«Вилĕмсĕр Нина»/, Елена Степановăна /«Лена партизанка»/ тата Никита Зарубина - халалласа çырнă сăвăсемпе Г.Моклаков кĕвĕленĕ юрăсене халăхра лайăх пĕлеççĕ.

Паллă писатель ячĕпе тăван ялта тата Вăрмар поселокĕнче урамсем хисепленеççĕ. Унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен Кĕтеснер шкулĕнчи тата Вăрмарти музейсенче стендсем йĕркеленĕ.

Василий Степанович çынна хаклама, хисеплеме, яланах пулăшма хатĕр çын пулнă, хăйшĕн мар, халăх телейĕшĕн тăрăшнă. Вăл çырнă кĕнекесем халăхпа пурăнаççĕ, вĕсем чăваш литературин пуянлăхĕ пулса тăраççĕ.

Галина МАТВЕЕВА.

Вăрмар районĕ