Усрава илсе асаплантарнă хĕрарăма суд тунă
Вӑрнар районӗнчи 43 çулти хӗрарӑма усрава илнӗ ачасене картманшăн суд тунӑ. Ăна асаплантарнӑшӑн тата çул ҫитменнисене пӑхас яваплӑха тивӗҫлипе пурнӑҫламаншӑн РФ Уголовлă кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе тата 156-мӗш статйипе айăпланă.
Чăваш Республикин прокуратуринче пĕлтернĕ тăрăх, хӗрарӑм усрава илнӗ виҫӗ пӗр тӑвана 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен тăтăш хӗненĕ. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ачасем текех тӳсеймен — иккĕшĕ килтен тухса тарнӑ. Вӗсене йӗрке хуралҫисем асӑрханӑ. Хӗрарӑма суд 3 ҫул та 7 уйӑхлӑха условлӑ майпа ирӗкрен хӑтармалла тунӑ. Сӑнав вӑхӑтне 3 ҫул тесе йышӑннӑ.
Комментари хушас