Уйăх тулнă каç

«Ман Марийăна курмарăр-и?» — йăлăнса ыйтать Федя кашни тĕл пулакан çынран. Ял халăхĕ хăнăхнă ĕнтĕ: пĕри шеллет ăна, тепри шÿтлесе хуравлать.

Вараланнă тумтирне ирхине уртса ярать те мĕн каçчен урамра кун кунлать Федя. Апат çиме те пÿртне кĕмест. Маларах амăшĕпе пурăннăскер халĕ пĕчченех. Ăна вĕри апат пĕçерсе çитерекен те çук темелле. Кÿршĕри Анук аппа теплере пĕрре яшка çиме чĕнет арçынна.

Çамрăкскере шеллекен чылайăнччĕ хăй вăхăтĕнче. Çын хуйхи часах манăçать çав.

…Вун пĕрмĕш класра вĕренме пуçланăччĕ ун чухне Федя. Çĕнĕ вĕренÿ çулне халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Шăпах çавăн чухне паллаштарчĕç вĕренекенсене çĕнĕ учительницăпа. Мария Васильевна — акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ. Унсăр пуçне 11-мĕш класс ертÿçи те. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕрарăм малтанах килĕшмерĕ каччăна. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕрентекен уншăн амăшĕ вырăнĕнчех пулчĕ. Ашшĕпе амăшне, сăра-эрех серепине лекнĕскерсене, ывăлĕн шăпи пăшăрхантармарĕ. Каччă çынран ютшăнса ÿсрĕ.

Мария Васильевна, упăшкинчен уйрăлнăскер, ачине пĕчченех çитĕнтерет. Вăл аякри тăрăхран пулнине пĕлчĕ Федя. Пĕр урамрах пурăннăран вĕрентекен пирки тĕрлĕрен калаçнине илтме тÿр килчĕ.

Класс ертÿçи пулнăран каччăпа ытларах калаçма тăрăшатчĕ учительница. Килĕнчи лару-тăру пирки сăмах питех хускатмастчĕ. Çамрăкăн чĕрине ыраттарас темен ĕнтĕ. Малашлăх, экзаменсем çинчен калаçатчĕç вĕсем. Пĕррехинче, вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче, Мария Васильевна каччăна кино курма клуба чĕнчĕ. Çук, малтанах килĕшмерĕ лешĕ: турткалашрĕ, тĕрлĕ сăлтав шырарĕ. Шухăшлама вăхăт пачĕ ăна вĕрентекен.

Хăюлăхне пухса палăртнă кун клуб енне çул тытрĕ çамрăк. Çакăнтан пуçланмарĕ-и-ха вĕсен юратăвĕ? Чĕре тĕлĕнче амаланакан туслăх кăварĕ çулăмпа çунма тытăнчĕ.

11-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Мария Васильевнăпа Федя пĕрлешрĕç. Каччăн ашшĕпе амăшĕ хирĕç пулчĕç. Çапах ывăлĕ хăлхине те чикмерĕ. Юрату сĕрĕмĕпе антăранăскере арăмĕ хăйĕнчен вунă çул аслăрах пулни те шиклентермерĕ.

Çемьере йыш хушăнни çамрăк ашшĕне савăнтарчĕ. Ача çуралнине палăртма арăмĕн тăван ялне кайма шут тытрĕ мăшăр.

Сĕтел хушшинче хăналаннă хыççăн Федя картишне уçăлма тухрĕ. Тÿпери уйăх çап-çутă. Футбол мечĕкĕ пек çап-çаврака вăл, тин çеç тулса çитнĕ. Хăй патне такам çывхарнине уйăх çутинче аванах асăрхарĕ арçын. «Калаçмалли пур, атя урама», — терĕ ăна палламанскер. Çак этем арăмĕн малтанхи упăшки пулнине чухлама та пултараймарĕ çамрăк. Ара, ун пирки мăшăрĕ питех калаçмастчĕ. «Вилнĕ çын çинчен мĕн сăмахламалли пур», — терĕ вăл пĕррехинче. Çавна май Федя та тĕпчемен.

«Куçа-куçăн калаçар, арçынла, — терĕ хайхискер çамрăка кĕпе çухинчен тытса. — Эсĕ мĕншĕн ман арăмпа пурăнатăн? Ачана хам ÿстерейместĕп-и? Акă сана уншăн «хăлха чикки». Федьăна мĕн пур вăйран тĕксе ячĕ вăл. Лешĕ сăмах чĕнме те ĕлкĕреймерĕ, тимĕр калинккене пырса çапăнчĕ. Сăмсинчен юн тапса тухрĕ, кĕлетки тĕшĕрĕлсе анчĕ. Выртакан çамрăка пулăшма васкамарĕ Толя. Куç тĕлне лекнĕ хăма татăкĕпе унтан-кунтан çапма пуçларĕ. Федя чăтайманнипе хыттăн йынăшса ячĕ. Унăн сассине илтсе уява пухăннă хăна-вĕрле пÿртрен урама сиксе тухрĕ. Тăн çухатнăскере больницăна ăсатрĕç.

Чылай сипленме тиврĕ унăн. Шел, каçхи тытăçу ун кун-çулĕнче хура йĕр хăварчĕ-хăварчех: пуç мими вăйлă сиенленнĕрен вăхăтăн-вăхăтăн аташма пуçларĕ. Çавна май больницăран тухма пĕлмерĕ Федя. Сипленнĕ хыççăн ырă-сывă çÿрерĕ, анчах нумайлăха мар. Чирлĕ çын кама савăнтартăр? Мария Васильевна та икĕ ачине ертсе тăван тăрăхне тухса кайрĕ. Малалла вулас...

 

Валентина ЕГОРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.