Тăлăх-турат

23 Юпа, 2015

Вăрçă чарăнасса куç пек кĕтнĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрлесе иртнĕренпе кăçал 70 çул çитрĕ. Этемлĕхшĕн çак пысăк синкер пулса тăнă çав инкек мĕн чухлĕ сиен кÿнине тĕпчесе пĕтерейĕн-ши, пĕтерме те май килмĕ. Совет Союзĕ арканиччен пире вăрçăн хăшпĕр страницисене пачах уçтарман. Чылай чăнлăх иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсенче кăна çиеле тухма тытăнчĕ.