«Валя аппа, манăн та «Тетте» çырăнасчĕ...»

4 Çĕртме, 2015

Çирĕм çичĕ çул почтальонкăра тăрăшакан Валентина Николаевна Тимофеевăна уйрăмах ачасем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вулама кăмăллаканскерсем чылай чухне ăна хирĕç ăмăртмалла чупаççĕ.

Валя аппа, «Тетте» килеймерĕ- и-ха? Хамăр çулти ачасем шăрçаланă сăввисемпе пал­лашас килет. Сăрласа илем­летмелли страницăна питĕ юрататпăр эпир. «Тан­тăшра» та интересли тем чухлех, - теççĕ ачасем почтальонкăна ăшшăн куçран пăхса.

Никита Токунов, Вика Ким, Евгений Фадеев тата Яна Гронская та - «Тетте» тусĕсем.

- Журналăн кашни номерĕ пирĕншĕн парне вырăнĕнчех. Уйăхра пĕрре тухакан тĕрлĕ тĕслĕ «Теттене» алла илсен мĕн тери савăнатпăр! Пи­сательсемпе поэтсен сăвви-калавĕсене пĕр сик­терми вулатпăр, - хăпартланать Женя.

- Манăн та хамăн ĕçсене редакцие ярса парас килет. Анчах шикленетĕп. «Тетте» валли юрăхлă заметка çыраймасан? Журналта кун çути курай­масан? Çапах та килес çул журналпа çыхăну ты­тас кăмăл питĕ пысăк, - калаçăва хутшăнчĕ хастар Никита.

- «Тетте» маншăн - чи юратнă журнал. Çавăн­па та республикăри пур ачана та ăна çырăнса илме сĕнетĕп, - палăртрĕ хăй шухăшне яланах çĕннине пĕлме ăнтăлакан Вика.

- Вулакан çыннăн çеç тавракурăмĕ анлă. Уй­рăмах мана журналта пичетленекен юмахсем килĕшеççĕ. Халапра ырри усаллине çĕнтерни килĕшет. Пурнăçра мĕншĕн çапла мар-ши тесе шухăшласа ларатăп вара юмаха вуласа тухсан. Чечексем кăна мар, кушак çурисемпе шăнасем пĕр-пĕринпе калаçни те мана хăпартлантарать. Тепĕр чухне хам умран лĕпĕш вĕçсе иртет те, хай­хискер мана сывлăх суннăн туйăнать. Курăнми пу­личченех алă сулса ăсататпăр ăна, - тет Яна.

Валентина Николаевна хăй те ача чухнех алă­ран кĕнеке, хаçат-журнал яман.

- Вăл вăхăтра почтальонка сумки çав тери йы­вăр пулнă. Ара, кашниех чылай кăларăм çырăннă- çке. Пирĕн çемье те çавахчĕ, - тет хастар почта­льонка.

Элиза ВАЛАНС.

Вăрнар районĕ,

Кÿстÿмĕр.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: