Вăл çĕнтерме килнĕ

"Раççей чăваш пики" конкурсăн сумĕ çуллен ÿссе пырать. Кăçал 31 пике хăйĕн юрлас-ташлас пултарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, тавракурăмĕпе, юнпа тата чунпа чăваш пулнипе жюри членĕсене, куракансене тыткăнлама тăрăшрĕ. Мурманск, Тюмень, Муравленко, Сургут, Самар, Октябрьски хулисенче, Крым, Пушкăрт, Тутар республикисенче, Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнакан чиперккесем инçе çула кĕскетсе пирĕн тăрăха çитнĕ. Ыттисем — Чăваш Енре пурăнакансем. Сцена çинчи хитре тумланнă яштака пÿллĕ хĕрсенчен чи тивĕçлине суйласа илме çăмăл марри паллă. Вĕсен, хăнăхнă йăлапа, пилĕк конкурс витĕр тухмалла.

Конкурса хутшăнакансене хавхалантармашкăн ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, ЧР вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев тата Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов килнĕ. Вĕсем чăваш хĕрĕн ăсталăхĕ, чиперлĕхĕ, ăс-тăнĕ ăруран ăрăва куçнине тата илем пурăнма хăват хушнине палăртрĕç.

Хĕрсем хăйсем çинчен каласа кăтартнинчен çакă паллă: пурте сцена пурнăçне кăмăллаççĕ, спортпа туслă, тĕрлĕ тупăшура вăйне тĕрĕслеççĕ. Çапах мĕнпе асра юлчĕç-ха конкурсантсем? Шупашкар хĕрĕсем Яна Викторовăпа Мария Васильева хăйсен пурнăçне медицинăпа çыхăнтарасшăн. Çынна пулăшасси, сыватасси тĕп вырăнта вĕсемшĕн. Чăваш наци радио итлекенсем "Ирхи кăмăл" кăларăм ертсе пыракан Мария Самделовăна /Патăрьел/ лайăх пĕлеççĕ. "Чăваш пики" конкурса иккĕмĕш хут хутшăнаканскер хальхинче лайăхрах хатĕрленсе килнĕ. "Нарспи" сыпăка чуна витермеллерех вуларĕ. Дарья Степанова /Пушкăртстан/ та вилĕмсĕр поэма йĕркисене аса илтерчĕ.

Наталья Соловьева /Хĕрлĕ Чутай районĕ/ юрăç пуласшăн. Пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри "Кĕмĕл сасă" конкурсра Гран-при çĕнсе илнĕччĕ вăл. Анжелика Никифорова /Тăвай районĕ/ чăваш ташшипе куракансен кăмăлне тупрĕ. "Утрăм, чупрăм, пурпĕр тухаймарăм асамат кĕперĕ айĕнчен..." — Самартан килнĕ Татьянăпа Антонина Сашинасем юрлани çаплипех пуçран тухмасть.

Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти филиалĕн студентки Элпи Кошелева "Пилеш" фольклор ушкăнĕпе пĕрле сцена çине тухрĕ. Кайран юрламашкăн сăвă йĕркисене çырса юлма ыйтрĕç вĕсем.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн технологипе экономика факультетĕнче вĕренекен Ксения Шибаева /Йĕпреç районĕ/ "Ĕмĕрлĕх суран" калавăн пĕр сыпăкне вуларĕ. Чечен вăрçинчен таврăнайман салтак амăшĕн хуйхине кашниех чĕре çывăхне илни иккĕлентермест. Диана Моисеева /Çĕрпÿ районĕ/ "Каçар мана, ывăлăм" сăввипе чуна хускатрĕ. Вăрçăран таврăнайман ывăлне упрайманшăн ĕмĕрĕпех куççуль тăкать чун панă амăшĕ.

Мурманск чăвашĕсен чысне хÿтĕлекен Екатерина Иванова Иван мучие çаврăнса пулăшуçисемпе пĕрле тăла тунине сăнларĕ. Марина Кудряшова /Тутарстан/ шуйттансене çĕнтернине выляса кăтартрĕ. Чăнах, ырри яланах çиеле тухать. Нелли Львова /Элĕк районĕ/ усал вăйсене пулах уйăх çинчи пикене çаврăнчĕ. Людмила Мушкарева /Куславкка районĕ/ "Смолин вулавĕсене" республика шайĕнче ирттерме пуçланине палăртрĕ, Анатолий Смолинăн сăввине пăхмасăр каларĕ.

Ксения Сергеева /Крым/ анне çинчен юрă шăрантарчĕ. Василиса Жигулева /Сургут/ купăспа ташларĕ, анчах темшĕн ăна тăсса кĕвĕ каламарĕ. 16 çула пуснă Татьяна Ястребова /Етĕрне/ ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Тантăшĕсемпе пĕрле чăвашăн авалхи йăли-йĕркине кăтартрĕ вăл. Малашне палăрмашкăн ĕлкĕрĕ-ха çамрăк. Чăваш тата Инди культурипе кăсăкланакан Анна Юнкерова /Шупашкар/ Инди ташшипе куракансене тыткăнларĕ.

Ытти чухне ăс-тăна тĕрĕслекен конкурс "такăнтаратчĕ" хĕрсене. Те çухалса кайнăран, те пĕлменрен ыйтусене йăнăш хуравлатчĕç вĕсем. Хальхинче чаршав хыçĕнче чăвашлăхпа çыхăннă кĕнеке-словарь вуласа тăнă пулинех чиперккесем. Ваттисен сăмахĕсене, тупмалли юмах тупсăмне, символ авторĕсене, йăла-йĕркене... тĕрĕсех пĕлчĕç. Республика тулашĕнчен килнĕ пĕр пикене чăвашла ăнланманни ура хучĕ. Ыйтăва вырăсла куçарма ыйтрĕ вăл. Апла пулин те салтака ăсатакан çамрăка мĕншĕн хĕресле алшăлли çыхнине калаймарĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятне пăтраштарчĕ. Тата çул çинчи "пробкăна" чăвашла "пăкка" çавăраймарĕ пĕр пике.

"Ик хуртан тунă, виç хуртан тунă хуплуне касса пăхсамăр, çисе пăхсамăр..." — сцена çине юрласа тухрĕç хĕрсем. Çирĕм ытла хуплăва тутанса хак пачĕç жюри членĕсем. Нумайăшĕ сăра вĕретсе килнĕ. Пĕртăван Сашинасем, тĕслĕхрен, шарккупа, шăрттанпа, çавра çăкăрпа хăналарĕç. Мурманскран килнĕ Екатерина Иванова шÿрпе, юнтултармăшĕ тата пăлан какайĕ тутанса пăхма сĕнчĕ. Шупашкар районĕнчи Анастасия Волкова какай шÿрпи, хуран кукли, чăкăт пĕçерсе килме ÿркенмен. Василиса Жигулева ĕлĕкхи йăлапа кавăнпа вир пăтти хатĕрленĕ. Пÿремеч те, студень те, тăвара та /чăкăт/ тутлă пиçсе тухнă-тăр.

"Эпĕ çĕнтерме килнĕ кунта", — пурте илтмелле каларĕ Тутарстан пики Ксения Романова. Апла тăк вăл хăйĕн вăйне ĕненет. Çавăнпа пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех ăна сăнарăм. Тем тесен те конкурсра хăйне евĕрлĕхпе хисеп çĕнсе илмелле. Вăл чечек ăсталаса кăтартрĕ. Хăй тĕпленнĕ тăрăхра чăвашсемпе тутарсем туслă пурăннине каларĕ. Çавăнпах чак-чак тата пĕлĕм илсе килнĕ пике. Пĕлĕм чăваш апачĕ пулнине ĕнентерме тăрăшрĕ Ксения. "Шала мĕн хунине пĕлмен-и?" — кăсăкланнă пĕри. "Пĕлмен çав", — хуравланă тепри. Шăпах çапла пулса кайнă-мĕн "пĕлĕм". Тутарстанран килнĕскер федераци университетĕнче пĕлÿ илет. Универсиада ялĕнче хисеплеççĕ ăна. Хĕр чăваш çамрăкĕсемпе пĕрле "Аталан" ушкăн йĕркеленине те палăртса хăвармалла. Çĕнтерме килнĕскер Пĕтĕм Раççейри "Чăваш пики — 2016" конкурсра мала тухрĕ, Крыма канма каймалли путевкăна тивĕçрĕ.

Пушкăртстан хĕрĕ Елена Садыкова "Вице-чăваш пики" ят çĕнсе илчĕ. Ксения Сергеева /Крым/ — "Чи хÿхĕм пике", Мила Яковлева /Канаш районĕ/ — "Куракансем кăмăлланă пике", Нелли Львова /Элĕк районĕ/ — "Чи çепĕç пике", Дарья Степанова /Пушкăртстан/ — "Чи ăслă пике", Ангелина Адамовăпа /Чĕмпĕр/ Екатерина Сафронова /Муравленко хули/ "Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике" номинацисенче мала тухрĕç.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Марина ТУМАЛАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.