Вăрçă чарăнасса куç пек кĕтнĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрлесе иртнĕренпе кăçал 70 çул çитрĕ. Этемлĕхшĕн çак пысăк синкер пулса тăнă çав инкек мĕн чухлĕ сиен кÿнине тĕпчесе пĕтерейĕн-ши, пĕтерме те май килмĕ. Совет Союзĕ арканиччен пире вăрçăн хăшпĕр страницисене пачах уçтарман. Чылай чăнлăх иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсенче кăна çиеле тухма тытăнчĕ. Пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарăнакан материалсенчен паян хăрушă пулăмăн чăн ÿкерчĕкĕсене сăнлакан калама çук хулăн сумлă кĕнекине тĕркелесшĕн. Çак яваплă ĕçе историксемпе тĕпчевçĕсем кăна мар, аваллăхпа çыхăннă наукăран инçе тăракан ахаль çынсем те хăйсен тÿпине хывма пултараççĕ. Çав шутра - эпир те, халăха информаципе тивĕçтерессине хамăрăн тивĕç шайĕнче куракансем.

Çак тĕллевпех журналистсем вăрçă вутĕнче мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ çынсемпе, хисеплĕ ветерансемпе тĕл пулса очерксем çыраççĕ. Çак тĕллевпех тыл ĕçченĕсен чун уççине халăх патне çитерессишĕн тĕмсĕлеççĕ. Çак тĕллевпех эпĕ те вăрçăпа çыхăннă вырăна васкарăм. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕчкей ялне. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ачасене хăйĕн хÿттине илнĕ чăваш хутлăхне.Малалла вулас...

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.