Транспорт министерствин общество канашĕ штраф виçине ÿстерме килĕшнĕ

9 Çурла, 2017

Паян Чăваш Енĕн Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинче общество транспортĕнче çул укçи тÿлемесĕр çÿрекенсене явап тыттарасси çинчен калакан саккун проектне хытах сÿтсе явнă. Унта пухăннисем ытти регионти ку опытпа кăсăкланнă. Çивĕч туйăннă ыйтусене тĕплĕн тишкернĕ хыççăн вĕсем общественниксем саккуна хытармаллипе килĕшнĕ. 

Аса илтерер: билетсăр çÿресен хальхи вăхăтра 100 тенкĕ штраф тÿлеттерме ирĕк пур. Айăплавĕ пысăк мартан юлашки икĕ çул çурă хушшинче ку ĕçе республикăра пăрахăçланă: тĕрĕслев те ирттермен, билетсăр пассажирсене çавна май штрафламан та. ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви нумаях пулмасть административлă майпа правăна пăсакансене явап тыттарасси çинчен калакан саккунăн 30-мĕш тата 31-мĕш статйисене улшăну кĕртме сĕннĕ. Билетсăр çула тухсан 1000 тенкĕ штраф шаплаттарĕç, багажшăн тÿлеменнисене - 500 тенкĕ.

 

Комментари хушас